Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗтӗлсе (тĕпĕ: ҫӗтӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Виҫҫӗн пултӑмӑр иккен-ха ӗнтӗ, тӑваттӑмӑш ҫын тупӑнӗ-ши пӗрех хут?» — ҫӗтӗлсе шухӑшласа пычӗ Янтул пур-ҫук укҫине тарлӑ ывӑҫӗнче чӑмӑртаса тытса.

«Ну вот, трое собрались, глядишь, и четвертый найдется», — с досадой подумал Яндул, сжимая потной рукой мятые бумажки.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, — терӗ хӗр ҫӗтӗлсе, хӑйне патак лекнишӗн Хветле айӑплӑ пулнӑ пек.

— Знала, — отозвалась девушка так, словно в том, что ее поколотили, была повинна Фекла.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ку ман валли те нимӗн илсе килмен-ши вара? — тесе ҫӗтӗлсе ларчӗ Тӗмеркке.

«Неужто и ко мне пришел с пустыми руками? — расстроенно подумал Тимеркке.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чӑвашла вӗренни ниме те кирлӗ мар, — терӗ Янтул ҫӗтӗлсе.

— Нет, не говори: учить чувашей чувашскому ни к чему, — раздраженно заключил Яндул.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Калаҫнӑ чухне кӑна мар — калаҫасса вӑл яланах тенӗ пек ҫӗтӗлсе те чӗрре кӗрсе, ҫынтан мӑшкӑлласа калаҫать, — апат ҫинӗ вӑхӑтра та, шухӑша кайса урамалла пӑхнӑ самантсенче те пичӗ ҫинчен хаяр сӑн каймасть, ҫаплах чунӗ тулашни, вӗчӗрхенни сисӗнсе тӑрать.

не только в разговоре или во взгляде глубоко посаженных острых глаз, но и в резких и частых движениях:

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ҫӗтӗлсе калаҫнине лӑпкӑн сӑнаса ларакан Ухтиван кулса ячӗ.

Недослушав болтовню Ивука, Ухтиван рассмеялся.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле Ивук пирки ҫӗтӗлсе шухӑшлать.

Илле пытается свалить свое невезение на сына.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑпатасем ҫӗтӗлсе тухсан та улӑштарма киле ямастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Чалӑшса кайнӑ керосинка ҫине ҫуллӑ хӑрӑм ҫыпҫӑнса пӗтнӗ чайникне лартса, вӑл тахҫантанпах ҫуман алшӑллипе аллисене шӑлкаларӗ те, стена ҫинчен темӗнле эрешлесе пӗтернӗ, этем пуҫла шӑлсӑр качака кӗлеткиллӗ пӗр чӗлӗм илсе ун ӑшне табак тултарчӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ пружинлӑ кресло ҫине ларчӗ, вӑл ларсанах тухса тӑракан пружинӑсем чанкӑртатса кайрӗҫ.

Поставив на кособокую фитильную керосинку залепленный жирной сажей чайник, он вытер руки о полотенце, не стиранное бог знает с какого времени, снял со стены причудливую трубку, с которой беззубо скалился резной козел с человечьей головой, набил трубку махоркой и сел на драное, зазвеневшее выпершими пружинами кресло.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗтӗлсе пӗтнӗ хаҫатри ҫӑкӑр ӑна хӑйне театрӑн канӑр залӗнче пек курма кансӗрлет.

Хлеб в истрепанной газете мешал ему представлять себя среди роскошной залы театра.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Франк матроссен фланель фуфайкиие; вӑл ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тахҫан кӑвак пулнӑскер халӗ вараланчӑк сӑрӑ; хура ластик шӑлаварна, чӗр куҫҫисен тӗлӗнче тӑваткал саплӑксем, — тӑрӑшсах ҫӗленӗ, анчах чӑлӑш-чалӑш, — шӑпине пула кӗсйинче йӗппе ҫип чиксе ҫӳрекен арҫынсем ҫапла саплаҫҫӗ.

Одет он был в рваную матросскую фуфайку, когда-то синей, а теперь грязно-голубой фланели, ластиковые черные брюки, заплатанные на коленях квадратами, вшитыми старательно, но криво, как штопают мужчины, вынужденные судьбой носить в кармане иголку и нитки.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӗррехинче анатоми кӗнекине, ҫӗтӗлсе пӗтнӗскере, уҫкаласа лараттӑм.

Однажды я раскрыл старую анатомию,

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Сулӑҫсем пӗренесене шутларӗҫ, укҫа тӳлерӗҫ те Мардпа вырӑнти лавккана уттарчӗҫ; вӑрӑ кунта ҫӗтӗлсе пӗтни вырӑнне йӗркеллӗ тумтир туянчӗ, сутуҫӑсемпе эрех ӗҫрӗ.

Плотовщики сосчитали бревна, уплатили деньги и пошли с Мардом в местную лавку, где вор купил приличное платье взамен изношенного и выпил с торговцами.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Гутан сентре ҫинчен хаҫатне ҫӗклерӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗскере Геллие тӑсса пачӗ.

Гутан взял с полки газету, протянул Гелли истрепанный номер.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем ҫапла пӗр-пӗринпе калаҫса ларнӑ ҫӗре, вагона, ансӑр алӑкран винтовкипе хирӗнкелесе, Володька шахтер кӗрсе тӑчӗ, — хӑйӗн кӗпи-йӗмӗ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑк лартма та май ҫук…

Так они сидели и рассуждали; в вагон, застревая винтовкой в узких дверях, вскочил Володька-шахтер, — штаны и рубаха на нем были одни дыры, некуда класть заплат…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анасласа ларакан Пархоменкоран пуҫне, темле лутӑрканса пӗтнӗ ҫырӑва вуласшӑн тӑрмашса ларакан Коля Рудневран пуҫне тата вунӑ кун хушши пӗрмаях арьергардри ҫапӑҫусенче пулса ҫӗтӗлсе, вараланса, ывӑнса ҫитнӗ — халӗ кӗтесре сӗвенсе, алли ҫине пуҫне хурса ҫывӑракан Лукашран пуҫне, — пурте хӑйсен шухӑшне каласа параҫҫӗ.

Высказывались все, кроме позевывающего Пархоменко, кроме Коли Руднева, занятого каким-то неразборчивым письмом, и Лукаша, — этот провел десять дней в арьергардных боях, весь был оборванный, грязный, — подперев щеку, привалясь в угол — спал.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ҫӗлӗк ҫук, — терӗ Алеша хулен, — ҫӗтӗлсе кайрӗ.

— Нема шапки, — тихо ответил Алеша, — порвалась шапка.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫитменнине тата манӑн тумтирӗмсемпе пушмаксем те ҫӗтӗлсе ҫитнӗччӗ, вӗсем вырӑнне манӑн ҫитес вӑхӑтрах мӗнле те пулин япаларан е еху тирӗнчен, е тата ытти чӗрчун тирӗнчен ҫӗленӗ тумтирсемпе пушмаксем тӑхӑнма тивет.

Тем более что моя одежда и обувь очень износились и в недалеком будущем их придется заменить какими-нибудь изделиями из кожи еху или других животных.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫӗтӗлсе ҫурӑлса пӗтнӗ пулсан та виҫӗ тетрадьсӗр пуҫне ыттисем пурте упранса юлнӑ.

Многие тетради измялись, разорвались, но все они сохранились, кроме трёх.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫитменнине тата вӗсен хӑшпӗр кӗнекисем е ҫӗтӗлсе, е восстанисем вӑхӑтӗнче ҫухалса пӗтнӗ.

К тому же много книг истлело от времени или погибло в эпохи народных волнений.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех