Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. мӗншӗн эсир Израиль ҫӗрӗнче «ашшӗсем йӳҫӗ иҫӗм ҫырли ҫинӗ, ачисен шӑлӗ шаннӑ» теекен ытарлӑ сӑмаха асӑнатӑр?
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ Ассур ывӑлӗсемпе те асрӑн — тӑранаймарӑн; вӗсемпе асрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн; 29. хӑвӑн ясар ӗҫӳсене Ханаан ҫӗрӗнче Халдея ҫӗрне ҫитичченех сартӑн, нумайлатрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар, 3. кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ; 4. эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 22. этем ывӑлӗ! сирӗн патӑрта, Израиль ҫӗрӗнче, ҫакӑ каларӑш мӗне пӗлтерет вӑл: «чылай кун иртӗ те, пророк курни пӗтӗмпех ҫухалӗ» теетӗр.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ) 3. Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Савӑн та хӗпӗрте, Уц ҫӗрӗнче пурӑнакан Эдом хӗрӗ!
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аманнисем Халдея ҫӗрӗнче, чиксе пӑрахнисем Вавилон урамӗсенче выртчӑр.4. Пораженные пусть падут на земле Халдейской, и пронзенные - на дорогах ее.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн управӑшне уҫрӗ те ҫавӑнтан ҫилли савӑчӗсене илчӗ: Ҫӳлхуҫанӑн, Саваоф Туррӑн, халдейсен ҫӗрӗнче ӗҫ пур.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Феман ҫӗрӗнче текех ӑслӑлӑх ҫук-и вара? ӑслӑ-тӑнлисен канашӗ пӗтрӗ-и вара? вӗсен ӑслӑлӑхӗ иксӗлчӗ-и вара?
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр: 10. ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне тимлесе итлӗр: Эпӗ Хамӑн аслӑ ятӑмпа тупа турӑм, тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче те Ман ятӑма асӑнакан пӗр иудей те пулмӗ, вӗсенчен нихӑшӗ те: «Ҫӳлхуҫа Турӑ чӗрӗ!» тесе калаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ: 16. эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Паян Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑр патӑрта иудейсем хушшинчен упӑшкӑрсемпе арӑмӑрсене, ҫитӗнсе ҫитнӗ яшсемпе пӗчӗк ачӑрсене тӗппипе, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе, 8. хӑвӑр аллӑр ӗҫӗпе, хӑвӑр пурӑнма пынӑ Египет ҫӗрӗнче ют турӑсене тӗтӗрнипе Мана ҫиллентерсе мӗншӗн хӑвӑр чунӑршӑн ҫав тӗрлӗ усал ӗҫ тӑватӑр-ха эсир — хӑвӑра пӗтерес, ҫӗр ҫинчи ытти халӑхсем умӗнче ылханпа мӑшкӑл айне пулас тесе-и?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна Египет ҫӗрӗнче пурӑнакан, Магдолра, Тафнисра, Нофӑра тата Пафрос ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ пӗтӗм иудей ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Эпӗ Иерусалим ҫине, Иудейӑн мӗнпур хули ҫине янӑ хӗн-асапа куртӑр; ҫав хуласем вырӑнӗнче паян ишӗлчӗк купи ҫеҫ выртать, унта никам та пурӑнмасть, 3. ҫакӑ вӑл вӗсем усал ӗҫсем туса Мана ҫиллентернӗшӗн, хӑйсем те, эсир те, сирӗн аҫӑрсем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрсе вӗсене пуҫҫапса пурӑннӑшӑн пулчӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ; 44. ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.