Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӗлӗнмелле кӳршӗсем — тӗксӗм вӑрман тата ҫирӗммӗш ӗмӗрти чи ҫӗнӗ машинӑсемпе ӗҫлекен завод! — терӗ Залкинд.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак пӗр кун хушшинче тунӑ ӗҫсем, иртнӗ ӗмӗрти ӗҫсӗр аптранӑ пӗр-пӗр ҫамрӑк ҫынна аслӑ писательсем хӑйсен вуншар кӗнекисенче ҫырса кӑтартнӑскерне, тен, пӗтӗм ӗмӗрне ҫитнӗ пулӗччӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мӗншӗн-ха Гомерсемпе Шекспирсем юратупа мухтав ҫинчен, асапсем ҫинчен каланӑ, а пирӗн ӗмӗрти литература «Снобсемпе» «Чапа е мухтава тухас кӑмӑлӑн» пӗр вӗҫӗмсӗр повеҫӗ кӑна-ха?
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрти писательшӗн ку тема ҫӗнӗ пулнӑ.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Иртнӗ ӗмӗрти Голланди ҫулҫӳревҫи Сметман ҫакӑн пек шӗвӗр тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑви ҫине тӑватӑ юлташӗпе хӑпарса тӑма пултарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
16 ӗмӗрти йӗрке пуххисенче апатланнӑ, кашӑка сӗтел ҫитти хӗррипе шӑлса хуҫана тавӑрса пама сӗннӗ.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Чӑнласах та, уйӑх ҫутипе кӳлӗ тӑрӑх пыракан отряд вӑтам ӗмӗрти мӗлкесен процессийӗ евӗрлех туйӑнать.И действительно, отряд, идущий в лунном свете по озеру, напоминал процессию призраков.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑтам ӗмӗрти Говэнсем башньӑна кӗперсӗрех тунӑ.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Башньӑна тӗрлӗ вӑхӑтсенче темиҫе хутчен та хупӑрласа илни курӑнать: унӑн стенисем ҫинче тӗрлӗ снарядсем, XIV ӗмӗрти чул етресенчен пуҫласа XVIII ӗмӗрти чугун етресем таранах йӗрсем хӑварнӑ.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Карл Маркс ҫав ӗҫсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Буржуалла революцисем, сӑмахран, XVIII ӗмӗрти пек революцисем, пӗр ҫитӗнӳрен тепӗр ҫитӗнӳ патне хӑвӑрттӑн пырса ҫитеҫҫӗ, вӗсенче драмӑллӑ эффектсем, ҫынсемпе япаласем, бенгаль ҫутипе ҫуталнӑ пекех, пӗринчен тепри куҫа йӑмӑхтармалла ҫуталаҫҫӗ, кашни ҫутӑ кунах ҫав тери хавасланнипе хавхаланса сывлать», тенӗ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Ку кинжал — вунулттӑмӗш ӗмӗрти хӗҫ-пӑшал, ҫакӑн йышши кинжала рыцарсем пиҫиххи ҫинче ҫакса ҫӳренӗ, вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ чухне тӑшмана юлашкинчен ҫавӑнпа чиксе пӑрахнӑ: ку кинжал — Исландирен, — санӑн та мар, манӑн та мар, сунарҫӑн та мар, ҫӗр ӑшӗнче аялта пурӑнакан этемсен те мар, — терӗ.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав этем ӳчӗ, Бордо хулинчи святой Михаил масарӗнчи пек, уйрӑм тӑпра ӑшӗнче выртнипе темиҫе ӗмӗр хушши пӗртте ҫӗрсе саланмасӑр упранса юлнӑ-ши, — эпӗ ҫакна ӑнлантарса пама пултараймастӑп; анчах ҫав этем вилли, унӑн хурӑн хуппи евӗрлӗ типсе кайнӑ тирӗ, куҫпа пӑхсан ав каланма пултарассӑн туйӑнакан алӑ-урисем, ҫаплипех юлнӑ шӑлӗсем, темӗн чухлӗ ҫӳҫӗсем калама ҫук вӑрӑм ӳссе кайнӑ чӗрнисем — ҫаксем пурте ҫав тахҫанхи ӗмӗрти вилнӗ ҫын хӑй пурӑннӑ чухнехи майпах пирӗн куҫ умӗнче выртать.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах вӑл нимӗнех те курман; нимӗнпе те чаплах мар король дворецне те музей умӗнче канал урлӑ хывнӑ XVII ӗмӗрти илемлӗ кӗпере те, Торвальдсен скульптурӑран масар тӑпри ҫине туса лартни пысӑк памятнике те, ку памятникӗн стенисем ҫинче те мӗнле хӑрушӑ картинӑсем тата ҫав скульптор тунӑ кӗлеткесем пурччӗ, питех илемлӗ паркри Розенбергӑн чаплӑ ҫуртне те, Ренессанс стилӗпе туса лартнӑ тӗлӗнмелле ҫурта та, унӑн тӑрринче тӑватӑ драконӑн хӳрисене явкалантарса тунӑ башняна та, крепость хӳмисем тӑррине туса лартнӑ пысӑк ҫиларманӗсене те, вӗсен пысӑк ҫуначӗсем тинӗсрен вӗрекен ҫилпе карап парусӗсем пек хӑпарса тӑнине те — ҫаксене вӑл пурне те курман.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах XVI ӗмӗрти ученӑйсем ытларах латинла ҫырнӑ.Но ученые шестнадцатого столетия писали обычно на латинском.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ҫав Сакнуссем, — тет пичче, — пысӑк ученӑй пулнӑ, ҫавӑнпа та, вӑл хӑй чӗлхипе ҫырман пулсан, апла вӑл ун чухнехи XVI ӗмӗрти нумайрах вӗреннӗ ҫынсем калаҫакан чӗлхепе, урӑхла каласан, латин чӗлхипе ҫырнӑ пулать.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак чаплӑ пӳлӗмре Фролова пурте: илемлетнӗ майсӑр креслӑсенчен пуҫласа, чӗнтӗр тытнӑ манжетсемлӗ тӗслӗ-тӗслӗ шукӑль камзолсем тӑхӑнса, аллисене кӑранташ пекех ҫинҫе шпага тытнӑ XVIII ӗмӗрти капӑр ҫар ҫыннисен портречӗсем таранах, тарӑхтараҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Могелницкисем ӑна вестибюль алӑкӗ патӗнче тӑракан тимӗр тумтир тӑхӑнтарнӑ вӑтам ӗмӗрти икӗ рыцар кӗлеткине хӑнӑхнӑ пекех хӑнӑхнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл ҫитсӑран ҫӗленӗ ик-виҫ тум туртса кӑларчӗ те: кусем III-мӗш Ричардпа унӑн тӑшманӗн вӑтам ӗмӗрти вӑрҫӑ тумӗ терӗ, унтан шурӑ коленкортан ҫӗленӗ вӑрӑм кӗпе, хурталлӑ калпак кӑларчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑйӗн ҫамрӑк геройӗсем ҫинчен ырӑ кӑмӑлпа, ӑшшӑн кулса ҫырса кӑтартнӑ май тӗнче литературин классикӗ Марк Твен пире XIX ӗмӗрти Америкӑн пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрти моряк ку йӑнӑша тепӗр хут тӑваймӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.