Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳпкелешнине (тĕпĕ: ӳпкелеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле пырсан, эсӗ ӳпкелешнине илтеттӗм, санӑн хуйхуна кураттӑм, ҫав хуйха кӳрекенӗ хамах пулнине пӗлнӗ ман мана ниҫта кайсан та канӑҫ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Нилов унпа хӑйӗн ачипе ӗҫленӗ евӗр ӗҫлерӗ, вӑл кӗвӗҫнине, сана пула манӑн ку колхозран каймалла пулать тесе ӳпкелешнине Галимджан пӗрре те асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ сӑмахӗсем кӑштах хумхантараҫҫӗ, анчах шанчӑксӑр чирлӗ, пур пӗрех вилме пӳрнӗ ҫын ӳпкелешнине хӑнӑхнӑ чухнехилле — кулянтармаҫҫӗ.

Слова отца тронули, но не взволновали ее, подобно жалобе безнадежно больного, которому все равно определена смерть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Чӑнах та, Степанида аялалла пӑхса тӑнӑ мӗн, анчах, хӑна ӳпкелешнине илтсен, вӑл хӑвӑрт кӑна пӑхса илнӗ те ӑна — йӑл кулса каллех пуҫне уснӑ.

Действительно, Степанида потупила перед ним глаза, но, услышав упрек, быстро окинула его взглядом, улыбнулась и опять опустила голову.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫак сӑмахсене вӑл питӗ сӑпайлӑн каларӗ, ҫак сӑмахсенче тата вӗсене калакан ҫыннӑн пит-куҫӗнче эпӗ хӑйне хӑй айӑпа хурса ӳпкелешнине ним чухлӗ те сисмерӗм.

В тоне этой фразы звучала только скромность, я не уловил даже тени раскаяния в словах и на лице.

Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.

Вара Фома, тинкерӳллӗн сӑнаса пынӑҫемӗн, вӗсен ахлатӑвне, вӗсем пурнӑҫ ҫине ӳпкелешнине питех шанма кирлӗ маррине туя пуҫланӑ.

И, внимательно следя за ними, Фома чувствовал, что вздохи их и жалобы на жизнь вызывают в нем недоверие.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ывӑлӗ вӑл ӳпкелешнине хирӗҫ нимӗн те чӗнмест.

Джонни не отвечал на ее упрек,

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Астӑватӑн-и, Кэргыль пӗрмай куҫ витӗрех курмасть тесе ӳпкелешнине; япӑх курать вӑл, ӗҫлеме те йывӑр ӑна.

— Ты помнишь, Кэргыль все на глаза свои жаловался: он плохо видит, и работать ему трудно.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӗр ӳленине илтсен, кӗҫӗн алӑкран Четыхерӑн тӑрлавсӑр пысӑк пуҫӗ курӑнса каять, Паша ӳпкелешнине Четыхер нумайччен, нимӗн шарламасӑрах итлесе тӑрать, юлашкинчен, хӗр айкашнисем ӑна йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ пулмалла — вара хапха хуралҫи ҫакна кӑмӑл ҫывӑхне илмесӗр, хайхискере хытарса калать:

На её рёв с улицы в калитку высовывалась огромная голова Четыхера, он долго слушал жалобы Паши молча, наконец они ему, видимо, надоедали — тогда привратник пренебрежительно убеждал её:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Халӗ, рабочисем ӳпкелешнине итленӗ май, Хома хӑйне чылаях лайӑх мар туять.

Сейчас, выслушивая сдержанные жалобы рабочих, Хома чувствовал себя довольно неловко.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хома ӳпкелешнине итлесе тӑруҫӑн Иван Антонович тӗлӗнсех кайрӗ: кӑна кам калаҫать?

Иван Антонович слушал жалобы Хомы и диву давался: кто это говорит?

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах малтан эпӗ ӳпкелешнине итле.

Но прежде выслушай мою жалобу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Вӑл тӳрех хӑй вырӑнне тӑрӗ, ӳпкелешнине унтан никам та пӗр сӑмах илтеймӗ, — шантарсах ответлерӗ Ковшов.

— Он сразу окажется на своем месте, и никто не услышит от него ни слова жалобы, — убежденно ответил Ковшов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ йывӑр, асаплӑ пулнӑ, анчах никам та илтмен вӑл ӳпкелешнине, — никам та, нихҫан та!

Тяжела, мучительна была его личная жизнь, но никто не слыхал жалоб его, никто, никогда!

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ӑна ҫынсемпе калаҫасси, вӗсем пурнӑҫ ҫинчен каласа панине тата пурнӑҫа ӑнланмасӑр ӳпкелешнине итлесси кӑмӑла кайрӗ.

Ей нравилось говорить с людьми, нравилось слушать их рассказы о жизни, жалобы и недоумения.

VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Патагони ҫыннисем курӑнманнипе Паганель аванах пӑшӑрханма пуҫларӗ, вӑл тек-текех хӑйне хӑй кӳренсе ӳпкелешнине курса ыттисем те хавхаланса пыраҫҫӗ.

Паганель очень огорчался, что патагонцы не показываются, и сетования учёного по этому поводу немало позабавили его спутников.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпӗ Базаров мана аристократ тесе ӳпкелешнине тӗрӗс пулнӑ тесе шутлама пуҫларӑм.

— Я начинаю думать, что Базаров был прав, когда упрекал меня в аристократизме.

XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑл пӗр колхозран тепӗр колхоза ҫӳренӗ, тӗрлӗ ҫынсемпе калаҫнӑ, шалӑп панине те, ӳпкелешнине те, сӗннисене те итленӗ, ҫынсен калаҫӑвӗнчен, хӗрӳ тавлашӑвӗсенчен, харкашӑвӗсенчен пысӑк улшӑнусем пулассине сиснӗ.

Он ходил из одного колхоза в другой, разговаривал с разными людьми, слушал жалобы и предложения, чутьем угадывал в людской разноголосице, в жарких спорах, неурядицах бурное течение грядущих перемен.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени, хӑйӗн тивӗҫне ӳкерес мар, Дымшаков чӑкӑлташса ӳпкелешнине, тӑрӑхланине хирӗҫ текех чӗнес мар тесе пулас, ун ҫине урӑх пӑхмарӗ, калаҫма пӑрахрӗ.

Ксения промолчала, глядя куда-то мимо Дымшакова, видимо решив не ронять своего достоинства и больше не отвечать на его вздорные упреки и колкости.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хӑйне кӗрӳшӗ тарӑхса ӳпкелешнине, вӑл варне виттермелле каланӑ сивӗ сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне темиҫе хут та аса илчӗ, халӗ ӑна кӗрӳшӗ умӗнче те, янташӗсем умӗнче те хӑй мӗнпе те пулин чӑнахах айӑпа кӗнӗ пек туйӑнчӗ, нумай ҫулсем хушши ҫирӗп шухӑш тытса пыракан Егора вара, хисеплес ҫеҫ мар, ун пурнӑҫӗнче ӑмсанмалли, тӗрӗссипе, нимӗн те ҫук пулсан та, ӑмсанас та килчӗ.

Корней снова перебрал злые упреки и наветы зятя, разбередившие его до самого нутра, и сейчас ему казалось, что он и в самом деле как будто в чем-то был виноват и перед ним, и перед земляками, а Егор, незыблемо стоящий на своем многие годы, вызывал чувство уважения и даже зависти, хотя завидовать в его жизни было, собственно, нечему.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех