Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Пӗрлӗхлӗ партин вырӑнсенчи агенчӗсен ушкӑнне, пӗр-пӗринпе чӗррӗн ҫыхӑнса тӑракан, ӗҫсен пӗтӗм лару-тӑруне пӗлекен, пӗтӗм вырӑссен ӗҫӗн уйрӑм пайӗсене тӑтӑшах туса пыма хӑнӑхакан, хӑйсен вӑйӗсене пӗр-пӗр революциллӗ ӗҫсем тӑрӑх тӗрӗслесе пӑхакан агентсен ушкӑнне тума хушать.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сарӑту облаҫӗнчи ЗАГС ӗҫӗн управлени пуҫлӑхӗ Юлия Пономарева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен тӑрӑхри чи ҫамрӑк амӑшӗ 2021 ҫулта — 14 ҫулти хӗрача.
Вольскра 5 класс хӗрачи ҫие юлса анне пулса тӑнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29988.html
Ҫав ӗҫе вара эпӗ те хутшӑнтӑм, халӗ ӗнтӗ пирӗн ӗҫӗн результачӗсем куҫ умӗнчех.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫапла, пӗррехинче, вӑл мана калать: «Тусӑм, тет, мана сунара ил-ха, тет: ку ӗҫӗн тути-масине пӗлес килет, тет».
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Вӗсем - хӑйсен ӗҫӗн чӑн ӑстисен, хастар, пӗтӗмпех чуна ҫывӑх илекен, профессие парӑннӑ ҫынсен пысӑк ҫарӗ.Это большая армия мастеров своего дела, энергичных, неравнодушных людей, преданных профессии.
Олег Николаев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/05/glav ... et-s-dnyom
Чӑваш Енре ӳсен-тӑран, выльӑх-чӗрлӗх туса илес ӗҫӗн пур енӗ те ӑнӑҫлӑ аталанса пырать, чӑвашсен ҫеҫ пур культурӑна — хӑмлана — ҫитӗнтересси те ҫӗнӗ вӑй илчӗ.
Олег Николаев ял хуҫалӑхпа тирпейлекен промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/10/10/glava- ... et-s-dnyom
Мана хӑвӑртрах кушетка ҫине вырттарчӗҫ: хам юнӑма парса ҫӑлса хӑвартӑм мӑнтарӑна, — ҫапла аса илет иртнине медицина ӗҫӗн ветеранӗ.
Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii
Хӗрлӗҫырти шыв пӑрӑхӗсене ҫӗннисемпе улӑштарас ӗҫӗн ҫуррине ытла пурнӑҫланӑ.
Палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫленессе шансах тӑратпӑр // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8031-khal-khran-ta-numaj-kilet-32
Страхованин уйрӑм ыйтӑвӗсем, колхозлӑ строителствӑн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем, финанс ӗҫӗн ыйтӑвӗсем, — ҫавнашкал ҫав тӳрлетӳсен темисем.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ку ответ Ленька тума ӗмӗтленнӗ ӗҫӗн ҫуррине татса пачӗ те ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кун хыҫҫӑн кун иртет, анчах пирӗн ӗҫӗн вӗҫӗ курӑнмасть-ха.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пур ҫӗрте те тӗрлӗрен япаласем йӑтнӑ, турттарнӑ: ҫынсем васкавлӑн, ӗҫлӗн хӗвӗшсе ҫӳренӗ, ҫилленсе кайса, лашисене хистенӗ, пӗр-пӗрне хӑтӑрнӑ, уйрӑм-уҫҫисӗр хӗвӗшӳпе, васкавлӑ ӗҫӗн хӑлхана питӗрекен шавӗпе пӗтӗм урама тултарнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ вӑл хӑйӗн ашшӗне сода тӑвас ӗҫӗн тупӑшлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать…Вот он начал рассказывать отцу о выгодности производства соды…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Цензора вӑл — «чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх сарас ӗҫӗн пуҫлӑхӗ» тесе ят панӑ, хаҫата — «вулакана сиенлӗ идейӑсемпе паллаштаракан евчӗ», — тесе каланӑ, хӑйӗн хаҫатри ӗҫне — «чуна вак-тӗвекӗн сутни» тата «турра юрӑхлӑ учрежденисене хирӗҫ чӑрсӑрланма хӑтланни!» — тенӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте йӗри-тавра васкавлӑ ӗҫӗн хавалӗпе ҫӗкленсе тӑнӑ, харӑссӑн, кал-каллӑн йывӑҫсене ҫирӗплетнӗ, шӑлтӑрмасем лартнӑ — шыва путнӑ парӑша ҫӗклеме хатӗрленнӗ; пурте уҫӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ, пурте — пурӑннӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑйлӑ ҫил анлӑ юханшыв ҫийӗпе ӗҫӗн паттӑр шавне салатнӑ; пӑчкӑ, усал савӑнӑҫпа каҫӑхса кайса, йывӑҫа кӑшланӑ; пуртӑ тивнипе аманнӑ пӗренесем тертлӗн хартлатнӑ; ҫапнине чӑтаймасӑр ҫурӑлакан хӑмасем ыратуллӑн тӑрӑлтатнӑ; сава, йӗкӗлтесе кулнӑ пек, ҫухӑра-ҫухӑра илнӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Шӑлса тасатакансем» ҫинчен Сяо Сян ҫапла ӑнлантарнӑ: ку вӑл Хулань уездӗнчи массӑллӑ ӗҫӗн опычӗ.Что касается движения «выметал», то это был опыт массовой работы уезда Хулань,
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пур тӗрлӗ ӗҫӗн ҫитӗнӗве те ӑна мӗнле ертсе пынинчен килет».
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кайран-кайранах ҫеҫ, ку яхӑналла, ӑнлана-тӑнлана пуҫларӗ кирлӗрен те кирлӗ пӗр ӑшхыппие Дина: тар тӑкмасӑр, пуҫӑпас ӗҫӗн пуҫламӑшне, варри-хӗррине чухлаймасӑр нимӗмле путлӗ япала та ӑсталама май ҫук иккен пурӑнан пурнӑҫра.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хань Лао-лю нимӗн те ӑнланман, мӗншӗн тесен вӑл ӗҫӗн тӗп сӑлтавне пӗлме пултарайман.Хань Лао-лю уже ничего не понимал, потому что не в силах был уразуметь самого главного.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.