Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑш сăмах пирĕн базăра пур.
ӑш (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ал-ура вӑйӗ шалтӑр пӗтсе ларчӗ; пуҫ ҫаврӑнса кӑйрӗ, ӑш патранать, шӑм-шак сурать — вырт та вил ҫавӑнтах.

руки-ноги обмякли, закружило, замутило, тело все разламывается — ну хоть ложись и помирай.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Санӑн ӑш хыпнӑ ӗнтӗ.

— У тебя небось во рту все пересохло.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепре курсан та ӑш каниччен калаҫаяс ҫук, ӑна та малтанах сисет Малюк.

Даже при следующей встрече Малюк заранее чует, что не сможет наговориться от души.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук сасартӑк ӑш хӑпарнине туйрӗ.

Ивука так и передернуло, по спине пробежал холод.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сисчӗвленмелли паллӑсем% пуҫ ыратни тата ҫаврӑнни, хӑлхара шавлани, куҫсем шывланни, ӑш пӑтранни, сывлама йывӑрри тата типӗ ӳслӗк.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Шӑнса хытнӑ чухнехи пек, ӑш чӗтрет, хӑлха янӑрать.

Его начинает бить дрожь, будто ему холодно; в ушах звенит колокол.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Варли, сана кӗте-кӗте Ӑш вӑркама пуҫларӗ.

Жду-пожду любовь мою, Стало сердце изнывать.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кулавине курсанах — ӑш хӑпарать.

Как увижу этого гада, голову-то, так все нутро во мне и закипает.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Марфа Ефимовна, матӑшкӑ, кӳпшек те хӑлтӑ ҫын, яланах чирлӗ (вӑл ӑш аннипе аптрать).

А матушка Марфа Ефимовна, грузная, расплывшаяся женщина, вечно больна.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑш хыпнипе Ухтиван шыв ӗҫме тӑрать.

У Ухтивана пересохло в горле, он поднялся чтобы попить воды.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр чарӑнмасӑр ӑш вӑркать, чӗре ыратать, тарӑху каплана-каплана килет.

И всю неделю клокотала в его душе злоба на кровожадных чиновников.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Васкаварлӑ уттинчен, сан-сӑпатран, ҫи-пуҫӗнчен пӑхсан Яка Иллене ӑш вӗҫнӗ ҫын, телейсӗр чун, пурнӑҫра хӑйӗн ӑрӑскалне тупайман мӗскӗн темелле, анчах ҫӑмламас куҫ харши айӗпе ҫивеччӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхакан куҫӗсем йӑлтах урӑххи ҫинчен калаҫҫӗ.

По виду Илле можно было принять за человека несчастного, дошедшего до ручки, если бы не острый взгляд хитроватых глаз из-под лохматых черных бровей, эти глаза говорили совсем об ином.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрман хӗсӗк ҫулӗпе, Ӑш ҫуннине пусарса, Вӑрман шавне хуплас пек, Пырать Сетнер юрласа: «Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман, Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ирӗксӗрех Ищут ҫӳҫенчӗ, Анчах ӑш вӗҫнине ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кураймӑн пурнӑҫ кӗрнекне, Хавасланса ҫӳле вӗҫеймӗн, Эс ырӑ туйӑм шерпетне Пӗлсе, ӑш каниччен, ӗҫеймӗн.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хырӑм выҫнӑ чух апат, Ӑш хыпнӑ вӑхӑтра — ҫӑл шывӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑш ҫуннипе чӗлхе те типӗ — Ахлатрӗ пӗтӗм Шуршувар.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла ыратрӗ-ҫке чӗре Аран ура ҫинче эп тӑтӑм: Ӑш типрӗ ман, ҫемҫелчӗ ал.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑш ҫунать.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл та шутлӑ, Пулсан та аслӑ ҫут тӗнче: Хӗвелӗ, пӗлӗчӗ, ӑш ҫиле…

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех