Шырав
Шырав ĕçĕ:
Наталья Георгиевна вара кӳренсе: — Мӗншӗн-ха эс, Волюшка, ҫав таранчченех ӗҫлетӗн? — тесе ӳпкелешнӗ.Наталья Георгиевна огорчалась: — Зачем ты, Волюшка, до такого себя доводишь?
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Рустамов Мариам ҫине ӳпкелешнӗ пек кулкаласа пӑхса илчӗ, унтан ӑна аллинчен тытрӗ те сӗтел патнелле илсе пычӗ.Рустамов с укоризненной улыбкой смотрел на Мариам, затем взял ее за руку и подвел к столу.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Умара Магомет ҫеҫ Либермана тарӑхтарса, яланах мӗн те пулин ҫитмест тесе ӳпкелешнӗ:Только Умара Магомет, к досаде Либермана, всегда высказывал недовольство и чего-нибудь требовал:
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр вӑл ҫеҫ мар, хулари, тата пуринчен ытла — фабрикӑри ытти пур хӗрарӑмсем те хаяртарах пулса пынӑ, ҫилӗпе мӑкӑртатнӑ, пурнӑҫ хаклансах пынӑшӑн ӳпкелешнӗ, вӗсен упӑшкисем, шӑхӑркаласа, ӗҫ укҫине ӳстерме ыйтнӑ, анчах хӑйсем начартарах та начартарах ӗҫленӗ; каҫсерен поселок темле ҫӗнӗлле, хыттӑн та хаяррӑн шавласа кӗрленӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хуҫса ҫӗмӗрсе, пӑсса пӗтернӗ салтаксене хулари хӗрарӑмсем уҫӑлтарса ҫӳретнӗ, хӗрарӑмсемпе ырхан, ҫинҫе, шӑпӑр манерлӗ Вера Попова командовать тунӑ, ку ӗҫе вӑл Полинӑна та хутшӑнтарнӑ, анчах та лешӗ, пуҫне пӑркаласа кӑшкӑрашнӑ, ӳпкелешнӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑш чухне вӑл кантура пырса унта нумайччен ларнӑ, вара, Якова кансӗрлесе, хӑйӗн пӗтӗм вӑйне фабрикӑна, ачасене пани, пӗтӗм пурнӑҫне фабрикӑн чул туртисене кӳлӗнсе, вӗҫӗмсӗр ӗҫсен сӗрӗмӗ ӑшӗнче, нимӗнле савӑнӑҫ та курмасӑр пурӑнса ирттерни пирки ӳпкелешнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӗҫсессӗн Артамонов ҫынсем ҫине ӳпкелешнӗ, платникӗ ӑна йӑпатнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑнпа та ашшӗ сассине ҫемҫетрӗ те, пуҫӗпе сулкаласа, ӳпкелешнӗ пек: — Хӑвӑншӑн тӑрӑшнӑшӑн эсӗ мана ҫавӑн пек тав тӑватӑн эппин? Эх, ухмах… — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чӑн та, курасса вӑл кӑмӑла кайман япаласем ҫеҫ курнӑ тата пурин ҫинчен те, хӑйӗн Яков шӑллӗ пек, — пур ҫынна та ӳпкелешнӗ пек калаҫнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хӑравҫӑ пулнӑ, нумай тата тӑранма пӗлми ҫинӗ, вара ҫинипе йывӑрланса ҫитсе е ҫывӑрнӑ, е: — Анне, мана кичем! — тесе ӳпкелешнӗ.Он был труслив, много и жадно ел и, отяжелев от еды, или спал или жаловался: — Мама, мне скушно!
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Мӗн эсӗ, — турӑ хӗрхенессе ӗненместӗн-и вара? — ӳпкелешнӗ пек ыйтрӗ Никита.— Что ж ты, — не веришь, что ли, в милость божию? — с упрёком спросил он.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ачисен ӗҫре хӗрӳлӗх ҫителӗксӗр пулнӑ пирки ӳпкелешнӗ май, Артамонов хула ҫыннисене те манса хӑвармарӗ: — Пилсӗр чунлӑ ҫынсем, — терӗ вӑл.Жалуясь на недостаток в детях делового задора, Артамонов не забывал и горожан: — Скуподушные люди.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑн-пуҫран катӑккипе, чун килӗштерекен йӗкӗте савма, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларма мехел ҫуккипе (ах, хитре мар хӗрсене савмаҫҫӗ-ҫке каччисем те!) ҫуннӑ, тарӑхнӑ, ӳпкелешнӗ шалта, анчах та нимӗн те тӑвайман.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Маларах калама пултарайман-им вара эсӗ мана? — ӳпкелешнӗ амӑшӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Пӑх-ха, Серёжа та вӑранчӗ, эсӗ акӑ, ухмах, куҫна та уҫаймастӑн, — ӳпкелешнӗ пек пулса каларӗ амӑшӗ, унтан пукан хыҫне ҫакса хунӑ кӗренрех кӗпе илсе хӗрне пачӗ.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Арҫыннисем ырхан, хӗрарӑмӗсем ытла ватӑ е ытла ҫамрӑк, тенӗ капитан, вӑл хура раса пӗтсе пырать, тесе ӳпкелешнӗ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Коля амӑшӗ ҫӗвӗ ҫӗлекен машинӑсен шавӗпе пуҫ ыратни ҫинчен яланах каланӑ, ӳпкелешнӗ.Мама Коли постоянно жаловалась, что от шума швейных машинок у нее болит голова.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн тантӑшӗсемпе калаҫнӑ, нумайччен, пурин ҫинчен те калаҫнӑ, анчах пурте — вӑл хӑй те — ӳпкелешнӗ кӑна, пурнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек йывӑр та хӗн пулнине ӑна никам та ӑнлантарса паман.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тепӗр кунне пуҫ ыратать, тесе ӳпкелешнӗ, йынӑшнӑ, вырӑн ҫинчен тӑман, тепӗр уйӑхран вара каллех «кулленхинчен урӑхла» пурнӑҫа тутанса пӑхассишӗн ҫунма пуҫланӑ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.