Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлесе (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра Пӗрлехи юмах служби ӗҫлесе кайӗ.

В ближайшее время в Чебоксарах должна начать работу Единая сказочная служба.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Паян унчченхи пек алӑ вӗҫҫӗн кӑна ӗҫлесе инҫе каяймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине каларӗ-ха вӑл, анчах ҫак тапхӑр чунӗпе «эсерсемпе» туллин пӗрлешме ҫителӗклӗ пулайман-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Юратаҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Районӑн хӑвачӗсем пӗчӗк мар. Ахальтен мар эсир иртнӗ ҫула тивӗҫлӗ вӗҫленӗ», - Муркаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнакансене ҫапла пысӑк хак панинчен пуҫларӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетессине тата 2016 ҫулхи тӗллевсене палӑртассине халалланӑ анлӑ канашлӑва.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӗсенчен ытларахӑшӗнче Йӗпреҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан паллӑ ӑстасен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр ҫак вӑхӑтра, 1990 ҫулта, пирӗн республикӑри физкультурӑпа спорт отрасльне Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ СССР спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол тата парти организацийӗсенче ӗҫлесе пиҫӗхнӗ вӑйлӑ та тӑрӑшуллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ Вячеслав Краснов ертсе пыма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Ҫакна сӑлтавланӑ май вӑл Патшалӑх Канашӗнче «СР» фракцире 4,5 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.

Упорно трудясь, опираясь на собственные ресурсы, сохраняя единство и стабильность в обществе, поддерживая друг друга, мы обязательно добьемся благополучия для каждой семьи Чувашии, для каждого ее жителя!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Лайӑх кӑтартусене эпир ку чухнехи медицина технологийӗсене ӗҫе кӗртнине пурне те диспансеризаци ирттерессипе ҫыхӑнтарса, ҫавӑн пекех ҫемьене тата ачасене пулӑшас тӗлӗшпе тӗллевлӗн ӗҫлесе тума пултартӑмӑр.

Положительных результатов нам удалось добиться благодаря внедрению современных медицинских технологий в сочетании с тотальной диспансеризацией, а также целенаправленной работе по поддержке семьи и детей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ял халӑхӗ лайӑх условисенче пурӑнма тивӗҫ тата вӑл ку правӑна ӗҫлесе илнӗ.

Наши сельчане заслужили, заработали право жить в достойных условиях!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ управляющи компанисене «алласа суйламалли» тухӑҫлӑ мел вӗсен ӗҫ-хӗлне лицензилемелли тытӑм пулса тӑрӗ, вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен туллин ӗҫлесе каймалла.

Эффективным инструментом «отсеивания» недобросовестных управляющих компаний призвана стать система лицензирования их деятельности, которая в полной мере заработает с 1 мая текущего года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унтан та ытларах, ял ҫӗрӗнчи ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсемшӗн кӑна мар, ялта ӗҫлесе пурӑнакан граждансемшӗн те ҫурт-йӗр тума /туянма/ каякан шутласа палӑртнӑ хакӑн 70 проценчӗпе танлашакан виҫепе социаллӑ тӳлевсем ҫирӗплетнӗ.

Более того, предусмотрены социальные выплаты в размере 70% расчетной стоимости строительства (приобретения) жилья не только для молодых семей и молодых специалистов, но и для граждан, проживающих и работающих в сельской местности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫакӑн пек каларӑш пур: «Перекетленӗ пӗр тенкӗ вӑл - ӗҫлесе илнӗ укҫа».

Есть поговорка: «Сэкономленный рубль – это заработанный рубль».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавӑн чухне ӗҫлесе илнӗ шалупа атте валли парнелӗх костюм туяннӑччӗ.

На эти заработанные деньги для отца на подарок был куплен костюм.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ: - Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир.

Говоря про деньги, на «круглом столе» когда начали разговор о первом заработке, министр образования не смог с теплотой в душе вспомнить: — Мы участвовали в строительстве дороги, соединяющую город Шумерлю с деревней Кумашкой

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫамрӑксемшӗн хушма укҫа ӗҫлесе илмелли май пулӗ, - терӗ Михаил Васильевич.

Для молодежи будет способ дополнительного заработка, — сказал Михаил Васильевич.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Николай ӗҫлесе илнӗ укҫине пӗтӗмпех мӑшӑрне парса тӑнӑ, мӗн пуррине пӗрле пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Вӗсем хӑйсене килӗшнӗ профессисемпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗнтӗ.

Они уже вышли на заслуженный отдых, работая по избранной профессии.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех