Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑтам ӗмӗрсенче пехота утлӑ ҫара хирӗҫ тӑма май ҫук, тесе шутланӑ, — вара чӑнах та хирӗҫ тӑрайман.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа эпир ыран, малашне, ҫитес ӗмӗрсенче мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан, патшалӑх чӑвашлӑх ыйтӑвӗ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
«Авангард» хаҫатӑн иртнӗ номерӗсенче Х-ХII ӗмӗрсенче Тикеш хулашӗ пулнӑ тӗлте малашне этнографипе археологи территорине, туристсен комплексне йӗркелес пирки пӗлтернӗччӗ.
Тикеш хулашӗ - аваллӑх управҫи // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07
Кунта пӑлхар-чӑвашсем 7-мӗш ӗмӗрте Аслӑ Пӑхар Патшалӑхне йӗркеленине, вӑл салансан Кӑтрак патша пӑлхарӗсем, Вӑтам Атӑл ҫине килсе, 8-13-мӗш ӗмӗрсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелесе пурӑннине тата каярахри чӑваш историне, паянхи кашни чӑваш тесе калаймасан та, чылай чӑваш лайӑх пӗлет тесен те юрать.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Чӑннипе вара пур ӗмӗрсенче, пур ҫӗршывра та Чӗрӗлӳ (Возрождени) тӑвакансем – катӑккисем, тӑрри шӑтӑккисем, идиотсем, Дон-Кихотсем, ухмахсем, айвансем…
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Ҫав хушӑрах Н.И. Ашмарин мифологипе тӗн терминӗ-сӑмахӗсене пин-пин ҫулчченхи аваллӑхра мар, шӑпах ҫав ҫыруллӑ культура чечекленнӗ тапхӑрсенче (X—XIV ӗмӗрсенче) шырамаллине, вӗсем пулса кайнине ун чухнехи чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса ӑнлантармалли ҫинчен калать.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.