Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куллен тенӗ пек ӳсӗртеҫҫӗ ӑна халь, курсах тӑр — ӗҫке ерсе каять те ак…

Споят его, как пить дать, или сам сопьется.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ ӗҫке ерсе кайрӑм…

 — Я спился…

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Сана ӗҫке ернӗскер, студент пулнӑскер уҫса кӗртрӗ.

Тебе открыл горький пьяница, бывший студент.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант хӑйӗн пурнӑҫне каласа пачӗ, анчах ашшӗ — Франк Давенант адвокат — ӗҫке ернӗ ҫын тата ӑнӑҫтарайман вӑйӑҫ пулни пирки шарламарӗ; кӑштах ҫеҫ ас тӑвакан ашшӗне ывӑлӗ япӑхпа хаклама намӑсланчӗ.

Давенант рассказал свою жизнь, но умолчал о том, что его отец адвокат Франк Давенант был горький пьяница и несчастливый игрок; сын стыдился говорить худо об отце, которого едва помнил.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Клиссон ӑна тӗплӗ шухӑшласах, кунсерен ӗҫке хӑнӑхтарать.

Клиссон обдуманно потакал наклонности Бетси к выпивке.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

— Атте вилчӗ, ӗҫке ерчӗ… — терӗ вӑл.

— Отец умер, спился, — сказала она.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кливерна улӑштарма мантӑм тӑк каҫарсам — маклерпа ӗҫке ерсе кайрӑм.

Если я позабыл переменить кливер, то прости — я загулял с маклером.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Уравӑшра халь вӗсем, хурӑнташӗсем патне ӗҫке кайрӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Амӑшӗ ӗҫке ярӑннишӗн, ӑна пӑрахнишӗн вӑл айӑплӑ мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл юратакан Саша ҫапла ӗҫке ярӑнасси пирки нихӑҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

— Каҫа сулӑнсанах, ӗҫке перет, усал ӑратти.

— Как к вечеру, обязательно зенки нальет, трюфель сатанинский.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ӗҫке супнӑ тетӗн? —

— Пьяница? —

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Вӑл манӑн ӗҫке ҫупнӑ вӗт.

— Он же у меня пьяница.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ҫав ӗҫке ернӗ ҫынпа туслашать-и вара вӑл? — тӗлӗнчӗ Ленька.

— Чего это он с ним компанию водит? — удивился Ленька.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ҫул ҫинче ӗҫке ерсе ан кайтӑр тата.

— Как бы он, того, не запил бы по дороге.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эсир кунта Запорожьере ларатӑр, ӗҫке ӗҫетӗр, сире тутарсем ҫав тери хӑратса ҫитернӗ курӑнать, ҫавӑнпа сирӗн куҫ та курмасть, хӑлха та илтмест, эсир ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине те пӗлместӗр».

А вы тут сидите на Запорожье да гуляете, да, видно, татарин такого задал вам страху, что у вас уже ни глаз, ни ушей — ничего нет, и вы не слышите, что делается на свете.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Халӑх ҫавӑнтах суйлава уявласа ирттерме саланчӗ, вара Остаппа Андрий халиччен курман чарусӑр ӗҫке пуҫланса кайрӗ.

Толпа разбрелась тут же праздновать избранье, и поднялась гульня, какой еще не видывали дотоле Остап и Андрий.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӑл матроссемпе ӗҫке явӑҫма пултараймасть.

Он не может пьянствовать с ними.

IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Леш юлханлӑ бандит ман ҫуртра ларнӑ тата манӑн ӗҫке лӗрккенӗ!

Этот прокляты голландец сидел в моем доме и лакал мою выпивку!

VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Хам курнӑ — кунта пӗр хӗр пур… ҫав вуланипех ӗҫке ярӑннинчен те усалрах ун ӑсӗ!

Видел я — тут одна… хуже запоя у нее это!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех