Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп; 15. тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп; 16. суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗлӗтсемпе вӗсен хутлӑхне пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинчи мӗн пуррине сарса хунӑ, ҫӗр ҫинчи халӑха сывлӑш кӗртнӗ, ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекенсене чӗм панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: 6-7. Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Сана тӳрӗлӗхӗмпе чӗнсе илтӗм, Сана алӑран тытса тӑрӑп, упрӑп Сана, Сана Эпӗ халӑхшӑн халал пулма, суя тӗнлисемшӗн ҫутӑ пулма, суккӑррисен куҫӗсене уҫма, касмӑкра хӗн куракансене ирӗке кӑларма, тӗттӗмре ларакансене сӗмлӗхрен кӑларма лартатӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ Хам пурӑнакан вырӑнтан, ҫумӑр хыҫҫӑн пулакан ӑшӑ ҫутӑ пек, ӗҫҫи шӑрӑхӗ вӑхӑтӗнчи сывлӑм пӗлӗчӗ пек, лӑпкӑн пӑхатӑп.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ҫак сӑмах вӗрентнӗ пек каламаҫҫӗ пулсассӑн, апла вӗсенче ҫутӑ ҫук.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑ кун вӑл урса кайнӑ тинӗс кӗрлевӗ пек мӗкӗрсе ярӗ; ҫӗр ҫине пӑхса илӗ — акӑ ӗнтӗ сӗмлӗх, хуйхӑ-суйхӑ, пӗлӗтсем ҫинчи ҫутӑ та сӳнсе ларнӑ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара этем мӗскӗнленӗ, ар йӑвашланӗ, мӑнаҫлисен ҫутӑ куҫӗ те тӗксӗмленӗ; 16. Саваоф Ҫӳлхуҫа вара сутра Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартӗ, Святой Турӑ Хӑйӗн сӑваплӑхне тӳрӗлӗхре кӑтартӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан Илия пророк вут-ҫулӑм пек ҫитнӗ, унӑн сӑмахӗ ҫутӑ евӗр ҫунса тӑнӑ.1. И восстал Илия пророк, как огонь, и слово его горело, как светильник.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем Унӑн сӑмахӗпе пулса тӑнӑ: 16. ҫутӑ хӗвел пурин ҫине те пӑхать, унӑн пур ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ туп-туллин курӑнса тӑрать.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем тӳрӗ сут тупӗҫ, тӳрӗ сута ҫутӑ пек ҫуталтарӗҫ.18. Боящиеся Господа найдут суд и, как свет, возжгут правосудие.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вилнӗ ҫыншӑн хӳхле: ӗнтӗ уншӑн ҫутӑ сӳнчӗ; айваншӑн та хӳхле: уншӑн ӑс-хакӑл пӗтнӗ.9. Плачь над умершим, ибо свет исчез для него; плачь и над глупым, ибо разум исчез для него.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Санӑн сӑваплӑ ҫыннусем валли вара аслӑ ҫутӑ пулнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вут-кӑвар ирӗлтерейменскер хӗвелӗн вӑйсӑр шевли ӳкнӗ-ӳкменех ирӗлсе кайнӑ, 28. ку вӑл Сана хӗвел тухичченех тав тумаллине, Сана ҫутӑ тухӑҫӗ енне пӑхса кӗлтумаллине пӗлтернӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл — ӗмӗрхи ҫутӑ ялтравӗ, Турӑ ӗҫӗсене кӑтартакан таса тӗкӗр, Унӑн ырӑлӑхӗн сӑнарӗ.26. Она есть отблеск вечного света и чистое зеркало действия Божия и образ благости Его.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх ҫутӑ та чӗрӗ, шанмасть, хӑйне юратакана хӑвӑрт курӑнать, хӑйне шыракана тупӑнать; 13. хӑйне пӗлес теекенсем патне вӑл хӑех, малтанах, пырать.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех, хӑвах «вӗсен ним ырри те ҫук!» теес ҫулсем ҫитичченех, 2. хӗвелпе ҫутӑ, уйӑхпа ҫӑлтӑрсем сӳнсе ларичченех, ҫумӑр хыҫҫӑн татах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса тухичченех асӑнтан ан кӑлар.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫутӑ хаваслӑ, хӗвеле курма куҫа кӑмӑллӑ.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн тумтирӳ кирек хӑҫан та ҫутӑ пултӑр, пуҫна сӗрнӗ ҫу ан иксӗлтӗр.8. Да будут во всякое время одежды твои светлы, и да не оскудевает елей на голове твоей.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.