Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑш сăмах пирĕн базăра пур.
ӑш (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑш ҫунать.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл та шутлӑ, Пулсан та аслӑ ҫут тӗнче: Хӗвелӗ, пӗлӗчӗ, ӑш ҫиле…

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлесчӗ, мӗншӗн-ши тӗнче Паян Кавруҫшӑн уярланнӑ, Вӗрет ӑш ҫил кӑнтӑр енчен, Курсам, вӑрман та капӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Таса, типтерлӗ ӑш пӳртре Иртен-ҫӳренӗ выртнӑ, каннӑ, Лаши те тӑнӑ хӳтӗре.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ӑҫта эсӗ, ӑш ҫунтармӑш Галимджан?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей килте те пӗр вырӑнта лараймарӗ, чӳрече патӗнчен чӳрече патне пычӗ, пӗрре кутник сакки ҫине месерле выртса, тепре ӑш вӗҫнӗ ҫын пек сӗтел умне пырса ларса, Ятман сӑмахӗсене шайлаштарчӗ, вӗсен чӑн-чӑн пӗлтерӗшне шырарӗ, парторга тавӑрса калама, хӑй тӗрӗс шухӑшланине кӑтартса пама чӗлхе вӗҫне хӑватлӑрах сӑмахсем пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шыв ӗҫтерӗр-ха, хӗрсем, ӑш пиҫсе ҫитрӗ, — хыпӑнса каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала пичче, хӗрарӑмсене шуйӑхтарса, ӑш пиҫиччен ҫулнӑ пулмалла: кивӗ сӑран картусӗ айӗнчен тар тумламӗсем пӑчӑртаса тухаҫҫӗ, старик хӑйӗн тӗрӗллӗ кӗпин ҫухавине те вӗҫерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алексей ӑш пӗлнӗ пекех: — Галимджана, — тесе хурать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман курать: пуху пуҫлама вӑхӑт ҫитмен-ха, колхозниксем мӗн илтнине ӑш каниччен сӳтсе явман.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, юрӗ, — ӑш пиллӗн калаҫрӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— У-у, сӑмахусем ылтӑнран хаклӑ! — терӗ Сююнбике ӑш пиллӗн.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав старик ҫак ӑш пиллӗ калаҫӑва илтет те хӑйӗн тивӗҫлипех ӳстернӗ, никам та тиркеме пултарайман сухалне шӑлкалать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Савӑннипе темиҫе ҫухрӑм юртӑпа килнӗ хыҫҫӑн юлан утлӑ ҫынсем Мускав хулин тӑвӑр урамӗсем тӑрӑх ӑш пиллӗн калаҫса лашисене уттарса кӑна пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ҫакна ҫеҫ лайӑх астӑвать: тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗчӗ те мӑрса хӑйӗн тарҫине тӗлӗнтерсе нихҫанхи пек мар ӑш пиллӗн сӑмахларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часрах эсӗ, ӑш ҫунтармӑш каччӑ!

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кун тулли витрене пусӑ тӗпӗнчен ҫавӑрса кӑларса ӑш каниччен ӗҫме, пит-куҫа ҫуса уҫӑлма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

«Чӑнласах та кӑсӑкланатӑн пулсан вӗсенчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултаратӑн, эпир Кулинепе питех ҫывӑх калаҫман, ҫавӑнпа та ыттине каласа кӑтартма пултараймастӑп…» — терӗ ӑш пиллӗ кинемей.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Тӑванлашма ӗлкӗрнӗ ҫынсем пек, вӗсем питех те ӑш пиллӗн калаҫрӗҫ, упӑшки пӗлӗшӗсем патне ҫав тери час хӑнӑхакан Чураппа япшар чӗлхеллӗ те элккен сӑн-питлӗ Саррие чунтан кӑмӑлласа пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗсем Эхмеметпе юнашарах ӗҫлерӗҫ пулин те ҫак кунсенче унпа ӑш каниччен калаҫса кураймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех