Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерет (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Опытлӑ педагог, А.Г. Старостин урокӗсене хавхаланса, ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса, интереслӗ ирттерет, ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳллӗ, Ҫӗршыва юратса унӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пулма вӗрентсе ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ялан килӗнче чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, сысна ҫури ӳстерет, пӗр вӗҫӗмсӗр пасара йӑкӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Лавр Кузьмич хӑйӗн садӗнче антоновка ҫеҫ ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тата ҫав Акучара чаплӑ пахчаҫӑ пур, вӑл иҫӗм ҫырли ӳстерет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл, упӑшки пекех, иккӗшӗ ун ҫинчен нихҫан калаҫман пулсан та, Анука килӗштерет, ӑна Микула валли пӑхса ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Авланса ячӗ те сан пекех ача ӳстерет, — терӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан патши ҫапла ӗмӗтленнӗччӗ: мӗн пур парнесемшӗн Сахиб-Гирей унӑн икӗ ывӑлне — Булюкпа Мубарека — чипер пӑхса ӳстерет пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн колхоз тахҫантанпах кантӑр чылай акса ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Акӑ мӗн ҫитерсе ӳстерет иккен чӗкеҫ хӑйӗн чӗпписене.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Хӗрне качча пама ӳстерет имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Чӑх-чӗп йышлӑ ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗп тытса пыраканскер сад-пахча, вӑрман ӳстерет, выльӑх-чӗрлӗх ҫитӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Тутар Республикине кӗрекен Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнче пурӑнакан Эдуард Охотников виҫӗ хӗре пӗчченех ӳстерет.

Эдуард Охотников, проживающий в деревне Чувашская Чебоксарка Новошешминского района Республики Татарстан, воспитывает трех девочек в одиночку.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ҫавна май ҫӗнӗ йышши технологисемпе те сахал мар усӑ курать, хӑйӗн ӑсталӑхне те час-часах ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Ун лек вырӑнсенчен Шахрун е аяккалла пӑрӑнать, е сыхланса иртет, утӑмӗсене ӳстерет.

Шахрун же, видя это, обходит опасные места или бежит по ним осторожно.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑллӗне пӑхса ӳстерет.

Вдобавок растил брата.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атте-анне хӑй хӗрне Юратса ҫеҫ ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чӗртет пурне те ҫуркунне: Ӳсен-тӑранӗ чечекленнӗ, Калчи те шӑтрӗ, кар ҫӗкленчӗ, Кӑтартрӗ хӑйӗн илемне — Ҫӗр ҫыншӑн ӳстерет ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман ҫавине кӑшт сулӑмлӑрах сулса ярсан, лешӗ те ҫави хӑвӑртлӑхне ӳстерет, ҫапла вӗсем ҫависене килӗштерсе ывӑтса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Маргарита Михайловна уйрӑмах ӳсен-тӑрансене кӑмӑллать, чечексем ӳстерет, вӗсен ырӑ шӑр-шипе, чечекӗсемпе киленет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех