Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Вара Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм та каларӑм: 14. «ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче кашниех хӑвӑр тӑванна, еврее, хӑйне сана сутнӑскере, ирӗке ярӑр; вӑл саншӑн ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, вара ӑна ирӗке яр» терӗм; анчах сирӗн аҫӑрсем Мана итлемерӗҫ, мӗн каланине хӑлхине чикмерӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ ман патӑма ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен тата хӗрхӗлтӗм тӗслӗ ҫипрен, йӑм хӗрлӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен япаласем ӑсталама пултаракан ҫын ярсамччӗ, вӑл чӗнтӗрлесе каскалас ӗҫе те пӗлтӗр, вӑл манӑн ӳнерҫӗсемпе — Иудея тата Иерусалим ӳнерҫисемпе, Давид аттем ҫак ӗҫ валли хатӗрленӗскерсемпе — ӗҫлетӗр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ вӗсене пӗлтермелли саккунсем акӑ: 2. эхер те еврей чура туянатӑн пулсассӑн, вӑл [саншӑн] ултӑ ҫул ӗҫлетӗр, ҫиччӗмӗш [ҫул] тӳлемесӗрех ирӗке тухтӑр; 3. эхер те вӑл пӗччен пынӑ пулсассӑн, пӗчченех тухса кайтӑр; вӑл авланнӑ ҫын пулсассӑн, унпа пӗрле арӑмӗ те тухса кайтӑр; 4. эхер те хуҫи ӑна арӑм панӑ пулсассӑн, арӑмӗ ӑна ывӑлсем е хӗрсем ҫуратса панӑ пулсассӑн, арӑмӗпе ачисем арӑмӗн хуҫи патӗнчех юлччӑр, вӑл пӗчченех тухса кайтӑр; 5. чури «хамӑн хуҫама, хамӑн арӑмпа ачамсене юрататӑп, ирӗке каймастӑп» тесессӗн, 6. хуҫи ӑна турӑсем# умне илсе пытӑр та алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑраттӑр, унтан хуҫи унӑн хӑлхине атпӑрипе чиксе шӑтартӑр, вара вӑл ӗмӗрлӗхе унӑн чури пулса юлӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашки ҫулсенче эсир ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, предприятисемпе, общество организацийӗсемпе тата тӗн конфессийӗсемпе тачӑрах та тухӑҫлӑрах хутшӑнса ӗҫлетӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/
Анчах та вӑл лайӑх ӗҫлетӗр тесен рынока хутшӑ-накансен - сӗт туса илекенсен, ӑна пуҫтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хӑйсен хушшинче пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ вӑрах вӑхӑтлӑх хутшӑнусем йӗркелемелле.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945