Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калиса хӑй те ӑна хирӗҫ куҫ ҫутине ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хӑйӗн илемӗпе киленни, ҫынна та илӗртме тӑрӑшни сисӗнет: пилӗкне хӑва пек авкаласа, пӗҫ кӑкне чӳхентерсе утать, хӑйне тӑрӑх пӑха-пӑха илнӗ хушӑрах, «кураҫҫӗ-ши мана», тенӗн, пысӑк хӑмӑр куҫ ҫутине ҫынсем еннелле ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Песок ярса пар-ха… тем, ал чӗтрет… — терӗ те Прохор Петрович ҫухалса кайнӑн, кашӑкне Улюка пачӗ, пысӑк ҫамки айӗнчен куҫ ҫутине ман еннелле тепӗр хут йӑлт!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӳрте кӗрсен ҫутине Инесса хӑех ҫутрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн патра та ҫав пӑртак ҫав ҫутине ҫухатнӑ пулсассӑн та вӑл таврӑнӗ тесе шанса тӑратӑп эпӗ».

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

2008 — 2009 ҫулсенче кун ҫутине килнӗ хӗр ачасен хушшинче кӗске дистанцинче Г.Шарафутдинова вӑр-варлӑхне кӑтартрӗ, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче П.Порфеновӑпа А.Прокопьева пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Ҫулҫӑсем витӗр вӑрман ӑшне халь ҫӳле ҫӗкленнӗ уйӑх хӑйӗн кӑвак ҫутине пӗр вӗҫсӗр сӑрхӑнтарса юхтарчӗ, ҫӑлтӑрсем куҫ хӗсмелле вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кун хыҫҫӑн Елюк кинолентӑна аппарата вырнаҫтарса лартрӗ, ҫутине экран ҫине ӳкерчӗ — картина пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Килес кун ҫутине никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Амӑшсӗр ӳсекен ача вӑл хӗвел ҫутине курман ӳсентӑран пек.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн урамра ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе, электрицӑ ҫутине те памаҫҫӗ, ывӑлӑма ҫурта ҫутса апат ҫитертӗм.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Акӑ, ҫырма-ҫатрасенчен, тарӑн варсенчен кун ҫутине хӑваласа каҫ тухрӗ, пӗлӗт ҫинчи хӗвел юнне хӑйӗн тӗттӗм чаршавӗпе витсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мачча каштинчен пӑралукпа ҫакӑнса тӑракан электрица лампочкисем хӑйсен ҫутине тӗксӗммӗн, хавшаккӑн сапалаҫҫӗ: ытла та пӗчӗк ваттлисем пулас вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӗнӗ куна савса, тин ҫеҫ сӑмсаланакан таса, сенкер кун ҫутине ачашшӑн ытамласа ҫупӑрлакан, нарланса ҫиҫекен хӑчӗ-имӗ ҫук йывӑҫлӑ, таттисӗр вӑрман хура шӑпаллӑ тӑр пӗччен ҫыншӑн ҫав-ҫавах хӑлхасӑр, куҫсӑр юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулин те, хӗвел ҫутине пула-ши, каркӑҫ витӗрех арҫынпа темле хӗрарӑм ыталанса ларни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Таиҫ аппа арлама пуҫланӑ кӗнчелине пуҫтарса хучӗ те чӑланти ҫутине сӳнтерсе ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те тиркемен, ҫуран ҫӳрекен ҫынна та ҫул паман.

Мужчина пренебрег не только красным светом светофора, но и не уступил дорогу пешеходам.

Водитель ҫынна чутах ҫапса хӑварман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34295.html

Халиччен кунта килсе лекнӗ ҫынсенчен сахалӑшӗ ҫеҫ кун ҫутине курса киленме пултарнӑ.

Не многие из попадавших сюда имели потом возможность любоваться белым светом.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Телейлӗ мӑшӑр сехечӗ-сехечӗпе Атӑл хӗрринче ҫӳретчӗ, Юрату ҫыранӗ хӗррине пырса тӑрса, йӑлӑм вӑрманӗ ҫинчи каҫхи шуҫӑм ҫутине чунтан киленсе сӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех