Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсни (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та тӗп пӗтӗмлетӳ – тулаш суту-илӳ ӗҫ-хӗлӗн кӑтартӑвӗсем пӗлтӗрхинчен 24 процент чухлӗ ӳсни.

Но главный итог – показатели внешнеторговой деятельности превысили прошлогодние значения на 24%.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пурнӑҫланӑ ӗҫсен тӗрӗслӗхне ҫамрӑк вӗрентекенсен тӳпи 12 процентран пуҫласа 18 процент таран ӳсни те витӗмлӗн ҫирӗплетет.

Правильность реализованных действий подтверждается ростом доли молодых педагогов с 12 до 18 процентов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хасар хаканлӑхӗ 7-9 ӗмерсенче ӳсни тата сарӑлни

Рост и экспансия Хазарского каганата в 7-9 веках

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Кирек ӑҫта ҫитсен те, пире валли тӳсе-авӑсса, авӑртса хуни, йывӑҫ ҫинче ҫӑкӑр ӳсни пулас ҫук, хамӑра хамӑрӑнах ӗҫлесе тӑрантармалла, пурнӑҫра мӗн кирлине тумалла».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шиклӗ шӑплӑх тӑчӗ, курӑк ӳсни те илтӗнет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хрантсус чӗлхине упраса хӑварас ӗҫре католиксен чиркӗвӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ, вӑл Британири протестантсен нормисене хирӗҫлесе хӑйсен хаклӑхӗсене аталантарнӑ, унсӑр пуҫне хрантсусла калаҫакансен йышӗ хӑвӑртрах ӳсни те пулӑшнӑ.

Ключевую роль в сохранении французского языка сыграли католическая церковь, противопоставившая свою систему ценностей нормам британского протестантизма, а также более высокий естественный прирост франкофонов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Тем, пит ӳсни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак пирӗн ҫӗршыври ӑшӑ нӳрлӗ кӗтесри пек ӳсентӑран пит вӑйлӑ ӳсни ССР Союзӗнче урӑх ниҫта та ҫук.

Нигде в СССР нет такой мощной растительности, как в этом теплом и влажном уголке нашей страны.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Юхан шывсемпе кӳлӗсене тӗпчесе вӗренес ӗҫе пропагандӑлакан тепӗр хастарлӑ, ҫине тӑрса ӗҫлекен ҫын ӳсни лайӑх пулать кӑна вӑл.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Рекорд тума вара малтанах хатӗрленсе ӳсни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Раҫҫей лидерӗ каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫавӑн пек пахалӑхлӑ тата хальхи автомагистральсенчен, тухӑҫлӑ маршрут тата транспорт узелӗсенчен наци экономикипе промышленноҫа ҫирӗплетесси, ҫавӑн пекех Раҫҫей пурнӑҫӗн пахалӑхӗ, ӗҫлӗ тата туризм активлӑхӗ ӳсни килет.

По словам российского лидера, именно от таких качественных и современных автомагистралей, эффективных маршрутных и транспортных узлов зависит укрепление национальной экономики и промышленности, а также качество жизни россиян, рост деловой и туристической активности.

Путин Мускавран пуҫласа Арзамаса ҫитиччен М-12 трасса участокне уҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... -n-3426697

Мототранспортпа ҫӳрекенсен айӑпӗ пурри курӑнать, инкек пулнӑ тӗслӗхсен шучӗ 65,2 процент ӳсни те ҫакнах ҫирӗплетет тесе хыпарлаҫҫӗ ведомство ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Ҫавӑн пек хӑвӑрт ӳсни — бизнесшӑн шурӑ ӗҫ укҫи тӳлемелли сигнал, — тенӗ ун чухне Финанс министерствин пуҫлӑхӗ Антон Силуанов.

Такое резкое повышение — сигнал для бизнеса платить белую зарплату, заявил тогда глава минфина Антон Силуанов.

2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре МРОТа тӳрех 18,5 процент ӳстерме палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... tn-3399685

Вӑрҫа кайса пуҫ хунӑ ырӑ ҫынсем ҫинчен, вӑрҫӑ ҫинчен, вӑрман касни, тырпул мӗнле ӳсни ҫинчен калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах халӗ, арӑмӗ каланӑ хака илтсен, хайхи чӑрмав йывӑрӑшӗ самай ӳсни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Эсир паян нихҫанхинчен те ытларах ҫӗршыва кирлӗ мал курӑмлӑ специалистсем, Технологипе аслӑлӑх уйрӑмӗ ӳсни, Раҫҫей технологи тӗлӗшӗнчен никама пӑхӑнманлӑх ҫулӗпе пыни те сире ҫапла пулма хистет.

Сегодня вы, будущие перспективные специалисты, как никогда нужны стране, этого требуют и курс на укрепление технологического суверенитета России, и растущие наукоемкие отрасли и технологии.

Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s

Синонимсен йышӗ ӳсни чӗлхешӗн питӗ аван!

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Кунта эсир мӗнле ӳсни ҫинчен ҫырап тата кулӑшлине е астуса юлмаллине.

А пишу я тут о том, как вы растете, записываю что-то смешное или важное.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Шкул ҫулӗсенче илнӗ пӗлӳ, ачаран ӗҫе хӑнӑхса ӳсни вӗсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Виҫҫӗмӗш тата юлашки вӑхӑтра столовӑйра апат хакӗ ӳсни ҫинчен асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех