Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑршшӗпе ӗҫ, ӗҫ, ӗҫ унӑн.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кунта та каясшан марччӗ Янтул, — пӗр енчен, старикки килӗшмерӗ: хӑйне ытла та хуҫалла тытать, тепӗр енчен, — ял халӑхӗ хӑйӗнчен ыйтмасӑр темле усал ӗҫсене явӑҫтарма хӑтланни Янтула хӑратма пуҫларӗ, — пуп пычӗ кӗчӗ те ӑна темиҫе тӗрлӗ ӗҫ хушрӗ: унта каймалла, кунта ҫитсе килмелле, ҫав ӗҫе часрах туса пӗтермелле…
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӗҫӗ те хӑнӑхнӑ ӗҫ, ялти ҫын ӗҫӗ.
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн халӑх ӗҫе сахалтарах тухрӗ, нумайӑшӗсем, кунта пӗр-икӗ сехете ҫеҫ килнӗскерсем, ытти ӗҫсене саланчӗҫ, ҫапах та ӗҫ ирхи кӳлӗмри пекех вӗресе тӑчӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Паян унӑн колхоз пухӑвӗнче пулмалла-ха, унта колхоз фронта епле пулӑшни ҫинчен доклад та тумалла, анчах, ваттисен йӑлипе, ,вӑл пуху таврашне ӗҫ тесе шутламасть, уншӑн пулсан, ал вӑйӗпе тумалли ӗҫ кӑна, чӑн-чӑн ӗҫ шутланать.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ пӗлетӗп, ҫулйӗр ӗҫӗ те пысӑк ӗҫ, унта та пултаруллӑ ҫын ярас пулать, ҫапах та вӑйлӑ тырпул тӑвас ӗҫре ертсе пыракан ҫынна унта ямалла пулман.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эсир унчченхи ӑрӑвӑн ырӑ йӑлисене упраса хӑварса ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртессе, пулӑшу ӗҫӗсене лайӑхлатса тата ӗҫ условийӗсене ҫӗнетсе пырасса шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/04/gla ... aet-s-dnem
Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри регион экономикин вӑй-хӑватне ҫирӗплетесси, ӗҫ рынокӗн инфратытӑмне аталантарасси, халӑха ӗҫпе ҫирӗппӗн тивӗҫтерсе тӑрасси шутланать.
Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/07/ole ... yuzov-chuv
Вун-вун ҫул хушши профсоюз организацийӗсен хастарӗсем ӗҫ коллективӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, ӗҫ ҫыннин интересӗсене тивӗҫлипе хӳтӗлеҫҫӗ, социаллӑ гарантисене пӑхӑннине тата вӗсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑраҫҫӗ.
Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Профсоюз кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/07/ole ... yuzov-chuv
2. Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен калакан кодексӗпе Ҫул-йӗр правилисене, транспорт хатӗрӗпе усӑ курмалли правилӑсене пӑснӑшӑн палӑртнӑ штрафсен суммисене административлӑ штраф тӳлеттересси ҫинчен калакан йышӑнӑва тунӑ е право йӗркине административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан ӗҫе пӑхса тухма судьяна ярса панӑ федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗн (Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗн) должноҫри ҫынни вырнаҫнӑ вырӑнта Чӑваш Республикин республика бюджетне 100 процент нормативпа куҫарса памалла.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Ӗҫ, пӗртен-пӗр юратнӑ ӗҫ, чунтан парӑннӑ ӗҫ ҫеҫ канлӗх кӳчӗ юлашки вӑхӑтра Эверккин сӑлтавсӑр ҫуйхантарнӑ чӗрине.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Пӗлтӗр хӑй ӗҫне пуҫаракансене Федераллӑ бюджетран 58800 пин тенкӗ укҫа панӑ пулсан, кӑҫал вӗсем тата 10 таран ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесен кашни вырӑншӑн 58800-шер тенкӗ, инвалидсем валли ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелекен предприятисене кашни вырӑншӑн патшалӑх 30 пиншер тенкӗ укҫа уйӑрать.
Республикӑра // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.
Ҫакӑн йышши ҫул ҫӳревре илӗртӳлли тата феерилли пӗтӗмпех — ӗҫ, ӗҫ, ӗҫ тата кӑмӑл-сипет, нервсен тӗрӗсленӗвӗ.Почти всё заманчивое и фееричное в путешествии, подобном настоящему, есть труд и испытание нравов.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
2. Пӗтӗмӗшле юрисдикци сучӗсенче суд ӗҫне тата ӗҫ хучӗсене ҫырас ӗҫе вырӑс чӗлхипе е чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе туса пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
9.2) федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен уйрӑм полномочийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан власть органӗсене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн парас ӗҫе палӑртса хунӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн нормативлӑ право акчӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин нормативлӑ право акчӗсемпе палӑртса хӑйне шанса панӑ полномочисене пурнӑҫлать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
4.1) Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ытти органӗсемпе пӗрле Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе тӑрать, Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем тата вӗсен территорисенчи органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тата общество пӗрлешӗвӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле тӑвать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Халӑх депутачӗсен район, хула, хуласенчи район Совечӗсем ӗҫ тӑвакан комитетсен пайӗсене тата управленийӗсене туса хураҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче Советсене тата вӗсен ӗҫ тӑвакан комитечӗсене, ҫавӑн пекех государство управленийӗн тивӗҫлӗ аслӑрах органӗсенс пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ку право ҫапла пурнӑҫа кӗрсе пырать: халӑх депутачӗсен Совечӗсене, государствӑн суйласа лартакан ытти органӗсене суйлама тата суйланма май панипе, пӗтӗм халӑхпа пӗрле сӳтсе явас тата сасӑлас ӗҫе, халӑх контрольне, государство органӗсемпе общество организацийӗсен, обществӑлла пултарулӑх органӗсен ӗҫне, ӗҫ коллективӗсенчи тата хӑйсем пурӑнакан вырӑнти пухусене хутшӑнма май панипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ку право ҫакӑн пек майсемпе пурнӑҫа кӗрсе пырать: рабочисемпе служащисем валли 41 сехетрен иртмен ӗҫ эрни тунипе, чылай профессисемпе производствӑсем валли кӗскерех ӗҫ кунӗ тунине, ҫӗрлехи ӗҫ вӑхӑтне чакарнине; ҫулсеренех тӳлевлӗ отпуск парса тӑнипе, кашни эрнерех канмалли кунсем панипе, ҫавӑн пекех культурӑпа ҫутӗҫ учрежденийӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетмелли учрежденисене нумайлатнипе, массӑллӑ спорта, физкультурӑпа туризма аталантарнипе; пурӑнакан вырӑнта канма лайӑх майсем тата пушӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмашкӑн ытти условисем туса панипе.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССР гражданӗсен ӗҫлев прави пур, — урӑхла каласан, хӑйсем мӗн чухлӗ тата мӗнле ӗҫленине кура тата государство палӑртнӑ чи пӗчӗк виҫерен кая мар тӳлекен гарантиленӗ ӗҫ илмелли право, — ҫав шутра кӑмӑл туртнипе, пултарулӑхне, професси тӗлӗшӗнчен хатӗрленнине, вӗреннине кура тата обществӑшӑн кирлине шута илсе, професси, ӗҫ вырӑнӗ тата ӗҫ суйласа илме право пур.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.