Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсме (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗп ҫемье, ачасене ӳсме аван.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Шкул директорӗ, учительсем, общественноҫ представителӗсем яланхи «сценарипех» вӗренекенсене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлаҫҫӗ, вӗренӳри, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнсе, кирлӗ пӗлӳсемпе «хӗҫ-пӑшалланса», тумхахлӑ-ҫӑклӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма чӑтӑмлӑх, вӑй-хал, чун-хавал тӗреклӗхӗ, тӑрӑшулӑх суннаҫҫӗ, ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданинӗсем пулса ӳсме пил параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Этем организмне ӳсме, тӗрекленме, пурӑнма кирлӗ витаминӗсем те (ҫав шутра ҫӑвӗ те, белокӗ те, углеродӗ те), ытти усӑллӑ япалисем те ҫав «ырлӑхранах» пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул ертӳҫи, учительсем ачасене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлаҫҫӗ, шкулта та, шкул тулашӗнче те хӑйсене йӗркеллӗ тытса лайӑх вӗренме, ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫынсем пулса ӳсме ӑс параҫҫӗ, ырӑ сунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

2010 ҫултан хаксем ӳсме тытӑннӑ, уйрӑмах 2011-2012 ҫулсенче, ҫӗнӗ хваттерсен - 12,2 тата 12,9 процент, киввисен - 9 тата 15,9 процент.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тупӑш ӳсме пултарать, сире лайӑх ӗҫ сӗнӗҫ е тупӑш тумалли ҫӗнӗ мел тупатӑр.

Доходы могут немного подрасти, вы получите хорошее предложение по работе или придумаете идею новой подработки.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чиперккене ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне аппӑшӗпе пиччӗшӗсем те хӑйсем пекех тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Ҫавна май ҫитӗнекен ӑрӑва малашлӑхра пур енлӗн аталанса ӳсме кирлӗ условисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

— Пурнӑҫ ҫапла пулса тухрӗ-ҫке, Павел Кирилчӑ, мана ан айӑпла, хӑв та авторитету ӳсме пуҫласанах юлташусене паллами пултӑн.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Кӑкран (хӑйне ӳсме пулӑшакан, хӑвӑрт ӳсекен йывӑҫсене касса сутма пуҫласан) тупӑш та парать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑл тепӗр ҫулӗнче каллех юман ҫулҫин ӑшӗнчи клеткисене ҫисе, ӑна ӳсме чарать, нумай чухне чире ярса хӑртма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

ЗАГС ӗҫченӗсем нумай ачаллӑ амӑшне чун-чӗререн саламланӑ, пепкине сывӑ та телейлӗ ӳсме суннӑ.

Работники ЗАГС искренне поздравили многодетную мать, пожелали младенцу расти здоровым и счастливым.

Канашра хӗрарӑм 12-мӗш ачине ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33859.html

Ман шутпа, ҫакнашкал професси тупӑшӑвӗсене хутшӑнмаллах, вӗсем професси тӗлӗшӗнчен ӳсме пулӑшаҫҫӗ, – пӗлтерчӗ, акӑ, Людмила Иванова.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Ҫулпа ҫамрӑках мар пулас — хырӑмӗ ӳсме пуҫланӑ, ҫамкаран ҫӳлерех те кукши палӑрать.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ватӑла киле хырӑм ӳсме пуҫласран хӑратӑп, — арӑмӗ пекех хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илесшӗн пулчӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Республика Пуҫлӑхӗн шучӗпе, чи малтанах ача-пӑчана тивӗҫлӗ ӳсме, тарӑн пӗлӳ илме, пултарулӑхне туптама, спорт тата ытти енӗпе аталанма хӑтлӑ майсем туса памалла.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Ҫуркунне ӑшӑтса пынӑ май шӑннӑ сӗткен ирӗлнӗ, юмансем ӳсме, сарӑлма тытӑннӑ, ӳссе сарӑлнӑ май вара хайхи ҫурӑксем питӗрӗнсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ҫамрӑк йывӑҫсене ӳсме кансӗрлесе ларать вӑл, — терӗ мана Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

— Вӑрманӗсем ӳсеҫҫӗ те, анчах ӳсме чӑрмантараканӗсем, сӑтӑр туса сиен кӳрекенӗсем те нумай, — ас тутарчӗ Степан Лукич.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Ку хырлӑхра урӑх йышши йывӑҫсем ҫук, ытти йывӑҫсене ӳсме кунта майӗ те ҫук, мӗншӗн тесен ҫӗрӗ тӑр хӑйӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех