Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтне (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ах, мӗн пирки ун пичӗ тӑрӑх Куҫҫуль, йӑр-йӑр чупса, тумламӑн Ҫӗре чӗр сывлӑм пек ӳкет-ши, Пуҫне хӗр хурлӑхлӑн пакет, Тен, ӗмӗтне шӑпи тӑлланӑ?

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак вӑхӑт ҫитрӗ те вӑратрӗ Чечекӗн хӗмлӗ туйӑмне; Тен, ҫавӑнпа кӳлсе тӑратрӗ Телей тупма ун ӗмӗтне.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асра пулса ҫав паттӑр ҫын, Хӗр ӗмӗтне ҫутатрӗ чӑлтӑр, Вӑл пулчӗ шухӑшӑн виҫи.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ҫапла ҫав, Левентей, юлташу сана валли, ыррине хатӗрлемест, уншӑн тӗнчере хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫласа пултӑр, хӑйӗн ятне ҫӗклесе пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫутӑ ӗмӗтне чыслӑн пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Вӑл ял-йыш ӗмӗтне ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем хӑш-пӗр ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарӗҫ.

Сумеют воплотить в реальность некоторые свои мечты.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Власть рабочисемпе чухӑн хресченсен аллинче ҫеҫ пулсан, ҫителӗклӗ хресченсен ӗмӗтне тӗп туни пулать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр вулӑсран тепӗр вулӑса куҫарнипе ҫын ӗмӗтне татас ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халь ӗнтӗ ҫулсем уйрӑлаҫҫӗ… юрататтӑм-ҫке эп сана, ҫав тери юрататтӑм, — ӗмӗтне ҫухатнӑ хӗрупраҫ, чӗрине уҫса, пӗтӗм чунтан каларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла ҫамрӑксен ҫутӑ ӗмӗтне пӗр хӗрхенмесӗрех таптать, кайран Сашипе Елюкӗ иккӗшӗ те вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Унӑн сӑмахӗсенче ӗмӗтне пурнӑҫлаттарма хистекен сӗм ҫав тери уҫӑмлӑ сисӗнет, ҫавӑнпа та Джесси карта патнех, уҫӑ ҫӗре, тухрӗ.

В этих ее словах было столько жалующегося желания, что Джесси поспешила к ограде и, выйдя на свет, сказала:

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нина Михеева ку шкулта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ.

Свою мечту Нина Михеева исполнила именно в этой школе.

Чӑваш тӗррин шкулӗнчен ӑстасем вӗренсе тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31926.html

Икӗ джентльмен ӗҫес кӑмӑллӑ, анчах ӗмӗтне пурнӑҫлаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗксӗкле ҫак хулара сӑвӑрсем пурӑнаҫҫӗ!

Два джентльмена желают выпить и не могут этого сделать потому, что в этом дрянном городе живут сурки?!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Халлӗхе Ванькка ку ӗмӗтне пурнӑҫлаймарӗ-ха, ҫапах ачи маттур, хресчен ҫамрӑкӗсен шкулне пӗтерчӗ-пӗтерчех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйӗн ӗмӗтне пӑрахма тивет-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэйӑн каҫса каясла ӗмӗтне вӑл пирвай хӑвӑрт ылмашӑнакан кӑмӑл вылявӗ вырӑнне ҫеҫ хучӗ, хӑй тӗрӗс шухӑшланине малтанах ҫирӗп ӗненсе тӑчӗ, пӗр-икӗ уйӑхран куҫран пӑхма хӑраса ӑна Грэй ҫапла каласса кӗтет:

В отчаянном желании Грэя он видел лишь эксцентрическую прихоть и заранее торжествовал, представляя, как месяца через два Грэй скажет ему, избегая смотреть в глаза:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Эсир кунта ӗҫлени пирки эп ӑнсӑртран пӗлтӗм, — хӑйне кунта илсе ҫитернӗ ӗмӗтне пурнӑҫламах шутларӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хальхинче вара ӗмӗтне ҫине тӑрсах пурнӑҫлама шут тытрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Продовольстви управисене суйланӑ ҫынсем, тырӑ пухассипе тырӑ валеҫес ӗҫе туса тӑракансем, хӑйсен ӗҫӗсене пӗртте кирлӗ пек туса тӑраймаҫҫӗ, хӑшпӗрисем тата ку ӗҫе юриех кансӗрлеҫҫӗ: управӑсене тӑшманла политика тытакан партисен членӗсем — меньшевиксемпе эсерсем, — большевиксене хирӗҫ выҫлӑх меслечӗпе кӗрешсе, влаҫа хӑйсен аллине илес ӗмӗтне кӗре-кӗре ларнӑ.

Выборные продовольственной управы, ведавшие сбором и распределением хлеба, плохо справлялись, а иные нарочно тормозили это дело: в управы прошли члены враждебных политических партий — меньшевики и эсеры, чтобы голодом бороться с большевиками за власть.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех