Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыранран (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыранран пӗр-ик утӑм шаларах шыва кӗрсен, анчӑка Атӑлӑн хӑйӑрлӑ тӗпӗ ҫине антарса тӑратрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫан-ҫурӑма чӑлт-чалт! сирпӗткелесе, шывра шӑмпӑр-шӑмпӑр! шӑмпӑртаттарса пырса, ҫыранран шаларах кӗтӗм, вара вӗт пулӑ вӗрӗлтетекен тӗлте шыва ӑтӑр пек шуххӑн-шухӑшсӑррӑн кӗмпӗр!! чӑмрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах ҫыранран кӗрлесе анакан бульдозерсем ку таврари Атӑлшӑн ӗмӗр-ӗмӗр асра юлмалли куна паллӑ туса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Озеровсем тӑракан вырӑнтан сылтӑмра, ҫыранран инҫех те мар, икӗ хутлӑ, унтан пӗр хутлӑ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем, Нурулла мыскарипе йӳпсӗнсе, Палас тулса пынине те, Хветут хыҫӗнчи кукӑрта пӑр капланнипе шыв Упа авӑрӗ тӗлӗнче ҫыранран тухса урама шӑп ҫурмалла татса кайнине те сисмесӗрех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инкек-синкекрен шикленсе (ун пекки кашни ҫуркуннех. пулать), ҫавӑнтах амӑшӗсем ыткӑнса ҫитеҫҫӗ, ачисене аллисенчен ҫатӑрласа тытса, ҫыранран аяккарах сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Государь валли ҫыранран кӑшт аяккарах лартнӑ пысӑк чатӑр чылайччен Атӑл ҫинчи ҫилкӗҫ пек вылянкаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара государь валли ҫыранран инҫех мар пысӑк чатӑр вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне унта темиҫе чиркӳ, воеводӑсем валли чаплӑ ҫуртсем, аслӑ княҫа йышӑнма уйрӑм пӳлем пулмалла, ҫӗр айӗнчен ҫӳреме пӗр ҫыранран тепӗр ҫырана вӑрттӑн ҫулсем чавмалла.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫыранран инҫе мар кирпӗч хӗртетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кимӗсем юханшыв варрине ҫитеспе ҫеҫ хӗрсем ҫыранран уйрӑлчӗҫ те кунта лавсем ярасси пирки каламай ялалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кимӗсем ҫыранран хускалса кайнӑ чухне Атӑл ҫинче нимле пароход та курӑнмастчӗ, ҫамрӑксем хӑйсене «Мӗн парохочӗ пултӑр халӗ пӑр ларас ӳмӗн?» тесе те лӑплантарчӗҫ, тепӗр ҫырана ҫитеспе вара ҫӳлти кӳкӑртан кӗтмен ҫӗртен икӗ баржа кӑкарса янӑ буксир персе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ытла вӑйлӑ ҫусан Казанка шывӗ те ҫыранран тухма пултарать.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Наци паркӗн территорийӗ Бакон тӑвӗсенче кӳллӗн ҫурҫӗр ҫыранӗ хӗррипе Балатонфюредран пуҫласа Кёстхее ҫити выртать, чикки ҫыранран кӑшт аяккарах иртет.

Территория национального парка пролегает вдоль северного берега озера от Балатонфюреда до Кёстхея в горах Баконь, граница проходит на некотором удалении от берега.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Хӑйне тытса чараймасӑр Моргиана хӑмӑшпа хупланнӑ ҫивӗч чул муклашкине ҫӗклерӗ, хысакӑн сӗвек енӗпе йӑраланса хӑпарчӗ, — унта, путӑксемпе чул катрамӗсен хушшинче, ӑна тепӗр ҫыранран асӑрхаймаҫҫӗ; хысак хӗрринех шуса ҫитрӗ, аялалла тӗмсӗлет.

Став невменяемой, Моргиана взяла из камышей острый камень и вскарабкалась по отлогой стороне скалы, где, среди впадин и глыб, нельзя было заметить ее с другого берега; она подползла к краю, взглянув вниз.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫынсене бортран ывӑтни пулкаланӑ, анчах антарса хӑварманах, сире, ав, тип ҫӗр ҫинчи пек — ҫыранран ҫӗр мильӑра…

Бывало, что людей бросали за борт, но не ссаживали, по крайней мере — как на сушу — за сто миль от берега.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Браунӑн «Арматор тата Тиев» кантурӗ, кунашкал кантурсенчен ытларахӑшӗ пекех, ҫыранран инҫех мар вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та автомобиль кирлӗ мар.

Контора Брауна «Арматор и Груз», как большинство контор такого типа, помещалась на набережной, очень недалеко, так что не стоило брать автомобиль.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑвайта пур енчен те тӗмсем хупланӑ, сутӑнчӑкла ҫутӑ йӑрӑмӗсем шывалла ӳкмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та чака-чака пытанакансем, тӗрӗсрех вара тапӑнакансем, ҫыранран курӑнмаҫҫӗ.

Так как кусты густо окружали костер, то на воду не падало предательских отсветов, и отступающие, вернее, нападающие, были невидимы с берега.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑнпа лӑпланнӑ Гент халӗ ҫыранран куҫӗсене вӗҫертмест, унта вара — хускалу.

Успокоенный в этом отношении, Гент обратил все внимание на берег, где начиналось движение.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл хысаклӑ ҫыранран сулланкаласа килет, хӗрӳллӗ хӑй, тарне сӑмса тутрипе сӑтӑркалать, мана курсан пуҫне аякранах сӗлтрӗ; ун патне пырса тӑтӑм — хам питех кӑмӑллӑ мар, мӗншӗн тесен ҫухатрӑм, — о, хумхантаракан мӗн чухлӗ сӑмахпа парне ҫухатмарӑм-ши! —

Он брел от берегов выступа, разгоряченный, утирая платком пот, и, увидев меня, еще издали покачал головой, внутренно осев; я подошел к нему, не очень довольный, так как потерял, — о, сколько я потерял и волнующих слов, и подарков!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех