Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланатӑр (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешсене, кӑнтӑр ҫарӗнчи вунтӑваттӑмӑшӗнчисене, хӑвӑрах ӑнланатӑр (кунта Василий Иванович тутисене тивӗҫлӗн чӑмӑртаса хучӗ), пурне те пӗлсе тӑнӑ.

Тех-то, в южной-то армии, по четырнадцатому, вы понимаете (и тут Василий Иванович значительно сжал губы), всех знал наперечет.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫапах та эсир кӑна хӑвӑра май мӗнле те пулин ӑнланатӑр ӗнтӗ?

Однако вы объясняете это себе как-нибудь?

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Староста, паллах, пирӗн урасене чуптусах тав тӑвать, эсир ӑнланатӑр ӗнтӗ, ун пек телее кӗтме пултарайман-ҫке вӑл…

Староста, разумеется, нам в ноги; он такого счастья, вы понимаете, и ожидать не мог…

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Нимӗҫ пирӗн ҫӗр ҫине шаларан та шала кӗнине ӑнланатӑр ӗнтӗ эсир.

Вы сами понимаете, почему продвигаются немцы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Апла эсир ӑнланатӑр ӗнтӗ…

Вы же понимаете…

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Эсир эп кам пирки калаҫнине ӑнланатӑр.

Вы понимаете, о ком я говорю.

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Урӑхла ӑнланатӑр эсир мана! — ҫамрӑк работниксене кӳрентернӗшӗн каҫару ыйтнӑ пек, хуллен каларӗ Пробатов.

— Вы не так меня поняли! — как бы извиняясь, что огорчил молодого работника, тихо сказал Пробатов.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пире никам та ирӗксӗрлеме пултарайманнине эсир, Иван Фомич, хӑвӑрах ӑнланатӑр, эпӗ вара кунашкал ӗҫе хам пӗччен татса параймастӑп — ҫынсем ӑҫталла, эпӗ те унталла!

— Вы сами понимаете, Иван Фомич, что неволить нас никто не может, а я одна такое дело не решаю — куда люди, туда и я!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑнланатӑр эсир! —

— Понимаете вы! —

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак решение мӗншӗн йышӑннине ӑнланатӑр пулӗ тесе шутлатӑп…

Думаю, вы понимаете, почему принято такое решение…

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑвӑрах ӑнланатӑр: пӗр шухӑшламасӑр ӗҫе пуҫӑнма юрамасть.

Сами понимаете, ведь нельзя с бухты-барахты?

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ ӗнтӗ, паллах, сӑлтавне хӑвӑрах ӑнланатӑр, сапёрнӑй батальон штабне пыма пултараймастӑп, сирӗн те унта, ман шутпа, ним ӗҫ те ҫук.

Я же, по вполне понятным причинам, не могу являться в штаб саперного батальона, да и вам, мне кажется, делать там нечего.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эхе, эсир вырӑсла та ӑнланатӑр иккен, — терӗ Озеров.

— Ага, вы и по-русски понимаете, — заметил Озеров.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑвӑр та ӑнланатӑр пулӗ, кӑларса ярас килмест сире.

Сами понимаете, неохота вас выпускать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пирӗн Тӑван ҫӗршыва пысӑк инкек килсе тухнине эсир хӑвӑр та ӑнланатӑр.

Что вы сами понимаете, какие тяжкие испытания выпали сейчас нашей Родине.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Куна эпӗ сире ирӗклӗхе хам тутанса курнӑран ҫапла калатӑп, эхер те каялла, вараласа тултарнӑ читлӗхе ҫӗнӗрен килтӗм пулсассӑн, айӑпӗ кунта… ну, юрӗ-ҫке эппин… пурпӗрех, эсир ӑнланатӑр.

Говорю вам так, потому что я сам попробовал воли, и если вернулся назад, в загаженную клетку, то виною тому… ну, да ладно… все равно, вы понимаете.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах пӗлетӗр-и — темле пӗрин ҫумне пӗри ҫакӑ пӗтӗмпех, вара, ӑнланатӑр

Но знаете — все это как-то одно к одному, и, понимаете…

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кӗтме талӑка яхӑнах тиврӗ пулас, — шӑпах ҫур шывӗ ейӗлсе кайнӑ вӑхӑтчӗ ку, — эпӗ вара — эсир, паллах, ӑнланатӑр — хам валли йӑва буфетра ҫавӑртӑм.

Ждать приходилось, пожалуй, около суток, — это было во время весеннего разлива, — и я — вы, конечно, понимаете — свил себе гнездо в буфете.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Мӗнле ӑнланатӑр эсир «ирӗклӗх» тенине? — чӑркӑшма чарӑнмарӗ студент.

— Что вы понимаете под словом «свобода»? — не отставал от него студент.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Общество интересӗсене пула сирӗн интересӑра пӑртак хӗсӗрлемелле пулнине ӑнланатӑр ӗнтӗ эсир, — халӗ тата ытларах та калам: ку вӑл общество ырлӑхӗшӗн кирлӗ пулчӗ; анчах эпӗ ҫаплах сиртен, Александр Матвеевич, ҫакна ыйтасшӑн; ҫак кирлӗ пулнӑ япалана тунӑ чух унта тӗл пулакан чӑрмавсене эпӗ май пур таран ҫӑмӑллатма тӑрӑшӑп, ҫакна шанса тӑрӑр.

Вы поймете грустную необходимость более или менее нарушить ваши интересы для интересов общества, — могу сказать больше: для интересов общественного благоустройства; но точно так же я жду от вашего беспристрастия, Александр Матвеевич, и признания готовности моей сделать все возможное для возможного смягчения необходимой меры.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех