Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсмен (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр уйӑхран вилтӑпри ҫине ҫав таврара халиччен ӳсмен чечексем шӑтса тухнӑ, вӗсем кӑвар тӗслӗ ҫеҫкесем сарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халӗ унӑн Атӑл хӗрринчи лӑпкӑ тӑван ялӗнче, пысӑк садра, пӗчӗк палӑк ларать, ун тавра ҫак ялта халиччен ӳсмен ҫав тери хитре чечексем ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗр хута ӳсмен те пек.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Выляса та кулса кӑна ӳсмен.

Наше детство не прошло в радости и в играх.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Телей ачашӗпе ӳсмен

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӳсессе ӳсмен пуль, ҫӳллӗ кӗлелле туфли тӑхӑннӑран ҫапла курӑнать пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эпир аттерен хур курса ӳсмен, аннерен усал сӑмах илтмен, вӗсем кӑмӑлтан шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, килӗштерсе пурӑннӑран, ачаранах чунра лӑпкӑлӑх та ӑшӑлӑх туйса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Георгий ашшӗпе амӑшӗ патӗнче пурӑнса ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Клава хай те тӑван ашшӗпе ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗчӗкҫеҫ кӑна-ха вӗсем, ҫунаттисем ӳсмен, тӗк вырӑнне шурӑ хӑвӑл пӗрчӗсем шӑтнӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Эпӗ те акатуйра шӑхлич каласа ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Сули ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗверӗ ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫунатсем ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимуш лаши — чухӑн ҫын лаши, вӑл сӗлӗ ҫисе ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗре аллинчен ҫатӑрласа тытса, шуҫлак пылчӑкра урисемпе шӑва-шӑва тата ҫиҫӗм ҫутинче йывӑҫ ӳсмен вырӑн шыраса Нок кӑштах малалла куҫрӗ, анчах вӑр-ман ҫӑралсах пынине курчӗ те чарӑнчӗ.

Держа девушку за руку, ежеминутно расползаясь ногами в скользкой грязи и высматривая, пользуясь молнией, свободное от деревьев место, Нок одолел некоторое расстояние, но, убедившись, что далее лес становится гуще, остановился.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Республикӑри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пирӗн регионта ӗҫсӗрлӗх шайӗ ӳсмен.

По данным чиновников республики, в последнее время уровень безработицы в нашем регионе не повысился.

Вакансисен шучӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31277.html

— Эп ку тӑрӑхра ӳсмен, ман анне кунтисем, — пуҫне пӑрчӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех