Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫес (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Икӗ-виҫӗ черккерен мала ӗҫес ҫук-ха ку пике», — шухӑшланӑччӗ вӑл, анчах лешӗ эрех тенине тиркесех каймасть иккен, ҫӳҫенерех ӗҫет пулин те черккесене ҫӑмӑллӑнах пушатать, йӳҫӗ шӗвек ҫӑвар ӑш-чикне ҫунтарнине пӑртак сивӗ шыв сыпса лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хырӑм выҫӑ мар-и, шыв ӗҫес килмест-и?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ман шыв ӗҫес килет…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Шыв ӗҫес килет, ҫывӑрас килет, — тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Шыв ӗҫес килет, анне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӗҫес тенӗ пулсан хамах илеттӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӗҫес текен ҫын тинӗс варринчи утрав ҫинче те эрех тупӗ тенешкел, пурпӗрех аптрамастчӗҫ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кун пек чухне ӗҫес килни хырӑм выҫҫинчен те хӑрушӑрах иккенне вӑл пит аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти хурӑнташсене, паллӑ пӗлӗшсене Урха килне чӗнтерет хӑй килнӗ ячӗпе: «Вырӑс патши кӑмӑлне, сарлака ырлӑхне Тав тӑвас та ӗҫес йӳҫнӗ пыл сӑрине», Тет арӑмне Урха йӑл-йӑл ҫеҫ кулса Аслӑ пӳртӗнче каллӗ-маллӗ утса.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӗтел ҫине пыл-сӑра кӑкшӑмпа, Ӑна ӗҫес пулать кӗт чухласа…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Шӑллӑм, — терӗ вӑл Кирука, — тархасшӑн, шыв илсе тух-ха, ӗҫес килет, ҫирӗм ҫухрӑм утатӑп ӗнтӗ паян.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ма ӗҫес мар манӑн: пурнӑҫ лайӑх, пурте ҫителӗклӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Ӗҫес килет… — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗррехинче ҫапла выляса ывӑннӑ хыҫҫӑн шыв ӗҫес килнипе ҫӑл патне антӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кабинӑра ҫӗр каҫӗччӗ-ха, анчах ӑшӗ хыпни, пырӗ ҫунни ӗҫес килтерсе, шывшӑн анкатрӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр вырӑнта ларнипе ват шӑмшакӗ те хытса ларчӗ мучин, шыв ӗҫес килни те аптӑрата пуҫларӗ, ҫапах хӗрсем умне тухма вӑй-хӑвачӗ ҫитмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Вӗсем универмага кайрӗҫ, эп ак шыв ӗҫес тенӗччӗ, — вӑтаннипе пуҫне аяккалла пӑрчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗветӗр кукашшӗн ӗҫес кӑмӑлӗ те пурччӗ, анчах халӑх нумаййине курса унта тӑрас темерӗ, пӗр тикӗссӗн ешерсе ӳсекен йывӑҫсем ҫине киленчӗклӗн пӑхса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫынсемпе пӗрле ҫуттине те ӗҫес пулать, тутлине те ҫиес пулать, ачасене те тӑрантармалла, кино-театра та каймалла, — шухӑшлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ӗҫлес тесен — кайра, ӗҫес тесен — малта.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех