Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳпкелешме (тĕпĕ: ӳпкелеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани патне кӗнӗ, ман пата кӗместӗн иккен, — ӳпкелешме пуҫларӗ шыҫмак пит-куҫлӑ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унсӑрӑн ӳпкелешме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем ӳпкелешме тытӑннӑ: «Мӗн вырӑнсӑр чавас, хӑйӑрта шыв тупаймӑн» тенӗ.

Стали ворчать: «Что толку рыть, в песке воды не найдем».

Ҫӑлсем (пусӑсем) // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Куншӑн та ӳпкелешме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӳсӗмлӗхӗ пӗчӗклех туптаннӑран темӗнле йывӑрлӑхра та нӑйкӑшма, пурнӑҫ ҫине ӳпкелешме юратмасть этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ӳпкелешме мӗнле тивӗҫӗм пур манӑн?..

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав тахҫан туса хунӑ йӑнӑш пурӑннӑҫем ӳссе пыма пултарать, ҫын хӑй вилнӗ чух та кайран ҫав йӑнӑша тунӑшӑн ӳкӗнме, ӳпкелешме пултарать…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫӑмран ҫыхнӑ симӗс свитерпа хура шӑлавар тӑхӑннӑ Тамара, мӑйне шӑрҫа вырӑнне пӗчӗк транзистор ҫакнӑскер, витре йӑтса Герасим Федотович ҫумнерех кукленчӗ, пилӗк ыратать тесе авкаланса-хуҫкаланса илсен витрене темиҫе ҫӗрулми юлхавлӑн иле-иле пӑрахрӗ те ашшӗне ӳпкелешме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тар тӑкмасӑрах нумай укҫана хапсӑнакансем кӑна ӳпкелешме пӑхаҫҫӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫук, питӗ япӑх пурӑннӑ, вӗсем ятласа вӑрҫнӑ тесе ӳпкелешме пултараймасть-ха Клава тӑван мар ашшӗне.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

«Мӗн пулса иртнишӗн ӳпкелешме кая юлтӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Боярин чӗнменнине кура Шигалей каллех ӳпкелешме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшки аскерсемпе тарҫӑсене Крым ҫыннисемпе Хусан княҫӗсем патне ҫеҫ чуптарнине курса арӑмӗ чунтанах ӳпкелешме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫитӗ сана, Праски, ӳпкелешме.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрне-пӗри пӳлсе ӳпкелешме, вулӑсри пуҫлӑхсене питлеме, ятлама, юнама тытӑнчӗҫ ҫынсем.

Дом гудел, как пчелиный улей: люди спорили друг с другом, ругали волостных чиновников, грозились их убить…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килӗштермен ӗҫре пурӑнма тивнӗшӗн ӳпкелешме мар, унтан хӑваласа ярасран хӑрамалла халь.

Так что теперь не то что самому Яндулу заводить речь об уходе от попа, а впору бояться, как бы их не выгнал сам хозяин.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа амӑшӗ ӳпкелешме пултарасси ҫинчен шухӑшланипех вӗсем ӑна курайми пулса ҫитнӗ…

Вскоре и вовсе возненавидели они семью Сбоевых, чувствуя за собой непрощенную вину.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳпкелешме пултараймастӑп, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ калча вӑл илчӗ ӗнтӗ, хӑрамалли ҫук, — терӗ Анна Ивановна, Левентей ҫине «Ӗнтӗ ман совеҫӗм таса, акнӑ-акман тухса вӗҫтерчӗ тесе ӳпкелешме пултараймастӑн» тенӗ пек пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӳпкелешме сӑлтав ҫук, машина тикӗс вырать».

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех