Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шамраев хӑйӗн пӗчӗк ҫитӗнӗвӗсемпех мухтанма тытӑнчӗ, ҫынсене паллами пулчӗ, ӗҫке ярӑнчӗ, дисциплинӑна пӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхозра дисциплина ҫав тери япӑхнӑ, хӑш-пӗр руководителӗсем ӗҫке ярӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗлтӗр пӗр тракториста бригадир ӗҫке кайма лаша паман — лешӗ тарӑхнӑ та, «Беларусь» трактор ҫине арӑмне лартса, кӳршӗ яла яра панӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таҫта ӗҫке кӗрсе кайрӗ пуль тесе те шутлать хуралҫӑ ун пирки.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Юмӑҫ карчӑка ӗҫке чӗнтерсе вӑл хӑй пуяннине, тӳре-шарасемпе туслине ҫеҫ мар, ӑна тухатмӑшсемпе шыврисем те пӑхӑнса пурӑннине, унпа никам та тавлашма пултараймасса кӑтартасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа сирӗн ӗҫке хутшӑнма шут тытрӑм! — терӗ те Микула, кӗсйинчен пулштух кӑларса, сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пулсан та юрамасть, Лукерья Семеновна, эсир ман ӗҫке илем кӳретӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каҫхине унӑн хунямӑшӗпе хуняшшӗ ӗҫке каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем харлаттарсах ҫывӑракан Сарри мӑрсана вӑратрӗҫ те ӗҫке ярӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускава ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫӳренӗ чухне чаплӑ боярсен — Бельскисемпе Пелецкисен аллинчен хӑнтӑрланӑ аркӑллӑ кӗрӗксем, йӑлтӑр-ялтӑр хӗҫсем, йӗнерсем илнӗ, анчах ӗҫке ҫакланасси пирки тӗлленмен те.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунашкал ӗҫке вӗсем нихҫан та курман.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен ҫӗнӗ хан ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ чух ялан ӗҫке чӗнекенччӗ, хальхинче халӑха ниҫта та йыхӑрмарӗҫ, Сафа-Гирей вилнӗ хыҫҫӑнах шавлӑ ӗҫкӗ тума аван мар терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай яланхи йӑлипе таҫта ҫухалчӗ, вӗсем вырӑс сотникӗпе пӗрле ӗҫке ярӑнчӗҫ пулмалла, тимӗрҫӗ вара хӑй сисмен ҫӗртенех тӑлмачӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн ҫитмерӗ вӗсене, тем килӗшмерӗ, час-часах вӑрҫа пуҫларӗҫ, кил хуҫи ӗҫке ерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ӗҫлекен ӗҫке ӗлкӗреймен, кахал кӗрекене кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫаран парсан ӗҫке ячӗҫ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авлансан, Ваҫҫа ҫамрӑк арӑмӗпе хунӗ патне ӗҫке кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑйсене алӑра тытайми пулса ҫитсен ӗҫке ярӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри е ҫакӑнса е шыва сиксе вилеҫҫӗ тенӗ.

Остается одно: либо повеситься, либо утопиться,

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫкӗрен ӗҫке.

С одного эське на другое.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуринчен ытла, хальхи пек, тиек килте ҫук чух, старшина ӗҫке ярӑнсан, турӑ пулӑштӑр вӗсене.

Особенно всесильным он ощущает себя, когда старшина ударится в пьянку или когда дьяка не бывает на месте, как сегодня…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех