Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырана (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑхӑр ҫулта чухнех вӑл пӗр ҫырантан тепӗр ҫырана — виҫҫӗр метр сарлакӑшне ишсе каҫатчӗ.

Уже девяти лет он мог переплывать его от берега до берега — расстояние в триста метров.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӑван хӗрлӗ те ҫинҫе вуллисем ҫырана илемлӗн карса тӑраҫҫӗ.

Красные и тонкие стволы ветлы изящно вытянуты вдоль берега.

Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кимӗ хӑвӑрт кайнӑ, анчах тӗтре питӗ ҫӑра пулнӑран, таркӑнсем ни ҫырана, ни шыва, ни кӗсменсене курман.

Лодка плыла быстро, но туман был такой густой, что беглецы не видели ни берега, ни воды, ни весел.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫынсем ӑна ылханса, Метробишӗн макӑрнӑ хушӑра — Арторикс чиперех тепӗр ҫырана ҫитнӗ те Ӗмӗрхи хула ҫинче ҫӑралсах пыракан тӗттӗмре ҫухалнӑ.

Пока собравшиеся посылали ему проклятия и оплакивали судьбу Метробия, Арторикс благополучно достиг другого берега и скоро скрылся во мраке, все более сгущавшемся над Вечным городом.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Асаннепе эпир ҫырана тухрӑмӑр, вӑл каллех мана: — Питӗ начар турӑн эсӗ! Питӗ начар! — терӗ.

Мы с бабушкой пошли на берег, и опять она сказала: — Очень плохо ты сделал! Очень плохо!

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫырана ҫиҫӗмлӗ ҫумӑр ҫуса тасатнӑ.

Берег прибран и умыт грозой.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эсир хӑвӑрах-и?.. — хирӗҫлесе тархаслать Костя, анчах куккӑшӗ чӗнмест, вӑл вара ҫырана тухать.

Разве вы сами?.. — умоляет и протестует Костя, но дядя молчит, и он вылезает на берег.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫумӑр хулленрех ҫума пуҫлать, ун витӗр халӗ ҫырана та курма пулать ӗнтӗ.

Дождь становится тише, в струящейся пелене его уже можно смутно различить берег.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Инкек мӗн пулас пулсан, куккӑшӗ кирек хӑш самантрах кимӗ туртса ҫавӑрма пултарать, вара вӑл ҫырана пырса тӑрӑнӗ.

В случае чего, он в любой момент может повернуть лодку, и она уткнется в берег.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шап-шурӑ курӑнакан хӑва тӗмӗсем ҫӗр ҫумне ҫити пӗшкӗнсе ларнӑ, йӑмрасем хӑйсен хулӑ-аллисемпе сулкаласа лараҫҫӗ, хура та кӑпӑклӑ шыв ҫырана пырса ҫапӑнать, хаяррӑн вӗресе илет те татах пырса ҫапӑнать.

Побелевший тальник прижат к земле, ивы размахивают своими руками-плетьми, черная взмыленная вода бросается на берег, яростно вскипает и бросается снова.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пуринчен малтан ялав ҫӗкленӗ Митя ҫырана сиксе тухать, ҫавӑнтах вӑл команда парать:

Первым спрыгивает на берег, держа флажок, Митя и подает команду:

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кам лайӑх авӑсать, ҫавӑ Ефим Кондратьевича хулла ҫырана тиесе каҫма пулӑшӗ.

Кто хорошо гребет, будет помогать Ефиму Кондратьевичу перевозить.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кунта хӑвӑрт юхакан шыв ҫырана ҫисе кайнӑ, ҫыран ҫумӗнчех тӗпсӗр тарӑн шыв ҫаврӑнса тӑрать.

Здесь быстрое течение подмыло берег, у самого обрыва крутит, бучится вода над омутом.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Темиҫе бакен — хӗрлисене те, шуррисене те — ҫырана ретӗн лартса тухнӑ, леререх вара, икӗ юпа хушшинчи кашта ҫумӗнче, ула сӑрланӑ вешкӑсем тӑраҫҫӗ.

Несколько бакенов, белых и красных, выстроились рядком на берегу, а дальше, опираясь на перекладину между двумя столбами, стоят полосатые вешки.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя шыв ҫырана кӑларса пӑрахнӑ туратсен, тымарсен, ҫӗмӗрӗлнӗ япала юлашкисен купине ҫывхара сӗтӗрсе пырать, вӗсене июнь уйӑхӗнчи хӗрӳ хӗвел тахҫанах типӗтсе хунӑ ӗнтӗ.

Костя подтаскивает поближе ворох веток, корней, всяких древесных обломков, выброшенных водой на берег и давно уже высушенных жгучим июньским солнцем.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫапах та ҫырана тухса курма май килмест.

Однако на берег сойти не удается.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑн ҫырана тухса курасси килет, анчах помощнике итлемесен юрамасть.

Косте хочется сойти на берег, но отказать помощнику нельзя.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Кунта, картта ҫине пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра, сисеймӗн те, ҫырана пырса тӑрӑнӑн, — тет рулевой.

— Тут, пока на карту глядишь, так в берег и врежешь, — говорит рулевой.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Е чӳречене уҫмастӑп тесе сӑмах паратӑн, е эпир халех ҫырана тухатпӑр, вара эсӗ ниҫта та каймастӑн!

И вообще — или ты обещаешь, что не будешь открывать окно, или мы сейчас же идем на берег, и ты никуда не поедешь!

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫырана, ахӑртнех, чутланӑ плитасемпе авалах сӑрса тухнӑ.

Берег был обложен, видимо, древними, тёсаными плитами.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех