Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхех (тĕпĕ: ӗмӗрлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак хурлӑ самантра вӑл хӑйӗн асамлӑ сасси ӗмӗрлӗхех ҫухалнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл Чӗмпӗр шкулӗнчи чи хӳхӗм хӗре, Аня Карандаевӑна, ӗмӗрлӗхех юратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ тӑван музыкӑна ӗмӗрлӗхех юратрӑм, ӑна тӗпчесе вӗренме, халӑх юррисене пухма тусӑмсем умӗнче тупа турӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӑш-пӗр ҫил хӑвансем йышши мар, карьерӑшӑн, заказсем нумайрах илесшӗн, укҫа ҫапасшӑн ҫунмасть; халтурӑ тени уншӑн ӗмӗрлӗхех ют, киревсӗр япала.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар хӑйӗн тусӗ Польӑна чӑннипех хытӑ юратнине, унпа ӗмӗрлӗхех мӑшӑрланма шут тытнине пӗлсен, ӑна иртнишӗн йӑлтах каҫарчӗ, каллех унпа туслашрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах ӑна ӗмӗрлӗхех куҫ умӗнчен ҫухатма, манма пӳрмен иккен мана.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Паян, паян ҫырӑнатпӑр унпа, ӗмӗрлӗхех саккунлӑ пӗрлешетпӗр», — савӑнса шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йывӑр асаппа ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ хӗрарӑма наҫилккапа йӑтса тухнӑ вӑхӑтра, залри халӑх ӑна шеллесе: — Эй, апӑрша-а! Хӑйне тӳсме ҫук йывӑр пулсан та, вилӗмӗпе чӑтӑмлӑн кӗрешсе, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ ним айӑпсӑр Кӗркурине тӗрме алӑкӗ умӗнчен сирсе ирӗке кӑларса хӑварчӗ вӗт, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсен ҫемйин сӑнарӗ ӗмӗрлӗхех куҫ умӗнчен каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫулталӑк ытларах асаплансан, вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир хамӑр юратнӑ вӑрман хуҫинчен ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хаклӑ юлташӑмӑр Тимофей Михайлов пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлчӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унта канма чӗнекен канӑҫлӑхпа ӑна кӗтекен хӗр ӗмӗрлӗхех унран уйрӑлса юлнӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Микулана курсан, Наҫтик чӗри нӑйкӑшма тытӑнчӗ, хӗрӗ ун мӑшӑрӗ пулма ӗмӗтленнине, ӗнтӗ ку ӗмӗтсем ӗмӗрлӗхех ҫухалнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пек пуян ҫын ачине качча тухмасан, Анук ӗмӗрлӗхех телейсӗр пулассӑн туйӑнчӗ ана.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗркун эсир каланӑ сӑмахсем ман чӗрене ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫрӗҫ, — терӗ те Озеров, сассине кӑштах улӑштарса, малалла калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сана ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Асту, Якку атте, пӗрре-иккӗрен ытла юрамасть. Унсӑрӑн ӗмӗрлӗхех ҫывӑрса кайма та пултаратӑн», — тесе асӑрхаттарнӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе Якку атте кӗҫӗр юлашки каҫ пурӑнни, кайран мӗн ӗмӗрлӗхех ҫунакан тамӑка лекни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех