Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлрах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫемьепе ҫӗклем ҫӑмӑлрах.

С семьей ноша легче.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пӗчӗк тата вӑтам предприятисен вӑйлӑрах енсем пур: вӗсем куҫӑмлӑрах шутланаҫҫӗ, тухӑҫлӑрах ӗҫлеҫҫӗ тата ҫӗннине ҫӑмӑлрах йышӑнаҫҫӗ.

У малых и средних предприятий есть свои преимущества: они более мобильные, продуктивные и быстрее воспринимают новое.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Малашне ӗҫ тупма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе 43 ҫынна хушма профессие вӗренме янӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Маларах асӑннӑ В. Волков та 60-тан иртнӗ ав, анчах тепӗр ҫамрӑкран та ҫӑмӑлрах кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

16. Ӑссӑр-тӑнсӑр ҫынна тӳсессинчен хӑйӑр йӑтма, тӑвар, тимӗр катрамӗ йӑтма ҫӑмӑлрах.

16. Легче понести песок и соль и глыбу железа, нежели человека бессмысленного.

Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Этем ывӑлӗсем — ҫил варкӑшӗ ҫеҫ; ар ывӑлӗсем — ултав; вӗсене тараса ҫине хурсассӑн, вӗсем пурӗ пӗрле те ҫил варкӑшӗнчен ҫӑмӑлрах.

10. Сыны человеческие - только суета; сыны мужей - ложь; если положить их на весы, все они вместе легче пустоты.

Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Каламаллине калӑп та — мана ҫӑмӑлрах пулӗ; апла калаҫам эпӗ, тавӑрса калам.

20. Поговорю, и будет легче мне; открою уста мои и отвечу.

Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пирӗн уйрӑм пӗчӗк, ҫавӑнпа ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин палӑртнӑ тӑрӑх, совет саманипе танлаштарсан, халӗ выльӑх-чӗрлӗх усрама чылай ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Капла ҫуркунне ҫӑмӑлрах, хими хутӑшӗсемпе сахалрах усӑ куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Апла пулин те планшетпа усӑ курса электрон мелпе хатӗрленӗ документсене шутлама ҫӑмӑлрах та, хӑвӑртрах та.

Куҫарса пулӑш

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паллах, ӑна бюджета куҫарттарсан социаллӑ ыйтусене татса пама та ҫӑмӑлрах пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех