Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутах (тĕпĕ: ҫутӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни кунах, кашни сехетрех ҫӗнӗ сасӑсемпе ҫутӑсем илсе килнӗ, анчах ҫав ҫутах ҫуннӑ, кӗвви те ҫавах янӑранӑ.

Каждый день и час приносил новые звуки и лучи, но свет горел один, мотив звучал все тот же.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ.

— Ты сказал давеча, что у меня лицо не совсем свежо, измято, — продолжал Обломов, — да, я дряблый, ветхий, изношенный кафтан, но не от климата, не от трудов, а от того, что двенадцать лет во мне был заперт свет, который искал выхода, но только жег свою тюрьму, не вырвался на волю и угас.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан таҫтан ҫутӑ ҫапрӗ, ытла ҫутах та мар — шурӑ каҫ хыҫҫӑн васкамасӑр ҫапаканни; тавралӑх шуралчӗ, мӗн курни аяккалла иртрӗ те хам ыйӑхланине тинех туйса илтӗм.

Потом откуда-то появился свет, неяркий, медленный после белой ночи, всё стало бледнеть, уходить, и я почувствовала, что засыпаю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кӗленчерен витӗр курӑнакан ҫӑрарах шӗвек юхса — фосфор пек сарӑрах, ҫутах мар ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ.

Из этой склянки медленно вытекала густая прозрачная жидкость, горя неподвижным пламенем – жёлтым и неярким, как фосфор.

26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех