Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Иаковӑн мӗнпур ӑрӑвне пӗрле пух та, авалхи пекех, вӗсене Хӑвӑн еткерӳ ту.12. Собери все колена Иакова и соделай их наследием Твоим, как было сначала.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пурте ҫакӑ — Ҫӳлти Турӑ халалӗн кӗнеки, 26. саккун вӑл, Моисей ӑна Иаков ӑрӑвне ӗмӗрлӗхе халалланӑ.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Туррӑмӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑннисене Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен хӑваласа яраканӗ, ҫӗре Авраам вӑрлӑхне, Хӑвӑн тусун ӑрӑвне, ӗмӗрлӗхе параканӗ Эсӗ мар-и вара?
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Аарон ывӑлӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Хевронпа Ливнӑна тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, 58. Хилен хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Давир хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, 59. Ашан хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Вефсамис хулипе ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 60. Вениамин йӑхӗ вара вӗсене Гева хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Аллемеф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Анафоф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, — пӗтӗмпе Кааф ӑрӑвне вунвиҫӗ хула панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ, 55. вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 56. ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израильсем те ӗнтӗ унтан кашнийӗ хӑйӗн йӑхне, хӑйӗн ӑрӑвне саланнӑ, кайран вара кашнийӗ хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль йӑхӗсем Вениаминӑн пур ӑрӑвне те ҫынсем янӑ, вӗсене: сирӗн патӑрта мӗнле ирсӗр ӗҫ тунӑ! теме хушнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тепӗр кунхине Иисус ирех тӑнӑ та Израиль халӑхне йӑхӑн-йӑхӑн пухӑнса пыма хушнӑ, кӑтартни Иуда йӑхӗ ҫине тухнӑ; 17. Иуда йӑхне ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Зара ӑрӑвӗ ҫине тухнӑ; Зара ӑрӑвне кил-йышӗ-кил-йышӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Завдий [кил-йышӗ] ҫине тухнӑ; 18. Завдий кил-йышне пӗрер ҫыннӑн пыма хушсассӑн, кӑтартни Ахан ҫине — вӑл Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тухнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пур таса вӗҫен кайӑка та ҫийӗр; 12. анчах вӗсенчен сирӗн ҫакна ҫиме юрамасть: ӑмӑрткайӑка, виле кайӑкне, тинӗс ӑмӑрткайӑкне, 13. хӑлата, кӑйкӑра, караппӑла тата вӗсен ӑрӑвӗнчи кайӑксене, 14. пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвне, 15. страуса, тӑманана, чарлака, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвне, 16. ӳхӗпе ибиса, акӑша, 17. пеликана, ту хурчӑкине, пулӑҫ кайӑка, 18. чарлана, зуйпа унӑн ӑрӑвне тата хыркукпа ҫара ҫерҫие.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2