Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырана (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ик-виҫ утӑм турӗ ҫеҫ — ҫырана тухса та тӑчӗ, ҫӳлелле тапаланчӗ, вара, лӑштӑрах кайнӑскер, тӗмеллӗ вырӑна пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрик утӑм турӗ кӑна — ури ҫырана пырса та тӑрӑнчӗ: юхан шывӗ сарлакӑшӗпе тӑрна та сиксе каҫмалласкер кӑна пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каллех темиҫе хут шуса ӳкесси те, шывлӑ, йӑлмах чуллӑ юшкӑна сӑмсапа сухаласси те пулчӗ, анчах ку хутӗнче хӑйне пуҫҫаптаракан ту-чакӑллӑ ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр зажигалкине сӳнтерчӗ, вара, ҫыран хӗрринчи вӗтӗ чулсене пӑнчӑлт-пӑнчӑлт ӳкерсе, пӗр урипе хӑй тӑракан ҫӗртен вирлӗн каялла тапса ячӗ те хирӗҫле ҫырана тӳп! сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Часах гидростроительсен пӗрремӗш отрячӗ В. Кручинкин коммунист, Ленин орденӗн кавалерӗ, ертсе пынипе Ҫӗнӗ Шупашкар тӗлӗнчи ҫырана ҫитсе чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Темиҫе эрне хушшинче ҫырана виҫҫӗр ҫулхи юман вулли пек хулӑн трубасем пушатса тултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫырана ҫурса анакан ҫара шырлансем, йӑшса тӑракан хӗрлӗ хӑйӑр, тӗл-тӗл ӳсекен ҫатӑрка тӗмӗсем…

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Юлан утсем сылтӑм ҫырана ҫитсе сӑрт хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сылтӑм ҫырана халӑх ытларах та ытларах пуҫтарӑннине асӑрхарӗҫ те ӗнтӗ, чарӑна-чарӑна тӑрса аякранах тем кӑшкӑрма, каҫса пӑхӑр-ха, халех пеме пуҫлатпӑр тенӗ пек, пищалӗсемпе юнама тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, хум ҫинче ише-ише ҫырана та тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп халлӗхе тӳрех вӗҫтеретӗп-ха, нихӑш ҫырана та чарӑнса тӑма шутламастӑп, — татах куласшӑн пулчӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫакӑ пур: юхан шывпа пынӑ чух хӑш ҫырана та пулин пурӗ пӗр чарӑнмалла-ҫке — е сылтӑма, е сулахая.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсем ҫырана тухма васкаса сарлака пусма хучӗҫ, ун ҫине пӗр тӑрӑх кавир сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патшапа ун ҫыннисем аниччен ҫырана стрелецкий головапа темиҫе стрелец ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патшапа ун ҫывӑх ҫыннисем ларса пыракан мӑйракаллӑ ладья ҫула тухнӑранпа темиҫе ҫӗрте те чарӑна-чарӑна тӑчӗ, анчах Иван Васильевич ҫырана ниҫта та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ҫеҫ Эрнепие хул хушшинчен ярса тытрӗ те сылтӑм ҫырана ҫитичченех ҫапла аллине пӗр вӗҫертмесӗр ларса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воевода патне ҫывхарас умӗн патша кимми ҫинчи кӗсменпе ишексем ӗҫлеме пӑрахрӗҫ те, пысӑк кимӗ хӑйӑрла ҫырана сулӑм вӑйӗпе ҫеҫ пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунсӑр пуҫне унта темиҫе чиркӳ, воеводӑсем валли чаплӑ ҫуртсем, аслӑ княҫа йышӑнма уйрӑм пӳлем пулмалла, ҫӗр айӗнчен ҫӳреме пӗр ҫыранран тепӗр ҫырана вӑрттӑн ҫулсем чавмалла.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пырса лартӑм хуллен пушӑ кимӗ ҫине, Итлесе ҫырана ҫутӑ хум ҫапнине.

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех