Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑваҫҫӗ (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйри бригадӑсем вырнаҫнӑ ҫӗрте ҫын сасси кӗр-кӗрлесе тӑрать — хӑшӗсем, шыв катки тавра тӑрса, питне ҫӑваҫҫӗ, теприсем, катмакӗсене ырана хатӗрлесе, мӑлатукпа ҫапса янратаҫҫӗ; айккинче вучахсем ялкӑшса выртаҫҫӗ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсем сурӑх какайӗпе ҫӗрулми пиҫекен хурансем умӗнче кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Когда в таборах стояли шум и гам — кто умывался, окружив бочку с водой, кто стучал молотками, готовя на завтра тяпки, а в сторонке пылали костры и кухарки хлопотали вокруг котлов, в которых доспевал картофель с бараниной.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем пичӗсене ҫӑваҫҫӗ, апатланма пухӑнаҫҫӗ.

Казаки умывались, шли за едой.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫумӑрсем сайра ҫӑваҫҫӗ, тырӑсем ирех пиҫсе ҫитрӗҫ.

Редко падали дожди, и хлеб вызрел рано.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Медпунктра фельдшерицӑсем суранланнине ҫӑваҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Пока раненого перевязывали и обмывали на медпункте фельдшерицы,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унта та хӗрсех ӗҫлеҫҫӗ: хӗрарӑмсем савӑт-сапа ҫӑваҫҫӗ, сӗтелсене хыраҫҫӗ, нӳрлӗ сухарипе галетсене типӗтеҫҫӗ.

Там тоже шла работа: женщины мыли посуду, скоблили столы, сушили на противнях отсыревшие сухари и галеты.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тропикри ҫӗршывсенче, паллӑ ӗнтӗ, ҫумӑрсем питӗ вӑйлӑ пулаҫҫӗ, хӑшпӗр вӑхӑтра пӗр чарӑнмасӑр темиҫе кун хушши ҫӑваҫҫӗ.

В тропических странах дожди, как известно, бывают чрезвычайно обильны и в определенное время года льют без перерыва много дней.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пирӗн хӗрарӑмсем те сирӗн кӗпе-йӗме те ҫӑваҫҫӗ, тӗрлӗ апат пӗр тӳлевсӗр хатӗрлеҫҫӗ…

И бабы наши и обстирывают вас, и всякую пищу готовят бесплатно…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чашкӑ-тиркӗ янӑрать, стакансем ҫӑваҫҫӗ, ҫунӑ чухне стакансен юрлакан сассисем илтӗнеҫҫӗ.

Музыкально звучала полоскательница, в которой мыли поющий стакан.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Салтаксем тин ҫеҫ апат ҫинӗ те чӳрече умӗнче кашӑксене ҫӑваҫҫӗ.

Солдаты как раз только что пообедали и полоскали на подоконнике ложки.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чикӗре салтаксем ӑшӑх таса шывра кӗписене ҫӑваҫҫӗ, пурте ҫаксем хӗвел ҫуттипе уҫҫӑн палӑрса, кинори пек лайӑх курӑнса пароход пынӑ майӗн хуллен шуса юлаҫҫӗ.

Фигурки солдат пограничной стражи, стирающих белье в мелкой хрустальной воде, все это, подробно освещенное солнцем, почти бесшумно двигалось мимо парохода, отчетливое и прозрачное, как переводная картинка.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫурҫӗр Двина шывӗн хӗрринче китаецсем урамрах кӗписене ҫӑваҫҫӗ те вӗсене пысӑк чулсем ҫине сара-сара хӗвел ҫинче типӗтеҫҫӗ, пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа хӑйсем темен сӳпӗлтетеҫҫӗ.

Китайцы стирали рубахи в Северной Двине, прямо под набережной, и, громко болтая на своём гортанно-глухом языке, растягивали их под солнцем между большими камнями.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗвере машинисене ҫӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

38. Хапха патӗнче пӗр пӳлӗм пурччӗ, унта пӑлтӑр витӗр кӗмеллеччӗ: ҫавӑнта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме илсе килнӗ выльӑха ҫӑваҫҫӗ.

38. Была также комната, со входом в нее, у столбов ворот: там омывают жертвы всесожжения.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех