Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсрӗ (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем килсе ҫӳресси кашни библиотекӑрах 40 процента ҫити ӳсрӗ.

Посещаемость увеличилась до 40% в каждой библиотеке.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Иртнӗ тӑватӑ ҫул хушшинче тӑван литература нумай сӗнӗ произведенисемпе пуянланчӗ, ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫӗр ӗҫне питӗ юратса ӳсрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пасарпа ярмӑрккасен хисепӗ те ӳсрӗ, вуннӑран та иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ответлӑх ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кунпа, пӗлетӗр-и, пин пӳрт лартма пулать, — терӗ калаҫу ирттерме пынӑ Иванов, — рабочисен шучӗ икӗ хут ытла чакрӗ, кашни ҫын пуҫне каснӑ йывӑҫ шучӗ вара икӗ хут ӳсрӗ, — сакӑрҫӗр кубометра ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ывӑлӗ ӗҫчен ӳсрӗ, ашшӗне килти ӗҫсенче савӑнсах пулӑшатчӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫинче те тӑтӑшах пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлия Измина Семенпа Нина Мышкинсен ҫемйинче ҫуралса ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пылчӑк вӑй панӑ чухлӗ кӑна ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ваҫук шухӑшлӑ та ҫивчӗ ача пулса ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ҫав сисӗм халӗ ӳснӗҫем ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑпра купалакансен йышӗ ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Спортӑн базӑллӑ тӗсӗсен шучӗ виҫӗ ҫул хушшинче икӗ хут ӳсрӗ: 13-рен 25 ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Чӑваш Енӗн сывлӑха сыхлас ӗҫ отрасльне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси юлашки пилӗк ҫул хушшинче 21 процент чухлӗ ӳсрӗ, 2018 ҫулта ку кӑтарту 21,4 миллиард тенкӗ пулнӑ пулсан, 2022 ҫулта 26 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

За последние пять лет финансовое обеспечение отрасли здравоохранения Чувашии возросло на 21%, с 21,4 млрд рублей в 2018 году до 26 млрд рублей в 2022-м.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/18/gla ... aet-s-dnem

«Ӳсрӗ, хӗр пулчӗ, хитреленсе кайрӗ», — тесе ҫырчӗ вӑл хӗлле пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Павӑл ӗҫре ӳсрӗ, Матюк та ҫавах.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Эсӗ салтакра чухне пирӗн хула чылай ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗчӗкрен ӗҫре тар тӑкса ӳсрӗ Павӑл, хула пек кил-ҫуртри пӗртен-пӗр ача, пӗртен-пӗр арҫын чунӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ашшӗ вӑрҫӑра вилчӗ — ашшӗсӗр ӳсрӗ, ҫемье чӑмӑртарӗ — ҫемьеллӗ пурнӑҫра телей пулаймарӗ», — тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех