Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыпӑҫтарнӑ (тĕпĕ: ҫыпӑҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сухалӗ вӑл — патша тронӗ пекех: паян пур, ыран ҫук, — терӗ те Тимофей Николаевич ҫыпӑҫтарнӑ сухалне хӑйпӑтса илсе кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Карап ятне пӗлес йӳтӗмпе ун умӗпе утса иртрӗм те хӳри тӗлӗнче чарӑнтӑм, ӗнтрӗкре шӑтарасла тӗсесе — мӑкӑртса ҫыпӑҫтарнӑ ылтӑн сас паллисен ҫурма ункине вулатӑп: ХУМСЕМ ҪИНЧЕ ЧУПАКАН.

Желая узнать название корабля, я обошел его, став против кормы, и, всмотревшись, прочел полукруг рельефных золотых букв: БЕГУЩАЯ ПО ВОЛНАМ.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ тепӗр хут туяннӑ тата шӑратса ҫыпӑҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна эсир чи пӗрремӗш куратӑр.

С тех пор как я выкупил ее и спаял, вы — первая, которой показываю.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Бевенер шӑнкӑравларӗ те ҫыпӑҫтарнӑ ҫырӑва тарҫа тыттарчӗ: «Халех кайса парӑр».

Бевенер позвонил и передал запечатанное письмо слуге: «Сейчас же отнесите».

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Апла пулин те, — пӑрахса хӑварнӑ упӑшкин кабинетӗнче, сӗтел ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ конверт выртать, ҫиелтех — телефон цифрисем.

Впрочем, на столе в кабинете брошенного мужа лежал запечатанный конверт с цифрой телефона на нем.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эппин, паян эпӗ ҫывӑраймастӑп! — пӗлтерчӗ Давенант Галеран хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрсе тӑрса; стенасене симӗс хитре хут ҫыпӑҫтарнӑ, стена ӑшӗнчи тарӑн путӑкра кравать ларать.

— Значит, сегодня мне не уснуть! — объявил Давенант, входя за Галераном в комнату с зелеными обоями и глубокой нишей, где помещалась кровать.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Акшар ҫыпӑҫтарнӑ стенасене кӗленче айӗнчи кивӗ гравюра — Мейсонье копийӗсем — илем кӳреҫҫӗ.

На известковых стенах висели две старые гравюры под стеклом, копии Мейсонье.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сӗтел ҫинче спиртовка, унта чейник сиксе вӗрет; ун умӗнче Варнава тӑрать, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ пысӑках мар конверта пӑс палкамӗ ҫийӗн асӑрхануллӑн шуҫтарать, ҫыпӑҫтаркӑҫа апат ҫӗҫҫипе хӑйпӑтма хӑтланать.

Стоя перед столом, на котором, подогреваемый спиртовкой, бурлил, кипя, чайник, брат Варнава осторожно проводил по клубам пара небольшим запечатанным конвертом, время от времени пробуя поддеть заклейку столовым ножом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Мӗтри Сӑпани валли тутлӑ апат-ҫимӗҫ, илемлӗ хут ҫыпӑҫтарнӑ кӗленчепе хӗрлӗ эрех илсе килтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗмрен чӑтӑмлӑ та ҫирӗп пултӑр тесе, старик ӑна типӗ шӑнӑрсемпе ҫыпӑҫтарнӑ.

Чтобы сделать лук прочным и упругим, старик обклеил его сухожилиями.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӗрлӗ Тӑрна пӗр татӑкне теприн ҫумне майлаштарса вӗсене питех аван ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑ; индеецсем ҫак ҫилӗме бизон чӗрнисенчен тунӑ.

Красный Журавль приладил один кусок к другому и склеил их хорошим клеем; индейцы делали этот клей из копыт бизонов.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Унтан Хӗрлӗ Тӑрпа патаксем ҫумне тӑратса тӑм ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсем вара чӑн-чӑн бизон урисем пекех пулнӑ.

Затем Красный Журавль старательно облепил глиной палочки, и теперь они очень напоминали ноги настоящего бизона.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Аслӑрах ачисем питех те аван ҫыпӑҫтарнӑ, вара часах темиҫе бизон туса вӗсене ҫыран хӗррине ретпе лартса тухнӑ.

Дети постарше лепили очень искусно, и вскоре несколько бизонов уже были готовы и выстроены в ряд на берегу.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Юнашар старик Марьяна каллех айӑккинчен тӗртет; Марья, утса пырать те, кӗленче вырӑнне фанера лартнӑ алӑк ҫинче клейстерпа ҫыпӑҫтарнӑ хут курать, ун ҫинче: «Паян ҫав-ҫав картӑчкӑсем тӑрӑх ҫуршар кӗрепенке сӗлӗ параҫҫӗ, ыран памалли пулмасть» — тесе ҫырса хунине вуласа пӑхать.

Старик опять нажал в бок, Марья подошла и на фанере, вставленной в дверь вместо стекла, на бумажке, приклеенной клейстером к фанере, — прочла: «Сегодня по карточкам (таким-то) выдается полфунта овса. Завтра выдачи не будет».

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗр кӗтмен ҫӗртен юлташ пычӗ те асӑрхамасла халт! тӗкӗнчӗ мана, эпӗ чавсапа стена ҫине пырса перӗнтӗм; пӑхатӑп та — коридор вӗҫне ҫӳп-ҫӳхе хӑмасемпе пӳлнӗ, ҫиелтен вӗр-ҫӗнӗ шпалерпа ҫыпӑҫтарнӑ.

товарищ меня нечаянно и толкни, я локтем в стенку: глядь — перегородка в конце коридора и обои, только что наклеенные.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пирӗн пата картузӗсем ҫине виҫӗ тӗслӗ кокардӑсем ҫыпӑҫтарнӑ ӳсӗр салтаксем тек-текех пыра-пыра кӗрсе: — Ку христиансен ҫурчӗ-и? — тесе ыйтатчӗҫ.

К нам то и дело наведывались пьяные солдаты и спрашивали: — Издеся православный дом?

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ӗнтӗ пиллӗкмӗш хут эпӗ хамӑрӑн хӳме ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ пӗлтерӗве вулатӑп.

Пятый раз я перечитывал объявление, приклеенное на наш забор.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫак татӑксем ҫумне икӗ енчен те хут таткисем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсем ҫине Бальнибарби чӗлхинчи пӗтӗм сӑмахсене тӗрлӗ падежсемпе вӑхӑтсем тата наклоненисем тӑрӑх тӗлли-паллисӗр, пӗр йӗркесӗр ҫырса тухнӑ.

Дощечки были оклеены кусочками бумаги, и на этих бумажках были написаны все слова языка Бальнибарби в различных наклонениях, временах и падежах, но без всякого порядка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хуп-хура усси ҫыпӑҫтарнӑ сарлака шлепкеллӗ хураха никам та паллайман.

Из-за чёрных усов и широкополой шляпы его никто не узнавал.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑйне палласа ан илччӗр тесе вӑл кашни хутӗнчех пичӗ ҫине тӗрлӗрен усси е сухал ҫыпӑҫтарнӑ.

Чтобы его не узнали, он всякий раз наклеивал себе другие усы и бороду.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех