Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫес (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫес килнипе ухмаха ерменни ҫеҫ…

Жажда сводила меня с ума.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тен, мулкачсем кӑшмана ӗҫес килнӗрен кӑшлаҫҫӗ?

Может, зайцы едят свеклу, потому что хотят пить?

Нидерландра мулкачсем сахӑр кӑшманне сиен кӳреҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31787.html

— Пӑхсамӑр, Санди, ҫиес е ӗҫес килсен ак ҫапла: шнура пӗр хутчен туртсан — стенара вырнаҫтарнӑ лифтпа ирхи апат хӑпарать; икӗ хутчен — кӑнтӑрлахи апат, виҫӗ хутчен — каҫхи апат; чей, эрех, кофе, пирус — кирек хӑш вӑхӑтра та; ҫак телефонпа усӑ курмалла.

 — Смотрите, Санди, как вам будет удобно есть и пить: если вы потянете шнур один раз, — по лифту, устроенному в стене, поднимется завтрак; два раза — обед, три раза — ужин; чай, вино, кофе, папиросы вы можете получить когда угодно, пользуясь этим телефоном.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Татах та канас килетчӗ, пӗр хусканмасӑр вӑрахчен выртас килетчӗ, атӑсене хывса кӗпе ҫухисене вӗҫертсе ярассӑм килнӗччӗ, анчах ывӑннинчен ытларах шыв ӗҫес килни антӑхтарчӗ, ҫывӑхра шыв ниҫта та тӗл пулмарӗ.

Хотелось бы еще отдохнуть, долго лежать не двигаясь, снять сапоги и расстегнуть ворот рубахи, но сильней, чем усталость, мучила жажда, а воды рядом нигде не было.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл тутлӑ ӗҫес тесен, таҫта кайса кӗрӗ!

Он на сладкое падкий, черт!

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫуллӑ апат ҫинӗ хыҫҫӑн манӑн ӗҫес килчӗ.

После жирной еды мне захотелось пить.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Виски ӗҫес килет-и?

 — Хотите выпить виски?

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант сывлавне ӗмӗт татӑлӑвӗн тӗтри хӗссех лартнӑ, унӑн халӗ чӑнах та ӗҫес килет, — тӳрех ҫур курка пушатрӗ.

Туман отчаяния так стеснил дыхание Давенанта, что, захотев вина, он кивнул и сразу выпил полкружки.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсӗ ҫурма виле, ватӑ пулнӑ, эпӗ вара вӑйлӑ, манӑн нумай ҫиес тата ӗҫес килет, эпӗ чупаятӑп, сикеетӗп, юрлаятӑп, пурне те мая килтереетӗп, эсӗ вара — нимӗн те!

Ты стар был и полумертв, а я силен, я много хочу съесть и выпить, я могу бегать, прыгать, любить — все могу, а ты — ничего.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Манӑн кӑнса выртас килмест-ха, — хирӗҫлерӗ кӑшкӑрашма-ҫухӑрашма юратакан, канӑҫсӑр, пуринчен те хавшакрах тата ҫӑткӑнрах Гатт, — ӑнланатӑр-и: манӑн ӑшаланӑ ӗне ашӗ ҫиес, эрех ӗҫес килет.

— Я не желаю подыхать, — возразил беспокойный, крикливый, более всех тщедушный и прожорливый Гатт, — я хочу, понимаете, бифштексиков, вина.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна лӗклентерчӗ; питӗ хытӑ ӗҫес килнӗрен хӑйне пӗтӗмпех ислетсе пӗтерчӗ, графина пушатрӗ те ӑна ахрат ҫыралла вӑркӑнтарчӗ.

После этого его стошнило; жадно возжелав пить, он весь облился водой, но осушил графин и выбросил его в пропасть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Анчах унӑн пур пӗрех татах та татах ӗҫес килет.

Ему казалось, несмотря на это, что жажда еще не утолена.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Пуҫне витренелле пӗкрӗ, ҫак самантра — тӑраниччен ӗҫес килнипе — тертленсе чӗтрет.

Когда он наклонил голову к ведру, она тряслась от мучительного нетерпения скорее напиться.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Ирхине вӗсем хӑрушла ӗҫес килнӗрен сиксе тапакан чӗрисемпе ҫырана тухрӗҫ.

Утром они высадились на берег с замирающими от бешеной жажды сердцами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Тӳсмелле мар ӗҫес килет, ҫавӑнпах пурте ҫиме чарӑнчӗҫ, сив чирпе сиксе чӗтреҫҫӗ, мӗншӗн тесен кун тӑршшӗнче шыв сулхӑнне ӳте ҫунтаракан шӑрӑхпа нумай хут ылмаштараҫҫӗ.

Жажда была так мучительна, что все перестали есть и тряслись в лихорадке, так как множество раз в день переходили от прохлады изнуряюще долгого купанья к палящему кожу зною.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Сывлава ӗҫес килет-и?

Хочешь пить дыхание?

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Гелли тытӑнкӑллӑн тав турӗ, анчах шӑппӑн та лӑпкӑн; сиес тата мӗн те пулин ӗҫес килнине хирӗҫленине пӗр чӗптӗм те кӑтартмарӗ.

Гелли поблагодарила очень сдержанно, но так тихо и ровно, что трудно было усомниться в ее желании съесть и выпить чего-нибудь.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах, малтанхи пекех, штурмана ятламашкӑн ӑшӑ вырӑнӗнчен ҫӗкленме нихӑшӗ те кӑмӑл тумасть; ҫакна кура вӑл хапхана хӑрушла эрех ӗҫес килнӗ пекех тилӗрсе те урса тӳнклеттерме тытӑнчӗ.

И так как по-прежнему никто не пожелал бросить теплую постель, чтобы выругать штурмана, он начал трясти ворота с остервенением, равным его жажде.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Икӗ джентльмен ӗҫес кӑмӑллӑ, анчах ӗмӗтне пурнӑҫлаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗксӗкле ҫак хулара сӑвӑрсем пурӑнаҫҫӗ!

Два джентльмена желают выпить и не могут этого сделать потому, что в этом дрянном городе живут сурки?!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ӗҫес килет!

 — Пить!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех