Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шлепки, — сарлака хӗррисене ӗнси енчен шурӑ тутӑр ҫӗлесе хунӑ, — улӑп ҫинчи палатка евӗр курӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Йӗкӗт, ахӑртнех, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах ҫӗнӗлӗхе ерипен ярса тытаканскер, — вӑл кашни йышӑн ылтӑн тӗшши евӗр темелле; ӑна сӗтел пек, тӗплӗн ҫӗлесе хунӑ тӳме пек — нимӗнпе те хирӗҫлейместӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Комендантӑн ҫирӗм икӗ хутчен ҫутатса тасатнӑ сарӑ пушмакне шӑп та лӑп ҫакӑн чухлех ҫиппе ҫӗлесе хунӑ е пралук татӑкӗсемпе ҫирӗплетнӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Пэда йӑтса килчӗҫ; унӑн кӗлетки, брезента тӗплӗ ҫӗлесе хунӑскер, ҫыхса лартнӑ капмар тюлень пекрех.Принесли Пэда; тело его, плотно зашитое в брезент, походило на огромного связанного тюленя.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫӗлесе пӗтерсен Ассоль япалине кӗтесри сӗтел ҫине хуҫлатса хучӗ.Кончив шить, Ассоль сложила работу на угловой столик, разделась и улеглась.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӑвакарнӑ кӑтри улӑм шлепки айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса выртнӑ; сенкер шӑлавар ӑшне чикнӗ кӑвак кӗпепе, вӑрӑм кунчаллӑ атӑпа вӑл сунарҫӑ пекех; шурӑ ҫухавапа галстук, тӑхине кӗмӗлпе ҫӗлесе илемлетнӗ пиҫиххи, ал туйи, никельпе витнӗ ҫӗнӗ ҫӑраллӑ сумкка вара вӑл хула ҫынни иккенне ҫирӗплетеҫҫӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Раҫҫей Президенчӗ хушнипе ҫӗршыва инфратытӑмпа «ҫӗлесе» ҫыхӑнтарас енӗпе анлӑ ӗҫ пырать.По поручению Президента России проводится масштабная работа по инфраструктурному «сшиванию» страны.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Тепӗр икӗ тирӗнчен хӑнтӑр тытса чӗркуҫҫи патнех ҫитекен шалпар кӗпе ҫӗлесе панӑ.Из двух других шкур сделана была широкая, обшитая бахромой рубаха, доходившая почти до колен.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫӳлти пайне, урӑхла каласан, кунчине вӑл тискер кайӑксен хӗрлӗ тӗслӗ йӗпписемпе илемлетнӗ; кашни йӗппинех вӑл ҫинҫе те ҫирӗп шӑнӑрпа ҫӗлесе лартнӑ.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫак порошока вӗсем анчах сӳнӗ чӗр тиртен ҫӗленӗ михӗ ӑшне тултарнӑ, шӑтӑкӗсене вара ҫирӗп ҫӗлесе лартнӑ.Этой смесью набивали мешки из свежих шкур, а отверстия мешков зашивали.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӗчӗк те лайӑх туфли ҫине ҫутӑлакан шӑрҫасем ҫӗлесе лартнӑ тата тӗрлӗ тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗсем тунӑ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
— Аттен апат ҫиме лариччен чӗлхине анса каясран ҫӗлесе хумалла пулать.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫийӗнче унӑн «окопра» лӳчӗркеннӗ, каптӑрмисене татса пӗтернӗ шинель, хӗрлӗ лента ҫӗлесе янӑ салтак картусӗ.Один в «окопной», с оборванными крючками, шинели, в солдатском картузишке с красной ленточкой.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анисим Иванович мана атӑ ҫӗлесе пачӗ, вара эпӗ урама тухма пултартӑм.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Мархва аппа мана костюм ҫӗлесе парать.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унта сана Мархва аппу костюм ҫӗлесе парать.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Турӑ лаша пулӑшнипе ултӑ эрне хушшинче эпӗ индеецсем пирога текен кимӗ майлӑ, анчах вӗсен пирогинчен пысӑкрах кимӗ турӑм, унӑн ӑшне тирсем сарса вӗсене хам хатӗрленӗ ҫиппе лайӑх ҫӗлесе лартрӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шухӑшласа пӑхсан, эпӗ икӗ чукмар туса хатӗрлерӗм; пысӑк пуҫӗсене, ҫапсан клавишсене ҫӗмӗресрен тата ҫапнӑ чух сасӑ ан тухтӑр тесе, шӑши тирӗ витсе ҫӗлесе лартрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король майри хушнипе мана унта шыраса тупнӑ чи ҫӳхе пурҫӑн материрен костюм ҫӗлесе пачӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл аран-аран шыраса тупнӑ чи ҫинҫе пиртен мана ҫичӗ кӗпе тата ытти шурӑ хатӗрсем ҫӗлесе пачӗ, анчах ку пир ним суйса каламасӑр пирӗн лапрашки пиртен те хулӑн та хытӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.