Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, Аркадий мунча ҫенӗхӗнче питӗ лайӑх ҫывӑрса кайнӑ: унта метник курӑкӗн шӑрши пулнӑ, кӑмака хыҫӗнче икӗ шӑрчӑк ыйӑха ямалла ӑмӑртсах чӗриклетнӗ.

И действительно, Аркадию отлично спалось в своем предбаннике: в нем пахло мятой, и два сверчка вперебивку усыпительно трещали за печкой.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Повстанецсем патронсене ҫеҫ мар, хӗрлӗармеецсен хулӑн тӗплӗ ботинкисене те, тӑлавар чӗркисене те, ӑшӑ пиншакӗсемпе ватка шӑлаварӗсене те, апат-ҫимӗҫне те тиркесе тӑмарӗҫ, ӑмӑртсах турта-турта илчӗҫ.

Повстанцы брали нарасхват не только патроны, но и толстоподошвенные желтые красноармейские ботинки, мотки обмоток, теплушки, ватные штаны, продукты.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурте, пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах тенӗ пек, чипер Оксанӑна мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкаҫҫӗ, юрласа ҫӳренӗ чух пухма ӗлкӗрнӗ апат-ҫимӗҫсемпе мухтанаҫҫӗ, хутаҫӗсенчен пӗчӗкрех ҫӑкӑрсем, колбасса, хуран куклисем кӑларса кӑтартаҫҫӗ.

Все наперерыв спешили рассказать красавице что-нибудь новое, выгружали мешки и хвастались паляницами, колбасами, варениками, которых успели уже набрать довольно за свои колядки.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах калама тытӑнчӗҫ:

Все бабы заговорили наперебой:

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл аялти койкӑ ҫинче тӑнсӑр, пӗр кӗске йӗм вӗҫҫӗн кӑна выртнӑ, кӳршӗре тӑракан тральщик ҫинчи икӗ тусӗ вара — татуировка ӑстисем — хӑйсен ӳсӗр фантазийӗпе чи намӑс япала шутласа кӑларасшӑн ӑмӑртсах, Давыдова тӗрленӗ.

Он без сознания лежал на нижней койке, в одних трусах, а два пьяных дружка с соседнего тральщика — мастера татуировки — трудились над Давыдовым, изощряя в непристойности свою разнузданную пьяную фантазию.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех