Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑвӗнче (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче медицинӑпа пӗрлех спорт та ҫыннӑн сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫине пусӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пынине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

«Кукка патне пыр. Эпӗ унта кӗтӗп сана», — тесе ҫырнӑччӗ Якур хӑйӗн юлашки ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ кӑҫалхи Ҫырӑвӗнче хамӑр республикӑрах пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑхсем туса илессипе тухӑҫлӑрах ӗҫлемеллине палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

«Кӑнтӑр хӗрӗсем ман пек кӑна мар, питӗ чипер пулӗ, эсӗ унта, вӗсене курса, мана маиса та кайӑн», — хурланать вӑл ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тата тепӗр ҫырӑвӗнче эпир Иван Алексеев тӑван литературӑна мӗн тери юратнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӑйӗн шкулти тантӑшӗ патне янӑ ҫырӑвӗнче Ваня ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑшне ҫак сӑмахсемпе уҫса парать:

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗр ҫырӑвӗнче Виссарион Игнатьевич ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ҫырма-ҫатра — чӑваш ҫӗршывӗн инкекӗ, унпа ҫине тӑрса кӗрешмесен пирӗн уйсене вӑл вупӑр карчӑкӗ пекех ҫӑтса ярать, халӑха выҫӑ хӑварать», — ҫапла ҫырнӑччӗ пӗр ҫырӑвӗнче Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркаш хӑйӗн ҫырӑвӗнче «Ҫиҫӗм» колхоз председательне Ежеметьева та ҫивӗччӗнех ҫунтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Икӗ ҫырӑвӗнче те пӗр пек шухӑш палӑрать: Шӑпчӑккассинчи клуб час-часах хупӑ тӑрать иккен, унта киносӑр пуҫне ним те пулса иртмест, плакатсемпе лозунгсем улшӑнмаҫҫӗ — Санарова клуб пуҫлӑхӗ ӗҫлемесӗрех укҫа илсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Пур темелле, майӗпе, — тет писатель 1930 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Унӑн ҫырӑвӗнче ҫак йӗркесене вулатӑн та критик ӑсӗшӗн, вӑл искусствӑ ыйтӑвӗсене марксистла ӑнланнӑшӑн чун-чӗререн савӑнатӑн: «Искусствӑ — искусствӑшӑн ҫеҫ пулмалла мар, вӑл ӗҫ халӑхне хӑйӗн пурнӑҫне илемлетме, ҫӗнетме пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче халӑха социаллӑ пулӑшу памалли ыйту ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Ҫакна ЦИК ҫырӑвӗнче те палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Анчах ҫырӑвӗнче темӗнле сивлеклӗх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ахальтен асӑнмасть пуль ҫармӑс мӑрсине ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Донецк Халӑх Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Желтяков салам ҫырӑвӗнче ҫапларах ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче Сулейманпа Сахиб-Гирее пӗр юртри ҫӗр-шывсем хушшинче туслӑхпа тӑванлӑх союзӗ туса хума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Лев Борисович: «Пыратӑп. Ҫитес кунсенчех пырса ҫитетӗп», — тесе ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех