Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑрӑва (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай-нумай ҫул шкулта учительте ӗҫленӗскер, ҫамрӑк ӑрӑва тӳрӗ ҫулпа ҫеҫ утма вӗрентнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫавӑнпа та аваллӑха манӑҫа кӑлармалла мар, хамӑр пуянлӑхпа, ӑсталӑхпа ҫамрӑк ӑрӑва паллаштармаллах.

Поэтому прошлое не стоит забывать, нашим богатством, мастерством надо обязательно ознакомить подрастающее поколение.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Пирӗн тӗллев — вышкайсӑр пысӑк ҫак пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси».

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Чӑваш Ен халӑхӗ хӑйӗн культура традицийӗсене, ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва парса пырать», — терӗ Республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер ҫак шкула 20 ҫул каялла ӗҫлеме вырнаҫнӑ та — ҫитӗнекен ӑрӑва ӳнер тӗнчипе ҫывӑхлатма чунтанах тӑрӑшать.

Окончившая Чувашский государственный педагогический университет, 20 лет тому назад устроившаяся на работу в эту школу - от души старается приобщить подрастающее поколение к искусству.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫитӗнекен ӑрӑва вӗсен туртӑм-кӑсӑкланӑвне кура ятарлӑ сменӑсене те /экологи, ӳнер, нанотехнологи, таврапӗлӳ, ҫар-патриотлӑх, спорт лагерӗсем/ йыхравлаҫҫӗ.

Подрастающее поколение приглашают на специальные смены, организованных по их интересам (экологические, искусство, нанотехнологические, военно-патриотические, спортивные лагеря).

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫавӑн пекех ҫитӗнекен ӑрӑва спортпа туслаштарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑл ҫырса хӑварнӑ йӗркесем мӑнукӗн Вениамин Гарашкинӑн ҫемйинче ҫитӗнекен ӑрӑва паллашма типтерлӗн упраҫҫӗ.

Написанные им строки бережно хранят для молодого поколения в семье внука Вениамина Гарашкина.

Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

— Чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, тӑван тӑрӑха аталантарма тивӗҫлӗ тӳпе хывасси, Чӑваш Республикин тулашӗнче ентешӗмӗрсене пулӑшса пырасси тата, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси — пирӗн тӗп тӗллевсем.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Вӗсенчен чылайӑшӗ чӑваш юрри-кӗввине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе, халӑхӑмӑрӑн ӑмсанмалла пуян историйӗ пирки хальхи ӑрӑва каласа кӑтартассипе ҫыхӑннӑ.

Из них большинство связано вопросами сохранения чувашской музыки, традиций, передачи нынешнему поколению беспредельно богатую историю нашего народа.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Мероприятин тӗллевӗсем: пултаруллӑ та талантлӑ вӗренекенсене‚ коллективсем хушшинче туслӑх ҫыхӑнӑвне аталанма пулӑшасси‚ ҫитӗнекен ӑрӑва илемлӗхе туйма вӗрентесси‚ чӑваш халӑх фольклорне сарасси‚ вӗрентекенсен пултарулӑх опычӗпе паллаштарасси тата професси ӑсталӑхне ӳстересси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Ӗҫ стажӗ ӑруран ӑрӑва Гиппократ ячӗпе тупа туса куҫтӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ район-хулара пурӑнакан пултаруллӑ ҫемьесене, пӗр-пӗр професси тӗлӗшпе ырӑ йӑлана ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракансене, Тав ҫырӑвӗ пачӗ, асӑнмалӑх парнепе - алла ҫыхмалли сехетпе - хавхалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарма тата спортпа туслаш- тарма условисем туса парассине тӗпе хураҫҫӗ ҫак ӗҫе пуҫаракансем.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе пуҫарнӑ «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен историйӗ социализм вӑй илнӗ тапхӑртах тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Вӗсем пирӗн ӑрӑва та, паянхи студентсене те, пулассисене те пӗтӗҫтерекеннисем.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паллӑ ӗнтӗ, республика умӗнчи тӗллевсене пурнӑҫлама пирӗн Чӑваш Ен аталанӑвне хастар хутшӑнма пултаракан ӑрӑва пӑхса ҫитӗнтермелле.

Очевидно, что для выполнения стоящих перед республикой задач нам необходимо воспитать поколение, способное принять самое активное участие в развитии Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе юратса ӳсме пулӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗсене паянхи ӑрӑва мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр, кашнин умӗнче пуҫ таятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Республика Пуҫлӑхӗ пушар хуралӗн тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн, патриот воспитанийӗ парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех