Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрлӗхех (тĕпĕ: ӗмӗрлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан ӗлӗк, хӑй вӑй питти ҫын чухнех тутарсен халӑх пуххинче, курултайра, пулса курнӑ та вӑл, ӑна ӗмӗрлӗхех астуса юлнӑ).

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗрне качча паратӑн та, эп ӗмӗрлӗхех сирӗн пата юлап.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрра-ташша мӗн ачаранах юратнӑран вӑл пурнӑҫне ӗмӗрлӗхех ҫак искусствӑпа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Атте 2015 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче пиртен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

— Павлик, темшӗн эс манран ӗмӗрлӗхех уйрӑлса каяссӑн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нивушлӗ ӗмӗрлӗхех санврач пулса юлӑп капла!

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Яла таврӑнсан акӑ мӑрса ун кил-ҫуртне сӑпса йӑвине аркатнӑ пек аркатӗ, килти пур-ҫук выльӑхне ҫавӑтса тухса кайӗ, унӑн ачисем ӗмӗрлӗхех мӑрса тарҫи пулса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купсине хӑйне тата унӑн пӗртен-пӗр хӗрне пилӗк ҫул каялла тутарсем вӗлернӗ пулнӑ, купса майри вара упӑшкипе хӗрӗ ҫӗре кӗнӗ ҫӗртен кайма шутламан, ҫурт лартнӑ та ӗмӗрлӗхех кунта пурӑнма юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темшӗн ӑна халь ҫак сӗм вӑрманта куҫран вӗҫерӗнес пулсассӑн, Ахтупай — ун ӗмӗчӗпе пурнӑҫӗ — таҫта кайса кӗрессӗн, Эрнепишӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шел, авторӗ ку кӑларӑма хӑйӗн аллине тытса пӑхаймӗ ӗнтӗ: 1988 ҫулта ҫитмӗл виҫҫӗри Кузьма Сергеевич Турхан пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Пуринчен ытла ҫак кӳрентерчӗ Павлуша: Саша ячӗ унӑн чӗринче ӗмӗрлӗхех юлчӗ пулӗ, анчах мӗншӗн-ха унӑн чун савнийӗ ӑна пытарма килмерӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малалла та ҫаплах пулсан — миллион ҫынлӑ чӑваш халӑхӗ ӗмӗрлӗхех тӗттӗмре юлӗ, вырӑс культурин тулашӗнче тӑрса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Е тата мухтавлӑ Двинскийпе, Слонова — драма артисчӗсене ӗмӗрлӗхех асран кӑларас ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр кӳренсен, хӗрарӑм ӗмӗрлӗхех кӑларса ывӑтать теҫҫӗ хӑйӗн туйӑмне.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ашшӗ-амӑшӗ вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсенчен епле ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайӑн?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушӑн хваттер хуҫине ҫав тери хӗрхенес килчӗ, ӗмӗрлӗхех уйрӑлмалла пуласси ҫинчен Павлуш нихҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсӗ кунта чупса килни саншӑн та, упӑшкушӑн та ӗмӗрлӗхех пурнӑҫ кукри пулса юлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Эй, шӑллӑм, шӑллӑм! Мӗн-ма турри ҫав териех ҫилленнӗ-ши пире? Ах, тур, Павлуш, мӗнле сӑмахӑмпа хамӑн хуйхӑма пусарайӑп-ши? Епле тӳссе ирттерӗп-ши тур янӑ асапа? Пӗртен-пӗр хӗрӗме, Люттяна, ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм-ҫке!» — хумханса вуларӗ Павлуш, анчах мӗн пулса иртнине пӗлеймерӗ-ха ҫав тери хӑрушӑ сӑмахсенчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Темшӗн ӗмӗрлӗхех уйрӑлассӑн туйӑнать… — хуллен каларӗ Антонина Павловна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗмӗрлӗхех тухса кайӑн-и вара, Мишель?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех