Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳренипе (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла кашни ҫын, сукмакпа пырса, мӑк шывне хӗссе кӑларнӑ, ҫавӑнпа та типсе пыракан сукмакӑн икӗ енӗпе, сукмак варрине пусса ҫӳренипе пулнӑ ҫӑлпа юнашар аллея пек ҫӳллӗ курӑк ӳснӗ.

Так и каждый человек, проходя по тропе, спускал воду из мха пониже, и оттого на осушенной бровке, рядом с ручейком тропы, по ту и другую сторону, аллейкой вырастала высокая сладкая трава белоус.

VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Халь килнисем ыттисен хушшинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хӑюсӑр ҫӳренипе е хӑраса ӳкнипе, ним тума пӗлмесӗр аптӑраса ӳкнипе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Прибывшие угадывались по неловким движениям, по страху и ошеломленности, застывшим на их лицах.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Салтаксем сӗтел патӗнче кӗпӗрленсе тӑнипе е чӳречесем патнелле чупкаласа ҫӳренипе Нюша инке карчӑк пит-куҫне кураймарӗ.

Солдаты, толпившиеся у стола, перебежали к окну, и тетя Нюша не смогла увидеть лица старухи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл хӑй вӗтеленсе ҫӳренипе амӑшӗ ҫинчен шухӑшлама та пултараймасть пулӗ, анчах амӑшӗн чӗри ҫӗпре ҫинчи пекех, пӑтранать.

Ей-то, может, в суматохе и не до матери, а материнское сердце, оно, как на дрожжах, — и возит, и возит его там внутри.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Фомин восстани ҫинчен, хӑйсен округ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе «рейд» тесе мухтанса, малтанхи кунсенче ӑҫта-ӑҫта тӗнче касни ҫинчен кӗскен каласа кӑтартрӗ.

Фомин коротко рассказал о восстании, о первых днях блуждания по округу, высокопарно именуя свои скитания «рейдом».

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫуран ҫынсем сайра хутра иртсе ҫӳренипе е тата ямшӑк урапи кӑлтӑртатса чупнипе хумханса илекен ирхи янӑравлӑ шӑплӑха казаксен хуллен илтӗнекен тикӗс утти нимӗн чухлӗ те хускатаймасть.

Граненой тишины утра, нарушаемой редкими пешеходами да дребезжаньем извозчичьей пролетки, почти не колебал четкий, чуть слышный шаг казаков.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта арпашса ҫӳренипе саланса кайнӑ сотня таса хире йӗркесӗррӗн тухрӗ.

Сотня, расчлененная блужданием по лесу, в беспорядке высыпала на чистое.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ унта-кунта ҫапкаланса ҫӳренипе те хӗл ирттерме пултаратӑп.

Я бы походя и так прозимовал.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку вӑл — каҫсерен ҫапла, кӑнтӑрла вара Аксинья хӑйӗн шухӑшӗсене ӗҫпеле тата хуҫалӑх тӑрӑх вӗткеленсе ҫӳренипе путарса пырать.

Это — ночами, а днем топила Аксинья думки в заботах, в суете по хозяйству.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Айта ҫапла йышӑнса хуратпӑр: вӑл ҫаратса ҫӳренипе ҫӳременнине колхозниксенчен ыйтса пӗлӗпӗр.

— Давайте так решим: грабил он или нет, выясним у колхозников.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кашни кунах ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳренипе вӑл ҫирӗпленнӗ, пичӗ хӗрелнӗ, хӑйне тертлентерекен тата тарӑхтаракан салхулӑхӗнчен те хӑтӑлнӑ.

Большую часть дня он проводил на свежем воздухе и от этого посвежел, порозовел; избавился он и от заикания, что так мучило его и, раздражало.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫиленнӗскер тата кунӗпе ҫӳренипе тарӑхнӑскер, вӑл хӑй ӑшӗнче питех те килӗшӳсӗр картинӑна курчӗ: утӑ ҫулакансем, авӑ, Татьянӑна хупӑрласа илнӗ, Татьяна тӑрать, сӑмах калать, Хворостянкина тем-тем каласа ылханать, питӗ кӳрентермелле сӑмахсемпе вӑрҫать — Хворостянкин ҫакӑн ҫинчен шутласа пынипе, тӳсеймесӗр, мӑшӑлтатса илчӗ те кучера хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ:

Злой и встревоженный, он рисовал в своем воображении неприятную картину: вот косари окружили Татьяну, а она стоит и произносит речь, клянет на чем свет стоит Хворостянкина, ругает такими обидными словами, что он, думая об этом, засопел и схватил рукой кучера за плечо:

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫил ҫинче ҫӳренипе тата эрех ӗҫнипе унӑн пичӗ хӗрелсе, кӳпчесе кайнӑ.

У него было одутловатое, красное от ветра и вина лицо.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хусанти университетра пирвайхи ҫур ҫул вӗреннӗ хушӑрах вӑл виҫӗ факультет улӑштарса пӑхнӑ, юлашкинчен вара ӑнланса илнӗ: ҫын ҫук вырӑнсенче ҫӗр айӗнче мӗн пуррине тӗпчесе ҫӳренипе ҫырлахма пултараймастӑп эпӗ.

За первый учебный год в Казанском университете он переменил три факультета и наконец понял, что его не прельщает перспектива жить и разведывать недра в нелюдимых местах.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нумай ҫӳренипе якалса лӳчӗркенсе пӗтнӗ костюмпа вӑл, шакла пуҫлӑ.

Он был в помятом дешевеньком костюме, потасканного, захудалого вида, с яркой розоватой плешиной.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ӗнер вӑл колхозниксене эвакуацилес тӗлӗшпе хыпӑнса ҫӳренипе, ҫав ӗҫре чӑрмавсем сике-сике тухнипе тата тӗрлӗрен кӳренмелли япаласем пулкаланипе шалтах ывӑнса ҫитнӗ.

Вчера он обессилел от хлопот по эвакуации колхозников, от неполадок, неизбежных в таком деле, и разных неприятностей.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах вӑл сасартӑк яла таврӑннӑ, — ҫӗтӗк пиншакпа, салхускер, сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе ватӑлсах кайнӑ-мӗн; ҫынсем ӑна кӗрнеклӗ сарӑ сухалӗнчен ҫеҫ палласа илнӗ.

Но вдруг он вернулся в деревню — угрюмый и постаревший от скитаний: его узнали только по светлой нарядной бороде.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Буг урлӑ анлӑн каҫса каякан вӑрӑм, ҫӳренипе якалнӑ, ҫуталса тӑракан пӗве варринче тӑратчӗ.

Он стоял на середине длинной укатанной, блестящей плотины, широко пересекающей Буг.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Чупса ҫӳренипе халтан кайсан, пиратсем, сывлӑш ҫавӑрас тесе, кимӗ ҫине кӗпӗрленсе кӗчӗҫ, анчах пӗр минут та иртмерӗ — каллех ҫыран ҫине сике-сике тухрӗҫ, каллӗ-маллӗ чупма тытӑнчӗҫ.

Утомившись этой бесцельной беготней, пираты бросались в лодку, чтобы перевести дух, но не проходило и минуты, как они выскакивали на берег и снова бегали взад и вперед.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку шӳт тӑвать, тесе ан шутлӑр эсир — шӳт тумастӑп; «шухӑшланах пулӗ-ха», ку йӑнӑшнӑ-ха, тесе те ан калӑр, — ҫук «шухӑшланах пулӗ-ха» тесе эпӗ сӑмахӑм ытла кӑнттам тухасран ҫеҫ каларӑм, хам вара эпӗ Невскипе уҫӑлса ҫӳренипе ҫӳременни пирки ҫынсем мӗн каланине питӗ аван пӗлетӗп, сире пӗтӗм чун-чӗререн калас-тӑк, ку япала мана акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул хушши кашни кунах шухӑшлаттарса асаплантарать.

Вы не подумайте, что я шучу, — нисколько; и не предположите, что я, может быть, ошибся в своем «наверное», — нет, это я так только для смягчения выразился «наверное», а я это положительно знаю, у меня на это есть доказательства, и я по чистой правде вам говорю, что вот уж три года ни одного дня не проводил я без тяжелого размышления о том, как мне быть по вопросу о моем гулянии или негулянии по Невскому.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех