Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшри (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла уйланса-сӗмленсе манпа ун хушшинчи ӑшри тӑрӑма икӗ енлӗ саккунлӑ тесе йышӑнатӑп, анчах хам унашкал марришӗн, урӑхлишӗн ҫеҫ ӳпкелешнӗ пулӑттӑм.

Так размышляя, я признавал внутреннее состояние между мной и ею взаимно законным и мог бы жалеть лишь о том, что я иной, чем она.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Черчен аллисем, ӑшри авӑк вӑйӗпе тӑсӑлнӑскерсем, ҫав тери хитре; ҫав авӑкпа чупуран иртсе каясшӑн пулнӑн туйӑнать.

Тонкие руки, вытянутые с силой внутреннего порыва, которым хотят опередить самый бег, были прекрасны.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тинех вырнаҫса лартӑмӑр; кӗсменсен шампӑлтатӑвӗ пире «Чӑмавран», унӑн пӗччен мачта хунарӗнчен аякка куҫарса каять, пирӗн ӑшри тӳсӗмсӗр куҫӑма каҫӑн пӗтӗмӗшле юхӑмӗн картине кӗртет.

Наконец мы уселись; толчки весел, понесших нас прочь от «Нырка» с его одиноким мачтовым фонарем, ввели наше внутреннее нетерпеливое движение в круг общего движения ночи.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пирӗн ӑшри пуплев урӑхла.

Наш внутренний разговор был другой.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӑн-тӑн, тӑтӑрха карчӑкӑннилле ӑслӑ пӗркеленчӗк пичӗ, тирпейлӗ янахӗ тата сӑнӗн хӑнӑхнӑ ӗҫӗ витӗр мӗлтлетекен ӑшри лӑпкӑлӑхӗ мана ҫапларах пӗтӗмлетме хистеҫҫӗ: ҫак старик ҫуртӑн тӗп тытса пыруҫи мар-ши?

Умные морщинистые черты бодрой старухи, аккуратный подбородок и мелькающее сквозь привычную работу лица внутреннее спокойствие заставили меня думать, не есть ли старик главный управляющий дома.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вара, минресе кайса, вӑл сад варринелле вирхӗнчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен лань пек хыттӑн чупса ҫаврӑнчӗ те чарӑнчӗ: ӑшри, шалти тӗттӗмлӗх Тинга урисен тӗлӗнчи курӑни-курӑнми шуранкаскер ҫине пӑхма хистет.

Тогда, не помня себя, он бросился в глубину сада, обежал его в разных направлениях с быстротой лани и остановился: глухой внутренний толчок приковал внимание Тинга к чему-то смутно белеющему у его ног.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ҫак хӗре паллани хӑех тулаш вӑйсенчен ҫеҫ мар, ӑшри чи кӳрентерекен туйӑмсенчен хӳтӗлессӗн те йӑпатассӑн туйӑнать.

Как будто лишь знать эту девушку было, само по себе, защитой и утешением — не против внешнего, но того внутреннего — самого оскорбительного.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Манӑн чире ӑшри чир теҫҫӗ.

Моя болезнь считается внутренней.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Яланах пуринпе те килӗшни, ӑшри шухӑша ҫиеле кӑларма хӑрани куҫран ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӗҫре ӑшри вӑркав та сисӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӑшри хуйхине юрӑпа пусарать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ӑшри асапа кама каласа парса чуна пусарас?

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тыткалама укҫа ҫителӗклӗ пулсан сана вӑл аякра мӗн туса ҫӳрени мӗн тума кирлӗ? — ӑшри асапне ҫиеле кӑларма пуҫласан Нинӑна пӳлчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тоньӑна хӗрхенес килчӗ, анчах ӑшри туйӑм хирӗҫлерӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Сашӑн амӑшне ҫапла пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн ӑш вӑркарӗ пулин те ӑшри шухӑшсене ҫиеле кӑларса мӑшӑрне кӳрентерес темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Тоня кӗрсе выртнӑ хыҫҫӑн алӑк умӗнче иккӗшех юлнӑ савнисем пӗр-пӗрин ытамне кӗрсе ӳкрӗҫ, ӑшри сӑмахсем туйӑмсене, хусканусене куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ют ҫын куҫӗ умӗнче ӑшри туйӑмсем пирки калама именекен савнисем Тоня сисмен чух пӗр-пӗрин ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Мӑшӑрӗпе калаҫнӑ чухне те ӑшри туйӑм ун пек пулмасса систерсе шанӑҫ панӑччӗ.

Даже при разговоре с супругом была надежда на то, что чувства не будут таковыми.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӗрӗн ӑшри туйӑмӗсем хальхинче ашшӗшӗн те вӑрттӑнлӑх пулчӗҫ.

Чувства дочери на этот раз были тайной и для отца.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ан ӳпкеле хӑвна, тепрехинче эс илӗн, — ун ӑшри туйӑмӗсене вуланӑн калаҫрӗ Виктор.

— Не упрекай себя, в другой раз ты возьмешь, — сказал Виктор прочтя ее внутренние чувства.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех