Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлкӗреймӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хытӑрах хускалса илме те ӗлкӗреймӗ, пӗри-пӗри кӗсъере тытса ларакан револьверти тӑхлан татӑкӗ унӑн пуҫне е кӑкӑрне витӗр шӑтарса та тухӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиҫӗм ҫиҫсе ӗлкӗреймӗ, эпир каялла персе те ҫитӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл кӑшкӑрма та ӗлкӗреймӗ.

Я ручаюсь, что она тогда не будет в состоянии кричать.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Акӑ ҫакӑн пекех вӑл кулленхи ӗҫ айне пулӗ, вара хӑй те хальхи Тополев инженер пек пулса тӑнине сиссе ӗлкӗреймӗ.

Вот так же захлестнет его суматоха жизни, и он оглянуться не успеет, как превратится во второе издание того же инженера Тополева.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Асатте ҫапах та, ним хӑрамасӑрах кӗпер ҫине урине пусрӗ те леш енне ҫав тери хӑвӑрт каҫрӗ — тепӗр ҫын хӑй кӗсйинчен табак хутаҫҫи кӑларма та ӗлкӗреймӗ ҫав кӗске вӑхӑтра.

Дед, однако ж, ступил смело и, скорее, чем бы иной успел достать рожок понюхать табаку, был уже на другом берегу.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах эпӗ карчӑка та ҫухатма пачах шутламастӑп, тур ҫырлахтӑр ӗнтӗ, ман ҫумра пурӑнтӑрах вӑл, анчах вӑл мана чӑрмав кӳме хӑтланать, манӑн коммунизма каймалли тӳрӗ ҫула пӳлет пулсан, эпӗ ун умӗпе ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, вӑл ахлатса илме те ӗлкӗреймӗ!

Но я и старуху вовсе не собираюсь терять, пущай живет при мне, бог с ней, но ежели она будет препятствовать мне и становиться поперек моего прямого путя к коммунизму, то я мимо нее так мигну, что она и ахнуть не успеет!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех