Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхех (тĕпĕ: ӗмӗрлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑна ассӑн сывласа нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва ӑнӑҫсӑр пуҫласа ӑна ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартасран хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫар мана, Ваҫи… — каласа пӗтереймерӗ, куҫне ӗмӗрлӗхех хупрӗ, асапӗсем татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗмӗрлӗхех ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялтан халӑх кӗпӗрленсе тухрӗ, туй юрри юрласа пӗве хӗррине — ҫамрӑксен туйне — килеҫҫӗ, шывпа ҫӗр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине палӑртма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Эсӗ вара манса кайма тивӗҫлӗ мар: кама алла илентеретӗн — ҫавӑншӑн эсӗ ӗмӗрлӗхех яваплӑ.

— Но ты не забывай: ты навсегда в ответе за всех, кого приручил.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунсӑр пуҫне чӗркуҫҫийӗм ҫӳллӗш виҫӗ вулкан пур манӑн; каллех вӗсенчен пӗри сӳнсе ларнӑскер ҫеҫ, тен, вӑл ӗмӗрлӗхех шӑпланнӑ…

да три вулкана ростом мне по колено, и то один из них потух и, может быть, навсегда…

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унӑн пуҫ мимминче ТАСС пӗлтерӗвӗнче каласа панӑ цифрӑсемпе даннӑйсем ӗмӗрлӗхех паллӑ пулса юлнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Пире ӗнтӗ уйӑрма ҫук, эпир ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех пӗрле, эпир ытла та нумай хушӑ уйрӑм пулнӑ, пире хаяр ҫулсем уйӑрса пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Герой ҫинчен асӑнни пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех юлать, эпир ӑна асра тытӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑл ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн пуҫне хунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... un-3446011

Нумай ҫулсем хушши, хӑйне пӗлӗте ҫӗкленме чарнӑран, ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыхса лартнӑран вара, хӑйӗн ҫунаттисене ҫапса хуҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйне запаса яни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн халӗ пӗрремӗш хут ӑна хӑрушӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тен, ӗмӗрлӗхех чул ту пулса юлатчӗ-ши ҫав каччӑ — пӗлме ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

1944 ҫулта Эстони ҫӗрӗ ҫинче пынӑ хаяр ҫапӑҫусенче вӑл ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d0%bf%d0% ... %d0%b0cce/

Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисен асӑнче вара ҫав хӗн кунсем ӗмӗрлӗхех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Унӑн вил тӑпри ҫине малашне ял-йыш, тӑванӗсем пырса ҫӳреме пултарӗҫ, ячӗ вара ӗмӗрлӗхех халӑх асӗнче юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Ҫул-йӗр инкекӗнче «Лада» водителӗ вилнӗ тата унӑн виҫӗ пассажирӗ те куҫӗсене ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/inkek/2023-08-20 ... ln-3395422

Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Питӗрти пульницӑра куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Из жизни он ушел в петербургской больнице в июне 2020 года.

Михаил Игнатьев вилнӗренпа 3 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35245.html

Ҫак туйӑм шӑпах хӗрачан талайӗ ҫирӗпленсе пынӑ чух чӑмӑртаннӑ май кайрантарах вӑл хӗрачан кӑмӑлне те, сӑн-питне те ӗмӗрлӗхех витӗр ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Пахчара ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупрӑн ӗнтӗ, пӗчӗкскерӗм… — пӑшӑлтатрӗ вӑл хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Канаш районӗнчен фронта 12 пин те 970 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 6 пин те 400 салтак вӑрҫӑ хирӗнче ӗмӗрлӗхех выртса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/

Салтаксен паттӑрлӑхӗ вара, вӗсен вилӗмсӗр ячӗсем – ӗмӗрлӗхех пирӗн асра пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех