Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑш сăмах пирĕн базăра пур.
ӑш (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехри хӑпнӑ Пурис сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫаврӑнса тимлерӗ — патшасем ларакан престол пуканӗ ҫинче лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, тӗпсӗр хаяр вут куҫлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ илес-мелес ӑш хӑпартмӑш ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, ӑш кӗленипе-ши, хырӑмра хальлӗхе нимӗнле «хирӗҫтӑру» та пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паҫӑр, чун-чӗрине сехмет-сасӑсем сехӗрлентернӗ самантсенче, Ула Тимӗр ҫиес килсе хупланине, ӑна пула чӗри «мӑка кусарпах» касӑлнине сисменччӗ-ха, халӗ, ӑш варкавӗпе шухӑш пӑтравӗ тулти шӑплӑхпа шайлансан, вӑл, хырӑм, шалтан кӑтӑр-кӑтӑр кӑшланӑ пек йӑшкаса, уҫҫӑнах макӑрма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑш та татӑлса анчӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, ӑш хыттине сирсе, мӗнпур халне карӑнтарчӗ те, суракан урисемпе санкӑлтаткаласа, хӑлттикхалттик сиккелесе, йывӑҫ-тӗмӗсене тӑрӑна-тӑрӑна, ӳке-тӑра сас панӑ ҫын патнелле ыткӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эх, сирӗнпе, ӑш пиҫтермӗшсем, юрлӑрах, савӑнтарӑрах тӗнчене, тек чӑрмантармӑп, — аллипе лаш! сулчӗ те мучи кӑмӑллӑн кулкаласа мӑшӑрӗ патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Халӗ ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче кашни ҫыннӑн ӑш хыпать, станок умӗнчисен вара пушшех.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен ялӗнчен района машинӑсем ҫӳреҫҫӗ-ха, анчах ҫакӑн пек ӑш вӑркана чухне мучи машина кӗтес темерӗ, ҫынсем хускаличченех ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Чӑн та, ӑш ҫунтармӑш, мӗнле хӑтӑлса юлас пулать ку инкекрен?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ҫывӑрасси… тем аптӑранӑ пек пултӑм пуль-и. Чей килсе пар-ха, хӗрӗм, ӑш хыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗре те вырӑнта мар, ӑш вӑркать.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хуйхӑ пулсан, ӑш вӑркасан, Ху савнине асна ил, Нимӗн хума аптӑрасан, Тӗлӗкӗнте кунта кил…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мамӑк тӳшек ҫине выртсси, Пуҫу айне ҫитар хур; Ыйхӑ вӗҫсе, ӑш вӑркасан, Тӗлӗкӗнте мана кур…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Манефа чӑн та лаша пек ӗҫлет, анчах ӑна курсан, чун ҫӳҫенет, ӑш пӑтранать…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑш пӑтранать ман, Лаврушенька, апат анмасть, темскер уҫӑ ҫимӗҫ ҫиес килнӗ пек, час-часах ыйӑх пусать, кӑкӑрӑмсем кӑтӑкланма пуҫларӗҫ, — терӗ пӗррехинче Поля.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑш ҫунние аптранӑ Лавр Кузьмич чашкӑрса йӳҫекен кӑрчамана икӗ курка умлӑ-хыҫлӑ ӗҫрӗ те ура шӑнӑрӗсем ҫемҫелнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав кунсенче манӑн питӗ ӑш ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хуралҫӑ стакана ҫӳҫене-ҫӳҫене тытрӗ, тути патне илсе пынӑ чух шӑрши сӑмсана кӳ-кӳ! ҫапрӗ, ӑш пӑтранса хӑпарчӗ, анчах вӑл парӑнма шутламарӗ-ха, сывламасӑр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑш ҫунать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех