Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланмасть (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахиб ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Славян чӗлхине халӑх ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑлхи унӑн илтмест, каланине ӑнланмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл нимӗн те пӗлмест, мӗншӗн тесен «туссем пулатпӑр» тесе сӗнекен хӗрсене ӑнланмасть.

Он не знал ничего, потому что не понимал девушек, предлагающих «быть друзьями».

ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Джесси аппӑшӗ йӑмӑкӗ ҫухалнине ҫапла лӑпкӑн хакланине Детрей та ӑнланмасть, анчах унӑн ыйтса тӗпчеме вӑхӑт ҫук.

Детрей тоже не понимал, почему сестра Джесси спокойно отнеслась к исчезновению девушки, но у него не было времени для расспросов.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Илемпи хӑй умӗнче кам тӑнине чухларӗ ӗнтӗ, анчах тӳрех палӑртас темерӗ, тарӑху капланса килчӗ пулин те, ҫилле хӑвалама кирлӗ маррине те ӑнланмасть мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӗрарӑма пӗччен пӑрахса хӑварма аванах маррине ӑнланмасть мар Валери Соловин, анчах хӑй кунта ытлашшине те сисет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑнланмасть мар Валери: суд япалинче ырри нимех те пулас ҫук, паллах, анчах…

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ак тытӑнать ӳпкелеме (ӑна, упӑшкине, ӑнланмасть, карьера тума пулӑшмасть), пурнӑҫне ӳпкелеме (ӑнмасть, кипкепе ҫуралман), ашшӗ-амӑшне ӳпкелеме (укҫа-тенке хӑварман), ӗҫри хӑшпӗр юлташӗсене ӳпкелеме (ӑнланмаҫҫӗ, ӗҫӗнче ӳстермеҫҫӗ).

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑнланмасть мар-тӑр ватӑ ҫын, урӑхран хускатмасть ку калаҫӑва.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах Эверккине Ленинграда шӑнкӑртаттарма пит кӑткӑс мар пулин те (ҫапах килте телефон пурри мар та-ха), Илемпине телефон патне пыма мӗн тери кансӗррине ӑнланмасть мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Курман вӑл ку ҫынна кану ҫуртне киличчен, ну, пӗлмест, ну, нимӗн те ӑнланмасть; Пуҫватмӑш, турӑшӑн та, е куҫ пӑвни-и ку?

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл хӑй те хӑйне ӑнланмасть.

И он сам не понимает себя.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Кам ӑнланмасть?

— Кто не понимает?

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Мӗн каласшӑпччӗ эсӗ — никам та ӑнланмасть.

— Никто тебя не понял, что ты хотела сказать.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Капитан хӑй мӗн тунине пачах ӑнланмасть.

Капитан был совершенно невменяем.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл мана ӑнланмасть, эпӗ — ӑна.

Он не понимал меня, я — его.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӗскен: хӗр нимӗн те ӑнланмасть.

Девушка была далека от всякого понимания.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чӗри вӗлерес умӗнхилле талтлатса тапать, вӑл хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине ӑнланмасть.

Его сердце билось, как перед казнью, и он не понимал, что с ним.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл нимӗн те ӑнланмасть, анчах кунти тискерчӗк ӑнланать пулас, мӗншӗн тесен айккинелле аллине тӑсса кӑтартрӗ, тӑнӑ вырӑнта тӗпӗртеткелерӗ, татах темӗн хӑлаҫланкаларӗ.

Он ничего не понимал, но туземец, видимо, понял, так как показал рукой в сторону, начал топтаться на месте и прибавил еще какие-то жесты.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех