Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эх, эсӗ те ҫав! — ҫунакан каланкка ҫӑварӗнчен кӑвар катӑкесем палт та палт тухса ӳкнӗн халт та халт вӗҫерӗне-вӗҫерӗне кайрӗҫ Дина чӗлхи ҫинчен йӳҫӗ те тӗлсӗр сӑмахсем.— Эх ты… — с языка Дины срывались обидные, злые слова, и жгли как угли.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте алхапӑлланса ӳкнӗн туйӑннӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
— Ак сана… — аптраса ӳкнӗн курӑнчӗ Ваҫилейӗн сӑн-пичӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пичӗ-куҫӗ унӑн пӑшӑрханса ӳкнӗн курӑнать.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Манӑн ҫынсене хамран култарас килмест! — хӑраса ӳкнӗн кӑшкӑрчӗ Найденов, анчах унӑн именни ӗнтӗ иртсе кая пуҫлани палӑрчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ытла та нумай вӑхӑт ӳкнӗн туйӑнчӗ — унӑн ҫӳллӗ кӗлетки ҫулӑм ҫуттинче палӑрса тӑчӗ.Он довольно долгое время, казалось, не упадет — его высокое тело выделялось в свете огня.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ӑна пӗр кайӑк ӳкнӗн туйӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра ыттисем кӗтӗвӗпех, нимле тытса чармалла мар хӑватлӑн ҫӗкленсе, темӗскер хытӑ ҫухӑрашса вулкан ҫутатакан сӑртсен тайлӑмӗпе анаталла вӗҫтерчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл пӑртакках тапӑртатса илчӗ те, вӑрман хӗрринчи выҫӑ мулкачӑ пек ӑшаланчӗ, сасартӑк, хӑраса ӳкнӗн, кӑшкӑрса ярас пек хӑй те тухса кайма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Зинаида розӑна пичӗ умне илсе пычӗ — хӗп-хӗрлӗ ҫеҫкесен ҫути унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗн туйӑнчӗ.Зинаида поднесла розу к лицу — и мне показалось, как будто отблеск ярких лепестков упал ей на щеки.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ыраш та сасартӑк мар, ӳкес-ши, ӳкес мар-ши, тенӗ пек ҫеҫ ӳкнӗн туйӑнать.Рожь тоже падала не сразу, а покачивалась, как бы раздумывая.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Эпӗ кунта пӗр лайӑх мар, тавлашуллӑ историне лекрӗм… — хуравларӗ вӑл хуйха ӳкнӗн.— Я попала тут в одну неприятную и склочную историю… — удрученно ответила она.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн аллисем Ксюшӑна кӑвар пек вӗри туйӑннӑ, Константин ӑна сывлама памасӑр, хӑй ҫумне хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртаса чуп тунӑ, Ксюшӑна хӑй вӑйран кайса, таҫталла, чӳхенсе тӑракан, пуҫа анратакан хум ҫине ӳкнӗн туйӑннӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах Богаевский, килпетле Калединпа юнашар ларса, нумай ҫухатать: ун ҫумӗнче вӑл темле нӗрсӗртерех те умри калаҫусем пирки самай хумханса ӳкнӗн туйӑнса каять.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ну?.. — хӑраса ӳкнӗн сиксе тӑчӗ урядник ури ҫине.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эпӗ хӑратӑп акӑ, — тӳррипех каласа пачӗ Прохор, сывлӑмпа йӗпеннӗ чӗлпӗрне вӗчӗрхенсе ӳкнӗн пӳрнисемпе хыпашласа.— А я вот робею, — сознался Прохор и нервно перебирал пальцами скользкие от росы поводья.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тулта ҫил хытах алхасма пуҫларӗ; сывлӑшӑн вӑйлӑ пайӑркисем ҫӳлтен киле-киле ӳкнӗн туйӑнаҫҫӗ; Йывӑҫ тураттисем ҫӗре ҫитичченех авӑна-авӑна илеҫҫӗ; пӳртум юпи ҫинчи хунар сулланса чӳрече янахӗ ҫине чӗтрекен мӗлке ӳкерет, шурӑ хӑвасем халӗ татти-сыпписӗр татах та шиклӗнрех шавлаҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав самантрах лӗпки ҫине темӗн пысӑкӑш чул ӳкнӗн туйӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Майлӑ мар ярса пусса, шыва кӗрсе ӳкнӗн, ҫакӑншӑн веҫех хӑй айӑплӑ пек туйӑнчӗ ӑна.Ей показалось, будто она оступилась и упала в воду, она поняла, что сама во всем виновата.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ҫеккунтлӑха ӑна пӗҫертекен те куҫа шартарса яракан ҫак ҫутта музыка хумӑн-хумӑн пертерсе тӑнӑн, пӑхӑрӑн савӑнӑҫлӑ ахрӑмӗсем ҫӳлтен, тӳперен, хӗвелтен татӑла-татӑла ӳкнӗн туйӑна каять.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Иккӗмӗш ҫынни вара, пачӑшки, ҫут тӗнче ҫине хӑйӗн нӳрлӗ куҫӗсемпе тӗлӗнсе-тӗлӗнсе пӑхнӑ май вӗҫсӗр йӑлкӑшса кулать, ытлашши хытӑ йӑлкӑшнипе унӑн кулли шӗлепке ҫунаттисем ҫинех ӳкнӗн туйӑнать; пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ тата шӑннӑ евӗр туйӑнать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.