Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсни (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экономикӑн чӑн секторӗ аталанни тата бюджет тупӑшӗсем ӳсни халӑхӑн пурнӑҫ шайне тата пахалӑхне лайӑхлатса пыма майсем туса параҫҫӗ, палӑртнӑ округ ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Мӑшӑрланнисен шучӗ 2022 ҫулта 14,1 процента ҫити хӑпарнӑ, кӑтату 2021 ҫулхинчен ӳсни пурсӑмӑра та савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Тӗслӗхрен, Канаш тӑрӑхӗнче иртнӗ эрнере ӗҫсӗррисен йышӗ ӳсни пирки чарӑнса тӑнӑ.

В частности, остановились на проблеме роста числа безработных в Канашском округе в течение прошлой недели.

Канаш маниципаллӑ округӗ: иртнӗ эрнере ӗҫ шыракансен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34456.html

Климат улшӑнни, сывлӑш температури ӳсни этем пурнӑҫне витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

2014 ҫулта апат-ҫимӗҫ хакланни - 2008 ҫултанпа, пулӑшу тарифӗ ӳсни 2009 ҫултанпа чи пысӑккисем шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Сергей Семенов депутат сӗннӗ кандидатурӑна хурламасть, ҫапах Ҫӗнӗ Шупашкарта прокуратура штачӗ ӳсни ӑна питӗ пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Ҫӗре арендӑна панинчен кӗрекен тупӑшсем ӳсни те савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Тен, кунта сана хӑвӑн иртнӗ пурнӑҫу, эсӗ пуян ҫын килӗнче ӳсни, ҫавсенчен ниепле те хӑтӑлма вӑй ҫитерейменни кансӗрлет пулӗ.

Возможно, в этом сказывается твое прошлое, полученное воспитание, от последствий которого ты не в состоянии еще отделаться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вак тата вӑтам предприятисен хастарлӑхӗ сисӗнмеллех ӳсни те савӑнтарать - вӗсен шучӗ чӗрӗк шай чухлӗ, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсен шучӗ 5 хут ӳсрӗ.

Радует существенный рост активности малых и средних предприятий – их количество выросло на четверть, в 5 раз увеличилось число самозанятых.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ут ӳсни вӑл авторитет ӳснине пӗлтерет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

— Ӑҫтан курӑнать-ха ман авторитет ӳсни?

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Поля хӑйӗн хырӑмӗ ӳсни ҫинчен, ҫырӑнмасӑр ача ҫуратма ҫынсенчен лайӑх марри ҫинчен час-часах, хытӑран хытӑрах астутарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тишкерсе пӑхсан, Тукай (10 вырӑнне 20), Асанкасси, Кайнлӑк (иккӗшӗнче те 1 вырӑнне 4), Комсомольски (58 вырӑнне 62), Элпуҫ (7 вырӑнне 9), Александровка (7 вырӑнне 10) ял тӑрӑхӗсенче преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать, ытти ҫӗрте чакнӑ е пӗр шайрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Мӗн пӗчӗкрен аслӑраххисене хисеплеме хӑнӑхса ӳсни кӑна тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп ӑна хам чӑваш пулни ҫинчен те, ӑҫта ҫуралса ӳсни ҫинчен те калама ӗлкӗреймерӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Маншӑн кунта ӑҫта мӗнле кӑмпа ӳсни тахҫанах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Ларура «Хыпар» вулаканӗсене кӑсӑклантаракан тепӗр информаци - пӗчӗк ӗҫ укҫи паракан организацисен шучӗ иртнӗ ҫулхи 4 уйӑхринчен 48 процент ӳсни.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Эпӗ пӑшал ҫӳллӗш ҫеҫ ӳсни те кулӑшла пуль.

Сам ростом с ружье, а туда же — воевать. В самом деле смешно.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Преступленисен шучӗ Комсомольски (37-рен 47), Тукай (5-рен 18), Асанкасси, Кайнлӑк (1-рен 4) ял тӑрӑхӗсенче ӳсни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Кӑҫалхи январь-сентябрь уйӑхӗсенче пирӗн районта преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех