Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссех (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑвӑс тӗслӗ сухалӗ икӗ эрне хырманнипе ӳссех кайнӑ, халь, ав, мӑйӑхӗ ҫинчи пӑрлашкасене тӑрӑшсах хӑйпӑтать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Икӗ километра яхӑн тӑсӑлакан кӗпер ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Манӑн хак ял хушшинче ӳссех пырать тем тет.

Гляди ж ты, его цена возрастает среди сельчан день ото дня!

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав вӑхӑтрах таврари хӑрушлӑх та ӳссех пырать пек.

отчего в нем нарастает какой-то страх, он часто спотыкается,

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лебедевсен ҫемйинче йыш ӳссех пынӑ, пӗр-пӗрне савакан мӑшӑр пилӗк ачана _ тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗре — кун ҫути парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Пӗве чавнӑ ҫӗрте ӗҫ хӗрӳллӗхӗ ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ене суйласа илнӗ ҫынсен йышӗ ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/

Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртет, пурнӑҫ улшӑнать, аграрисен ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшӗ вара ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Газификацилесси республикипе ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Факультет кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем аван пӗлеҫҫӗ: ҫак вӑхӑтра вӑл чӑннипех те хӑватлӑ аталану ҫул-йӗрӗпе утнӑ, унӑн ят-сумӗ, хисепӗ ӳссех пынӑ…

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Ӗҫпе пӗрле творчество туйӑмӗ те ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑш-чик чирӗпе ҫеҫ мар, ҫӑпан-сурансемпе те, ӳт-тир чирӗсемпе те, пыр шыҫҫипе е куҫ чирӗсемпе килекенсен шучӗ те ӳссех пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ӑна ҫаратман, — терӗм эпӗ — ҫак сӑлтавпа хумханса ӳкнӗскер, мӗншӗн тесен пулӑмӑн ӳссех пыракан кӑткӑслӑхӗ Бичешӗн япӑхрах та япӑхрах ене ҫаврӑнать.

— Он не был ограблен, — сказал я, взволнованный этим обстоятельством, так как разрастающаяся сложность события оборачивалась все более в худшую сторону для Биче.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑтарту ҫулсерен ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

«Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнисен шучӗ ҫулсерен чаксах пырать», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/ashs ... culseren-c

Паркерӑн мана пӗлтермелли самаях пуҫтарӑннӑ ахӑр; асӑмра юлнӑ ҫав каҫхи ӗҫ-тӑрӑм пирки итлеме тем пек кӑсӑк пулин те — Дюрок патне каяс тӳсӗмсӗрлӗх ӳссех пырать, акӑ тулса тӑкӑнать те ӗнтӗ, терте путнӑскер пукан айӗнче урасемпе тӗрткелешсе юлашкинчен — укҫа тӳлес шутпа — тарҫа кӑчӑк туртса чӗнтӗм.

Паркер стал говорить дальше; как ни интересно было слушать обо всем, из чего вышли события того памятного вечера, нетерпение мое отправиться к Дюроку росло и разразилось тем, что, страдая и шевеля ногами под стулом, я, наконец, кликнул прислугу, чтоб расплатиться.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Чӑваш Енре вӑтам шалу виҫи ӳссех пырать.

В Чувашии увеличивается размер средней заработной платы.

Чӑваш Енри вӑтам шалу ӳссех пырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31697.html

Вӑлах чӑвашсем хушшинче турра ӗненменнисен йышӗ ӳссех пынине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хырӑмӗ кунсерен ӳссех пырать пулин те Аня татӑклӑ шухӑш патне ҫитеймерӗ.

Аня не могла прийти к окончательной мысли, хотя живот рос с каждым днем.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ун курайманлӑхӗ ӳссех пынине хӗрача никамран та пытармарӗ.

Девочка ни от кого не скрывала возрастающую ненависть.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кӗрешӗвӗн анлӑшӗпе тарӑнӑшӗ ӳссех пырать.

Растет ширина и глубина борьбы.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех