Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫак ҫамрӑк ҫынсен Ҫӳлхуҫа умӗнчи ҫылӑхӗ ҫав тери пысӑк пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫа валли парне кӳме чӑрмантарнӑ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ, 31. мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пӗлмен пирки кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑх парни пама пӗр ҫулхи качака кӳтӗр; 28. Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑнӑшпа ҫылӑх тунӑ чуна священник тасатӗ, вӑл вара тасалӗ, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 29. кам та кам йӑнӑшпа мӗн те пулин тусассӑн, ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Израиль ҫыннишӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та сирӗн пӗр саккун пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар; 21. арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр; 22. священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, тума юраманнине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, пӗлмен пирки айӑпа кӗрсе хӑй ҫине ҫылӑх илсессӗн, 18. ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне вӑл, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр така илсе пытӑр, вара священник ҫав ҫын пӗлмесӗр тунӑ ӗҫе пӑрахӑҫлӗ те, унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 15. кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр; 16. ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн кӳме те халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑха кӗнӗшӗн ҫылӑх парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳтӗр; ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ун ҫине ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫылӑх парни; 12. ӑна священник патне илсе пытӑр, священник ҫавӑнтан асӑнмалӑх тулли ывӑҫ ӑсса илтӗр те Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — ҫылӑх парни; 13. вӑл ҫав ӗҫсене хӑшне те пулин туса ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, священник ӑна ҫылӑхӗнчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; тырӑ-пулӑ парни пек, [юлашки юлни] священника пулӗ, тенӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫылӑх парнине вӑл сурӑх кӗтӗвӗнчен кӳрес тесессӗн, айӑпсӑр ама выльӑх кӳтӗр, 33. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна ҫылӑх парни памашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр; 34. священник ҫак ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 35. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ сурӑх ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 17. унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр, 18. унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 19. ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 20. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 21. пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21. анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.